Иоанн 8:12—59
8 12 Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ — тӗнче ҫути. Ман хыҫҫӑн пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, унӑн пурнӑҫ ҫути пулӗ».
13 Вара фарисейсем ӑна каланӑ: «Эсӗ хӑвӑн ҫинчен ху каласа пӗлтеретӗн, эсӗ калани чӑн мар».
14 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ хам ҫинчен хам каласа пӗлтеретӗп пулин те, эпӗ калани чӑн, мӗншӗн тесен эпӗ хам ӑҫтан килнине тата ӑҫта каяссине пӗлетӗп. Эсир вара эпӗ ӑҫтан килнине тата ӑҫта каяссине пӗлместӗр.
15 Эсир этем виҫипе* суд тӑватӑр, эпӗ вара никама та суд тумастӑп.
16 Эпӗ суд тӑватӑп пулсан та, манӑн суд тӗрӗс, мӗншӗн тесен эпӗ хам тӗллӗн мар, хама янӑ Аттепе пӗрле суд тӑватӑп.
17 Иккӗн каласа пӗлтерни чӑн тесе сирӗн законра та ҫырнӑ.
18 Эпӗ хам ҫинчен хам каласа пӗлтеретӗп, мана янӑ Атте те ман ҫинчен каласа пӗлтерет».
19 Вара вӗсем ӑна каланӑ: «Санӑн Аҫу ӑҫта?» Иисус хуравласа каланӑ: «Эсир мана та, манӑн Аттене те пӗлместӗр. Эсир мана пӗлнӗ пулсан, манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑр».
20 Иисус ҫак сӑмахсене храмра, укҫа ямалли савӑтсем тӑнӑ вырӑнта, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Анчах та ӑна никам та ярса тытман, мӗншӗн тесен унӑн вӑхӑчӗ ҫитмен пулнӑ-ха.
21 Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ каятӑп, эсир мана шырама пуҫлатӑр, ҫав-ҫавах хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр».
22 Иудейсем вара ҫапла калама пуҫланӑ: «„Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр“, — тет, вӑл хӑйне хӑй вӗлересшӗн мар пулӗ те?»
23 Иисус вӗсене тата каланӑ: «Эсир — ҫӗртен, эпӗ — ҫӳлтен; эсир — ку тӗнчерен, эпӗ — ку тӗнчерен мар.
24 Ҫавӑнпа эпӗ сире хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр тесе каларӑм та. Эпӗ кам пулнине ӗненмесен, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр».
25 Вӗсем унран: «Кам вара эсӗ?» — тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус вӗсене хуравланӑ: «Мӗн тума эпӗ сирӗнпе калаҫса тӑратӑп?
26 Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, суд тумалли нумай. Мана яракан чӑннине калать, эпӗ унран илтнине ҫеҫ тӗнчене калатӑп».
27 Вӑл Ашшӗ ҫинчен каланине вӗсем ӑнланса илеймен.
28 Унтан Иисус каланӑ: «Эсир Этем Ывӑлне ҫӗклесен* эпӗ кам пулнине, эпӗ хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем мана мӗнле вӗрентнӗ, эпӗ ҫавӑн пек каланине пӗлӗр вара.
29 Мана яракан манпа пӗрле. Вӑл мана пӗччен хӑвармарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ яланах ӑна юрӑхлине тӑватӑп».
30 Вӑл ҫакна каланӑ чухне нумайӑшӗ ӑна ӗненнӗ.
31 Унтан Иисус хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: «Эсир манӑн сӑмаха тытса тӑрсан, чӑнах та манӑн вӗренекенсем пулатӑр,
32 эсир чӑнлӑха пӗлӗр, вара чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ».
33 Иудейсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӑна хирӗҫ каланӑ: «Эпир Авраа́м тӑхӑмӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман. Мӗнле-ха эсӗ пире ирӗклӗ пулатӑр тетӗн?»
34 Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫылӑх тӑвакан кирек кам та — ҫылӑх чури.
35 Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнмасть, хуҫан ывӑлӗ ӗмӗрех пурӑнать.
36 Ҫавӑнпа та Ывӑлӗ сире ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех ирӗклӗ пулатӑр.
37 Эсир Авраа́м тӑхӑмӗнчен пулнине эпӗ пӗлетӗп. Анчах эсир мана вӗлересшӗн, мӗншӗн тесен манӑн сӑмахсене йышӑнмастӑр.
38 Эпӗ хамӑн Аттепе пулнӑ чухне мӗн курнӑ, ҫавна калатӑп, эсир вара хӑвӑр аҫӑртан мӗн илтнӗ, ҫавна тӑватӑр».
