Лука 3:1—38

  • Иоанн хӑйӗн ӗҫне тума пуҫлать (1, 2)

  • Иоанн ҫынсене шыва кӗме чӗнет (3—20)

  • Иисуса шыва кӗртни (21, 22)

  • Иисус Христосӑн йӑх-кӑкӗ (23—38)

3  Тибе́рий цезарь* патшана ларни 15-мӗш ҫула кайнӑ. Иудейӑра По́нтий Пила́т пуҫлӑх* пулнӑ, Галиле́я ҫӗрӗнче — И́род*, Итурейӑпа Трахонити́да ҫӗрӗнче — унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилине́я ҫӗрӗнче — Лиса́ний.  Каиа́фа чи аслӑ священник пулнӑ, Анна аслӑ священник пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Заха́рийӑн ывӑлӗ Иоанн пушхирте пулнӑ чухне Турӑран хыпар илнӗ.  Вӑл вара, Иорда́н шывӗ таврашӗнче пур ҫӗрте те ҫӳресе, ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен ӳкӗннине кӑтартса шыва кӗмелле тесе вӗрентнӗ.  Ҫакӑ Иса́ия пророк кӗнекинче ҫырнӑ пекех пулнӑ, унта ҫырнӑ: «Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Иегова* валли ҫул хатӗрлӗр! Ун валли ҫулсене такӑрлатӑр.  Айлӑм вырӑнсене пурне те тултарӑр, тусемпе сӑртсене пурне те ҫӗрпе танлаштарӑр, кукӑр ҫулсене тӳрлетӗр, тикӗс мар ҫулсене тикӗслетӗр.  Вара пур ҫын та Турӑ кам урлӑ ҫӑлӑнӑҫ парӗ, ҫавна курӗ“».  Иоанн патне шыва кӗме питӗ нумай ҫын пынӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫӗлен ҫурисем, ҫитес ҫилӗрен хӑтӑлма пултаратӑр тесе сире кам каларӗ?  Ӳкӗннине ӗҫсемпе кӑтартӑр. Хӑвӑр ӑшӑрта: „Пирӗн атте — Авраа́м“, — теме ан та хӑйӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраа́м валли ачасем тума пултарать.  Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫсен тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Лайӑх ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахӗҫ». 10  Ҫав ҫынсем унран: «Пирӗн вара мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. 11  Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Камӑн улӑштармалли тумтир* пур, ҫавӑ ӑна тумтир ҫуккине патӑр. Камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр». 12  Налог пуҫтаракансем те шыва кӗме пынӑ, вӗсем Иоанран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, пирӗн вара мӗн тумалла?» 13  Вӑл вӗсене каланӑ: «Хӑвӑра пуҫтарма хушнинчен ытлашши ан илӗр». 14  Салтаксем те унран: «Пирӗн мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Никама та ан хӗсӗрлӗр*, никама та суйса ан айӑплӑр, хӑвӑр ӗҫшӗн хӑвӑра мӗн панипе ҫырлахса пурӑнӑр». 15  Халӑх Христоса кӗтнӗ, пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн пирки: «Ку Христос мар-ши?» — тесе шухӑшланӑ. 16  Иоанн вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире шыва кӗртетӗп. Анчах ман хыҫҫӑн килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ унӑн сандалин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сирӗнтен пӗрисене святой сывлӑшпа, теприсене вутпа шыва кӗртӗ*. 