Лука 9:1—62

  • Иисус 12 вӗренекенне сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентет (1—6)

  • Иисус ҫинчен илтсен Ирод ним шутлама пӗлмесӗр аптраса каять (7—9)

  • Иисус 5 000 ҫынна тӑрантарать (10—17)

  • Пётр Иисус пирки Христос тет (18—20)

  • Иисус хӑй вилесси ҫинчен маларах калать (21, 22)

  • Чӑн вӗренекенсем (23—27)

  • Иисус улшӑнать (28—36)

  • Иисус демон ярса илнӗ арҫын ачана сыватать (37—43а)

  • Иисус каллех хӑй вилесси ҫинчен калать (43ӑ—45)

  • Вӗренекенсем хӑйсем хушшинче кам аслӑраххи пирки тавлашаҫҫӗ (46—48)

  • Кам пире хирӗҫ мар, ҫавӑ пирӗн майлӑ (49, 50)

  • Самарири пӗр ялта Иисуса йышӑнмаҫҫӗ (51—56)

  • Иисус хыҫҫӑн пырасси мӗне пӗлтерет? (57—62)

9  Иисус 12 вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене демонсене хӑваласа кӑларма, чирсенчен сыватма власть тата хӑват панӑ.  Унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара каласа ҫӳреме тата чирлисене сыватма ярса  ҫапла каланӑ: «Ҫул ҫине нимӗн те ан илӗр: туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, укҫа та*, улӑштармалли тумтир те* ан илӗр.  Кирек хӑш киле кӗрсен те ҫав вырӑнтан кайиччен унтах юлӑр.  Ӑҫта та пулин сире йышӑнмасан, ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫинчи тусана силлесе хӑварӑр. Ҫапла эсир вӗсене асӑрхаттарнине кӑтартатӑр».  Вӗренекенӗсем кайнӑ та ялсем тӑрӑх ҫӳресе пур ҫӗрте те ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата чирлисене сыватнӑ.  Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Галиле́я ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ* И́род* та илтнӗ. Вара вӑл ним шутлама пӗлмесӗр аптрасах кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн», — тенӗ.  Хӑшӗсем: «Ку Илия́», — тенӗ. Теприсем вара: «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», — тенӗ.  И́род каланӑ: «Иоанӑн пуҫне эпӗ хам кастартӑм. Апла кам-ши ку? Ун ҫинчен тӗрлӗрен калаҫаҫҫӗ». Вӑл Иисуса питӗ курасшӑн пулнӑ. 10  Апостолсем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен Иисуса каласа панӑ. Вӑл вара хӑйпе пӗрле вӗсене кӑна илсе Вифсаи́да ятлӑ хулана кайнӑ. 11  Анчах та халӑх ҫавна пӗлсен ун хыҫҫӑн кайнӑ. Иисус вӗсене хаваспах йышӑннӑ, вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа панӑ, чирлисене сыватнӑ. 12  Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара 12 вӗренекенӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем таврари ялсене кайса ҫӗр выртма вырӑн тупчӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен ҫак вырӑн — ҫын пурӑнман вырӑн». — 13  «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», — тенӗ Иисус. Вӗсем вара каланӑ: «Пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук. Апла, пирӗн ҫак мӗнпур халӑх валли апат-ҫимӗҫ кайса туянмалла-и?» 14  Унта 5 000-е яхӑн арҫын пулнӑ. Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫынсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн 50-шарӑн лартса тухӑр». 15  Вӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ. Пурте ларсан, 16  вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илнӗ те тӳпенелле пӑхса кӗлтунӑ*. Унтан вӗсене халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ. 17  Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене 12 карҫинкка пуҫтарнӑ. 18  Пӗррехинче Иисус пӗччен кӗлтунӑ чухне ун патне вӗренекенӗсем пынӑ, вара вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ кам пулни пирки ҫынсем мӗн калаҫҫӗ?» 19  Вӗренекенӗсем ҫапла хуравланӑ: «Пӗрисем — эсӗ Шыва кӗртекен Иоанн, теприсем Илия́ теҫҫӗ, тата теприсем авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ». 20  Вара вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр ман пирки мӗн шутлатӑр?» Пётр хуравланӑ: «Эсӗ — Турӑ янӑ Христос». 21  Анчах вӑл вӗсене ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман. 22  Тата вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла. Старейшинӑсем, аслӑ священниксем тата закон вӗрентӳҫисем ӑна йышӑнмӗҫ, ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне вара вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». 23  Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма* пӑрахтӑр та кунран-кун хӑйӗн асап юпине* йӑтса ман хыҫҫӑн пытӑр. 24  Кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварасшӑн, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам хӑйӗн пурнӑҫне маншӑн ҫухатать, ҫавӑ ӑна ҫӑлса хӑварӗ. 25  Чӑнах та, ҫын пӗтӗм тӗнчене туянсан, анчах хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатсан е хӑйне сиен кӳрсен, ӑна мӗн усси пулӗ? 26  Кам манран тата манӑн сӑмахсенчен вӑтанать, ҫав ҫынран Этем Ывӑлӗ те хӑйӗн мухтавӗпе, Ашшӗн тата сӑваплӑ ангелсен мухтавӗпе килнӗ чухне вӑтанӗ. 27  Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхне курмасӑр вилмӗҫ». 28  Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн пӗр сакӑр кун иртсен, вӑл хӑйпе пӗрле Пётра, Иоана тата Иакова илсе ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. 29  Вӑл кӗлтунӑ чухне унӑн сӑнӗ улшӑннӑ, унӑн тумтирӗ шап-шурӑ пулса тӑрса ялтӑртатма пуҫланӑ. 30  Акӑ унпа икӗ ҫын калаҫма тытӑннӑ: пӗри — Моисей, тепри Илия́ пулнӑ. 