Колоссӑ 3:1—25

  • Кивӗ тата ҫӗнӗ ҫын (1—17)

    • «Кӗлеткен кӑмӑл-туртӑмӗсене пӗтерӗр» (5)

    • «Юрату пӗрлештерет» (14)

  • Христиансен ҫемйисене панӑ канашсем (18—25)

3  Эсир Христоспа пӗрле чӗрӗлсе тӑтӑр пулсан, малалла та тӳперине шырӑр, унта Туррӑн сылтӑм енче Христос ларать.  Ҫӗр ҫинчи ҫинчен мар, тӳпери ҫинчен шухӑшлӑр.  Мӗншӗн тесен эсир вилнӗ ӗнтӗ, сирӗн пурнӑҫа Турӑпа пӗрлӗхре тӑракан Христоса шанса панӑ.  Христос — пирӗн пурнӑҫ — хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартсан, эсир те унпа пӗрле мухтавлӑ пулни палӑрӗ.  Ҫавӑнпа та хӑвӑр ҫӗр ҫинчи кӗлеткен кӑмӑл-туртӑмӗсене пӗтерӗр*: ан аскӑнланӑр*, таса маррине ан тӑвӑр, ар хутшӑнӑвне кӗресшӗн ан антӑхӑр, япӑххине тӑвасшӑн ан ҫунӑр, ан ҫӑткӑнланӑр, мӗншӗн тесен ҫӑткӑнланни вӑл йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех.  Ҫакӑн пек ӗҫсене тӑвакансене Турӑ хӑйӗн ҫиллине кӑтартӗ.  Унччен эсир те хӑвӑра ҫапла тытаттӑрччӗ.  Халӗ вара ҫаксене пурне те тума: ҫилленме, тарӑхма, усал тума, хӑртма тата киревсӗр* калаҫма — пӑрахӑр.  Пӗр-пӗрне ан суйӑр. Кивӗ ҫын пулма тата унччен тунӑ ӗҫсене тума пӑрахӑр.* 10  Ҫӗнӗ ҫын пулӑр*, вӑл чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлсе пынине пула хӑйне тунӑ Турӑ евӗрлӗ пулса ҫӗнелсе пырать. 11  Апла ӗнтӗ грек та, еврей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, ют ҫӗршыв ҫынни те, скиф* та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗтӗмпех тата пуринче те — Христос. 12  Эппин, Турӑ суйласа илнисем тата унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулнӑ май чун-чӗререн хӗрхенӗр, ырӑ пулӑр, хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр, йӑваш та тӳсӗмлӗ пулӑр*. 13  Пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтӑр, кӳренме сӑлтав пур пулсан та, пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр. Иегова* сире пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ пекех, эсир те ҫаплах каҫарӑр. 14  Тата юратакан пулӑр*, мӗншӗн тесен юрату пӗрлештерет*. 15  Сирӗн чӗрере Христосӑн канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, мӗншӗн тесен сире пӗр кӗлетке пулма тата ҫав канӑҫлӑха илме чӗнсе илнӗ. Тав туса пурӑнӑр. 16  Христосӑн сӑмахӗ сирӗн ӑшра пурӑнтӑр тата вӑл сире пӗтӗм ӑслӑлӑха патӑр. Псаломсемпе, Турра мухтава кӑларакан юрӑсемпе тата ӑна пуҫҫапнӑ чухне юрламалли юрӑсене пархатарлӑ пулса юрланипе пӗр-пӗрне вӗрентсе, хавхалантарса тӑрӑр. Иеговӑна* пӗтӗм чӗререн* мухтаса юрлӑр. 17  Эсир кирек мӗн каласан та, кирек мӗн тусан та пурне те Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӑвӑр, ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр. 18  Арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене пӑхӑнса тӑрӑр, сирӗнтен ҫакна Ҫӳлхуҫа кӗтет. 19  Упӑшкасем, хӑвӑр арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе хаяр ан пулӑр. 20  Ачасем, аҫӑр-аннӗре яланах итлӗр, мӗншӗн тесен ку Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ. 21  Ашшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене ан тарӑхтарӑр, вӗсен кӑмӑлӗ ан хуҫӑлтӑр. 22  Чурасем, хӑвӑрӑн хуҫасене яланах пӑхӑнса тӑрӑр — вӗсем курса тӑнӑ чухне ҫеҫ мар, ҫынна юрас тесе те мар, чун-чӗререн, Иеговӑран* хӑранӑран* пӑхӑнса тӑрӑр. 23  Кирек мӗн тунӑ чухне те, ҫавна ҫыншӑн тунӑ пек мар, Иеговӑшӑн* тунӑ пек, пӗтӗм чунтан тӑвӑр, 24  мӗншӗн тесен эсир ҫавӑншӑн Иеговӑран* награда, еткер, илессе пӗлетӗр. Хӑвӑр Хуҫашӑн, Христосшӑн, чурасем пек ӗҫлесе тӑрӑр. 25  Кам усал тӑвать, вӑл ҫавӑншӑн наказани илӗ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫынна камне кура уйӑрмасть.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗлерӗр».
Е «намӑссӑрла».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Кивӗ ҫынна унӑн ӗҫӗсемпех хывса пӑрахӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗнӗ ҫынна тӑхӑнӑр».
Ӗлӗк скифсем тесе хисепе хуман тӗттӗм ҫынсем пирки каланӑ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чун-чӗререн хӗрхенессине, ырӑ пулассине, хӑвӑра кӗҫӗне хурассине, йӑвашлӑха тата тӳсӗмлӗхе тӑхӑнӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юрату тӑхӑнӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юрату — пӗрлештерсе тӑракан пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫыхӑ».
Е «хӑвӑр чӗрере».