39 Вӗсем ӑна хирӗҫ: «Пирӗн атте — Авраа́м», — тенӗ. Иисус каланӑ вӗсене: «Эсир Авраа́м ачисем пулнӑ пулсан, Авраа́м мӗн тунине тунӑ пулӑттӑр.
40 Анчах эсир мана — Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа панӑ ҫынна — вӗлересшӗн. Авраа́м ун пек туман.
41 Эсир хӑвӑрӑн аҫӑр тунине тӑватӑр». Вӗсем ӑна каланӑ: «Эпир аскӑн ӗҫрен* ҫуралман, пирӗн пӗр Атте — Турӑ».
42 Иисус вӗсене каланӑ: «Сирӗн Аҫӑр Турӑ пулнӑ пулсан, эсир мана юратнӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесен эпӗ Турӑ патӗнчен килтӗм, халӗ эпӗ кунта. Эпӗ хам тӗллӗн килмен, мана вӑл ячӗ.
43 Мӗншӗн эсир эпӗ мӗн каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен манӑн сӑмахсене итлеме пултараймастӑр.
44 Сирӗн аҫӑр — Шуйттан*, эсир аҫӑрӑн кӑмӑлне мӗн каять, ҫавна тӑвасшӑн. Вӑл чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ, вӑл чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ, мӗншӗн тесен ун ӑшӗнче чӑнлӑх ҫук. Суйса каланӑ чухне вӑл мӗнлерех пулни курӑнать, мӗншӗн тесен вӑл — суеҫӗ, суя ашшӗ.
45 Эпӗ вара чӑннине калатӑп, эсир мана ҫавӑнпа ӗненместӗр.
46 Сирӗнтен кам мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплаять? Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, мӗншӗн эсир мана ӗненместӗр?
47 Кам Турӑран, ҫавӑ Туррӑн сӑмахӗсене итлет. Эсир итлеместӗр, мӗншӗн тесен эсир Турӑран мар».
48 Ҫакна хирӗҫ иудейсем ӑна каланӑ: «Эсӗ Сама́ри ҫынни, санӑн ӑшра демон тесе эпир тӗрӗсех каламастпӑр-и вара?»
49 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Манӑн ӑшра демон ҫук. Эпӗ хамӑн Аттене чыслатӑп, эсир вара мана чыссӑрлататӑр.
50 Эпӗ хама мухтава кӑларасшӑн тӑрӑшмастӑп, мана Турӑ мухтава кӑларасшӑн, вӑлах суд тӑвать.
51 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам манӑн сӑмаха тытса тӑрать, ҫавӑ нихӑҫан та вилӗм курмӗ».
52 Иудейсем ӑна каланӑ: «Халь ӗнтӗ эпир чӑнах та санӑн ӑшра демон пулнине пӗлтӗмӗр. Авраа́м та, пророксем те вилнӗ. Эсӗ вара: „Кам манӑн сӑмаха тытса тӑрать, ҫавӑ нихӑҫан та вилмест“, — тетӗн.
53 Эсӗ мӗн, пирӗн Авраа́м аттерен те аслӑрах-им? Вӑл вилнӗ. Пророксем те вилнӗ. Эсӗ хӑвна кам вырӑнне хуратӑн?»
54 Иисус ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ хама хам мухтава кӑларатӑп пулсан, манӑн мухтавӑм ниме те тӑмасть. Мана манӑн Атте мухтава кӑларать, эсир ун пирки „пирӗн Турӑ“ тетӗр.
55 Ҫапах та эсир ӑна пӗлместӗр. Эпӗ вара ӑна пӗлетӗп. Эпӗ ӑна пӗлместӗп тесе каласан, сирӗн пекех суеҫӗ пулнӑ пулӑттӑм. Анчах та эпӗ ӑна пӗлетӗп, унӑн сӑмахне тытса тӑратӑп.
56 Сирӗн аҫӑр Авраа́м манӑн куна курасса шанса питӗ савӑннӑ, вӑл ӑна курнӑ та — савӑннӑ».
57 Вара иудейсем ӑна каланӑ: «Эсӗ 50 ҫула та ҫитмен, мӗнле-ха эсӗ Авраама курма пултарнӑ?»
58 Иисус каланӑ вӗсене: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эпӗ Авраа́м ҫураличченех пулнӑ».
59 Вара вӗсем ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ, анчах Иисус пытаннӑ, кайран храмран тухса кайнӑ.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт тӑрӑх».
^ Урӑхла каласан, юпа ҫине пӑталасан.
^ Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».