31  Мухтавлӑн курӑннӑскерсем, вӗсем вӑл мӗнле каясси ҫинчен, ҫакӑ Иерусалимра мӗнле пурнӑҫланасси ҫинчен калаҫнӑ. 32  Пётрпа тепӗр икӗ вӗренекенӗ ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ. Вӑрансан вӗсем Иисусӑн мухтавлӑхне тата унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. 33  Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайнӑ чухне Пётр хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, кунта пире питӗ лайӑх! Айта эпир виҫӗ хӳшӗ туса лартатпӑр: пӗри сан валли, тепри Моисей валли, тата тепри Илия́ валли». 34  Вӑл ҫавна каланӑ чухне пӗлӗт курӑнса кайнӑ та вӗсене хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт ӑшне пулсан вӗренекенӗсем хӑраса ӳкнӗ. 35  Унтан пӗлӗтрен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ку манӑн Ывӑлӑм, эпӗ ӑна суйласа илнӗ. Итлӗр ӑна». 36  Ҫав сасӑ илтӗннӗ хыҫҫӑн вӗсем Иисус пӗччен тӑрса юлнине курнӑ. Вӗсем ҫакӑн пирки шарламан тата мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каласа паман. 37  Тепӗр кунне, вӗсем ту ҫинчен ансан, Иисуса темӗн чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ. 38  Халӑх хушшинчен пӗр ҫын кӑшкӑрса янӑ: «Вӗрентекен, тархаслатӑп сана, ман ывӑлӑма пырса пӑхсам, вӑл ман пӗртен-пӗр ача! 39  Усал сывлӑш ӑна ярса илет те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрма пуҫлать, ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать. Ачана суранлатса пӗтермесӗр сывлӑш ӑна ниепле те хӑварасшӑн мар. 40  Усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ санӑн вӗренекенӳсене ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 41  Вара Иисус каланӑ: «Ӗненмен тата пӑсӑлнӑ ӑру! Хӑҫанччен манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен сире тӳсмелле-ши? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта». 42  Ача ун патне утса пынӑ чухнех демон ӑна ҫӗре ӳкернӗ те чӗтретме пуҫланӑ. Анчах Иисус усал сывлӑша ун ӑшӗнчен тухма хушса ачана сыватнӑ, вара ӑна ашшӗне панӑ. 43  Пурте Туррӑн хӑватлӑ вӑйӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Ҫапла пурте Иисус мӗн тунинчен тӗлӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 44  «Эпӗ мӗн каланине тимлӗ итлӗр, астуса юлӑр: Этем Ывӑлне сутӗҫ те ҫынсен аллине тытса парӗҫ». 45  Анчах вӗсем вӑл мӗн каланине ӑнланман. Ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшне вӗсенчен пытарнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем нимӗн те ӑнланман, хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ. 46  Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче кам аслӑраххи пирки тавлашма пуҫланӑ. 47  Иисус, вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлсе, пӗр ачана хӑйӗнпе юнашар тӑратнӑ та 48  вӗсене каланӑ: «Кам ҫак ачана ман ятшӑн йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать. Мана йышӑнаканни вара мана яракана та йышӑнать. Эппин, кам сирӗн хушшӑрта хӑйне кӗҫӗнни пек тытать, ҫавӑ асли пулать». 49  Иоанн ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эпир сан ятупа демонсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна куртӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чарма хӑтлантӑмӑр». 50  Анчах Иисус ӑна каланӑ: «Ан чарӑр ӑна, мӗншӗн тесен кам сире хирӗҫ мар, ҫавӑ сирӗн майлӑ». 51  Турӑ Иисуса тӳпене илсе каяс вӑхӑт ҫывхарса пынӑ, ҫавӑнпа Иисус Иерусалима кайма ҫирӗп шут тытнӑ. 52  Вӑл хӑй умӗнчен хӑш-пӗр вӗренекенӗсене янӑ. Лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре веҫех хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ. 53  Анчах та унта Иисуса йышӑнман, мӗншӗн тесен вӑл Иерусалима кайма ҫул тытнӑ пулнӑ. 54  Ҫавна курсан унӑн вӗренекенӗсем, Иаковпа Иоанн, ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, кӑмӑлу пулсан, эпир тӳперен вут-ҫулӑм антӑр та вӗсене пӗтертӗр тесе калӑпӑр». 55  Анчах Иисус вӗсем еннелле ҫаврӑннӑ та вӗсене сивленӗ. 56  Унтан вӗсем урӑх яла кайнӑ. 57  Вӗсем ҫулпа пынӑ чухне Иисуса пӗр ҫын каланӑ: «Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ сан хыҫҫӑн пырӑп». 58  Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Тилӗсен те шӑтӑкӗ пур, кайӑксен те йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара хӑйӗн килӗ те ҫук*». 59  Унтан вӑл тепӗр ҫынна: «Ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. Лешӗ каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, малтан мана аттене кайса пытарма ирӗк парсам». 60  Анчах Иисус ӑна каланӑ: «Вилнисене вилнисемех пытарччӑр, эсӗ вара кай та пур ҫӗрте те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре». 61  Тата тепри ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эпӗ сан хыҫҫӑн пырӑп, анчах малтан мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсам». 62  Иисус ӑна: «Аллине сухапуҫ тытсан каялла ҫаврӑнса пӑхакан ҫын Турӑ Патшалӑхне кӗме тивӗҫлӗ мар», — тенӗ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗл те».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ аялти тумтир те».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тетра́рх».
Ку вӑл И́род Анти́па.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсене пилленӗ».
Е «хӑйӗн ирӗкне».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуҫне хума та вырӑн ҫук».