17  Сӑвӑрмалли кӗреҫи* те унӑн хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемне* тасатса тухса туллине кӗлете пухса хурӗ, арпине вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ». 18  Иоанн ҫынсене ытти сӑмахсемпе те нумай вӗрентнӗ тата вӗсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. 19  Ҫавӑн пекех вӑл И́род пуҫлӑха хӑй пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗшӗн тата хӑй тунӑ пур усал ӗҫӗшӗн питленӗ. 20  И́род вара хӑйӗн усал ӗҫӗсем ҫумне тата тепӗр усал ӗҫ хушнӑ: Иоана тӗрмене хуптарнӑ. 21  Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чухне Иисус та шыва кӗнӗ. Вӑл кӗлтунӑ вӑхӑтра тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, 22  ун ҫине святой сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса аннӑ, вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ манӑн юратнӑ Ывӑлӑм. Эпӗ сана ырлатӑп». 23  Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑ чухне пӗр 30 ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх,вӑл Иосифӑн ывӑлӗ,И́лийӑн ывӑлӗ, 24  Матфа́тӑн ывӑлӗ,Ле́вийӑн ывӑлӗ,Ме́лхийӑн ывӑлӗ,Ианна́йӑн ывӑлӗ,Иосифӑн ывӑлӗ, 25  Матта́фийӑн ывӑлӗ,Амо́сӑн ывӑлӗ,Нау́мӑн ывӑлӗ,Если́йӑн ывӑлӗ,Нагге́йӑн ывӑлӗ, 26  Маа́фӑн ывӑлӗ,Матта́фийӑн ывӑлӗ,Семе́инӑн ывӑлӗ,Ио́сихӑн ывӑлӗ,Ио́дӑн ывӑлӗ, 27  Иоанна́нӑн ывӑлӗ,Риса́йӑн ывӑлӗ,Зорова́велӗн ывӑлӗ,Салафии́лӑн ывӑлӗ,Ни́рийӑн ывӑлӗ, 28  Ме́лхийӑн ывӑлӗ,А́ддийӑн ывӑлӗ,Коса́мӑн ывӑлӗ,Элмада́мӑн ывӑлӗ,Ирӑн ывӑлӗ, 29  Иисусӑн* ывӑлӗ,Елиезе́рӑн ывӑлӗ,Иори́мӑн ывӑлӗ,Матфа́тӑн ывӑлӗ,Ле́вийӑн ывӑлӗ, 30  Симео́нӑн ывӑлӗ,Иудӑн ывӑлӗ,Иосифӑн ывӑлӗ,Иона́мӑн ывӑлӗ,Елиаки́мӑн ывӑлӗ, 31  Мелеа́йӑн ывӑлӗ,Менна́йӑн ывӑлӗ,Маттафа́йӑн ывӑлӗ,Нафа́нӑн ывӑлӗ,Давидӑн ывӑлӗ, 32  Иессе́йӑн ывӑлӗ,Ови́дӑн ывӑлӗ,Воо́зӑн ывӑлӗ,Салмо́нӑн ывӑлӗ,Наассо́нӑн ывӑлӗ, 33  Аминада́вӑн ывӑлӗ,Ара́мӑн ывӑлӗ,Есро́мӑн ывӑлӗ,Фаре́сӑн ывӑлӗ,Иудӑн ывӑлӗ, 34  Иаковӑн ывӑлӗ,Исаа́кӑн ывӑлӗ,Авраа́мӑн ывӑлӗ,Фаррӑн ывӑлӗ,Нахо́рӑн ывӑлӗ, 35  Серу́хӑн ывӑлӗ,Рага́вӑн ывӑлӗ,Фале́кӑн ывӑлӗ,Еве́рӑн ывӑлӗ,Салӑн ывӑлӗ, 36  Каина́нӑн ывӑлӗ,Арфакса́дӑн ывӑлӗ,Симӑн ывӑлӗ,Нойӑн ывӑлӗ,Ламе́хӑн ывӑлӗ, 37  Мафуса́лӑн ывӑлӗ,Ено́хӑн ывӑлӗ,Иаре́дӑн ывӑлӗ,Малелеи́лӑн ывӑлӗ,Каина́нӑн ывӑлӗ, 38  Ено́сӑн ывӑлӗ,Сифӑн ывӑлӗ,Адамӑн ывӑлӗ,Туррӑн ывӑлӗ пулнӑ.

Сноскӑсем

Е «император».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тетра́рх».
Ку вӑл И́род Анти́па.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ тумтир».
Е «никамран та укҫа вӑйпа туртса ан илӗр».
Ҫакӑ вӑл пӗрисене святой сывлӑшпа суйласа илессине, теприсене вутпа тӗп тӑвассине пӗлтерет.
Ҫакӑ — тырра арпи-хывӑхӗнчен ывӑтса уйӑрма усӑ курнӑ кӗреҫе.
Ҫакӑ — тырра арпи-хывӑхӗнчен тасатмалли вырӑн.
Хӑш-пӗр авалхи алҫырусем тӑрӑх, «Ио́сийӑн».