Иоанн 10:1—42

  • Кӗтӳҫӗ тата сурӑх картисем (1—21)

    • Иисус — лайӑх кӗтӳҫӗ (11—15)

    • «Манӑн урӑх сурӑхсем те пур» (16)

  • Храма халалланӑ ятпа ирттерекен уявра иудейсем Иисуса чулпа персе вӗлересшӗн (22—39)

    • Иудейсем нумайӑшӗ ӗненмеҫҫӗ (24—26)

    • «Манӑн сурӑхсем манӑн сасса итлеҫҫӗ» (27)

    • Ывӑлӗ Ашшӗпе пӗрлӗхре (30, 38)

  • Иордан тепӗр енче пулнӑ ҫынсем нумайӑшӗ Иисуса ӗненеҫҫӗ (40—42)

10  «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран мар, урӑх ҫӗртен кӗрет, ҫавӑ — вӑрӑ-хурах.  Алӑкран кӗрекенни вара — сурӑхсен кӗтӳҫи.  Хуралҫӑ ӑна алӑкне уҫса парать те, сурӑхсем унӑн сассине итлеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать.  Хӑйӗн пӗтӗм сурӑхне кӑларсан вӑл вӗсен умӗнче пырать, сурӑхӗсем вара ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн сассине пӗлеҫҫӗ.  Ют ҫын хыҫҫӑн вӗсем нихӑҫан та каймӗҫ, унран тарӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ют ҫынсен сассине пӗлмеҫҫӗ».  Иисус вӗсене ҫак тӗслӗхе каласа панӑ, анчах та вӗсем вӑл мӗн каланине ӑнланман.  Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эпӗ — сурӑхсем валли тунӑ алӑк.  Камсем хӑйсем пирки чӑн кӗтӳҫӗ тесе манран малтан килнӗ, ҫавсем пурте — вӑрӑ-хурахсем. Сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ.  Эпӗ — алӑк. Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ. Вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, улӑх-ҫаран та тупӗ. 10  Вӑрӑ вӑрлама, вӗлерме, пӗтерме анчах килет. Эпӗ сурӑхсем пурӑнччӑр тесе, вӗсем ӗмӗрех пурӑнччӑр тесе килтӗм. 11  Эпӗ — лайӑх кӗтӳҫӗ. Лайӑх кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне парать. 12  Тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар. Вӑл кашкӑр ҫывхарнине курсан сурӑхӗсене пӑрахса тарать, кашкӑр вара хӑшӗ-пӗрисене тытать те кӗтӗве салатса ярать. 13  Тара тытнӑ ҫын вӑл тара тытнӑ ҫынах, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть. 14  Эпӗ — лайӑх кӗтӳҫӗ. Атте мана пӗлнӗ пек тата эпӗ Аттене пӗлнӗ пек, 15  эпӗ хамӑн сурӑхсене пӗлетӗп, вӗсем те мана пӗлеҫҫӗ. Эпӗ сурӑхсемшӗн хамӑн пурнӑҫа паратӑп. 16  Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картаран мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем манӑн сасса итлӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр кӗтӳҫӗ пулӗ. 17  Эпӗ хамӑн пурнӑҫа ӑна каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа Атте мана юратать те. 18  Никам та манӑн пурнӑҫа туртса илмест, ӑна эпӗ хам паратӑп. Манӑн ӑна пама та, каялла илме те ирӗк пур. Ҫапла тума мана Атте хушнӑ». 19  Ҫак сӑмахсене пула иудейсем каллех тавлашса кайнӑ. 20  Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫапла каланӑ: «Унӑн ӑшӗнче демон. Вӑл ӑсран тайӑлнӑ. Мӗн итлетӗр ӑна?» 21  Теприсем вара каланӑ: «Демон ярса илнӗ ҫын кун пек сӑмахсем каламан пулӗччӗ. Демон суккӑр ҫын куҫне уҫма пултарать-и вара?» 22  Ҫавӑн чухне Иерусалимра храма халалланӑ ятпа ирттерекен уяв пулнӑ. Ун чухне хӗлле пулнӑ. 23  Иисус храмра, Соломон колоннади текен вырӑнта, утса пынӑ. 24  Иудейсем ун тавра пухӑннӑ та унран ыйтма пуҫланӑ: «Хӑҫанччен эсӗ пире каламасӑр тӑрӑн? Эсӗ Христос пулсан, тӳррӗн кала пире». 25  Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм, ҫапах та эсир ӗненместӗр. Эпӗ хамӑн Аттен ячӗпе тӑвакан ӗҫсем эпӗ кам пулнине кӑтартса параҫҫӗ. 26  Анчах эсир ӗненместӗр, мӗншӗн тесен эсир манӑн сурӑхсем мар. 27  Манӑн сурӑхсем манӑн сасса итлеҫҫӗ. Эпӗ вӗсене пӗлетӗп, вӗсем ман хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. 28  Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паратӑп, вӗсем нихӑҫан та пӗтмӗҫ, вӗсене никам та ман алран туртса илеймӗ. 29  Вӗсене мана Аттем панӑ, вӗсем пуринчен те хаклӑ. Вӗсене Аттен аллинчен никам та туртса илме пултараймасть. 30  Эпӗ тата Атте — пӗр*». 31  Иудейсем ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытнӑ. 32  Иисус вӗсене каланӑ: «Атте ячӗпе эпӗ сире нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм. Ҫавсенчен хӑшӗшӗн эсир мана чулпа персе вӗлересшӗн?» 33  Иудейсем ӑна хуравланӑ: «Эпир сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн мар, Турра хурланӑшӑн — ҫын пулнӑ ҫӗртенех хӑвна турӑ вырӑнне хунӑшӑн — чулпа персе вӗлересшӗн». 34  Иисус хуравланӑ вӗсене: «Сирӗн законра „‚Эсир турӑсем‘, — терӗм эпӗ“ тесе ҫырман-им? 35  Камсене Турӑ сӑмахӗ питлет, ҫавсене вӑл „турӑсем“ тенӗ. Ҫыру вара пӑрахӑҫланма пултараймасть. 36  Эппин, мӗншӗн-ха эсир мана, Атте хӑй суйласа илсе тӗнчене янӑскере, „Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех „Турра хурлатӑн“ тетӗр? 37  Эпӗ хамӑн Аттен ӗҫӗсене тумастӑп пулсан, мана ан ӗненӗр. 38  Ҫав ӗҫсене тӑватӑп пулсан, мана ӗненмесен те, манӑн ӗҫсене ӗненӗр, вара эсир Атте манпа пӗрлӗхре пулнине, эпӗ те Аттепе пӗрлӗхре пулнине пӗлсе ҫавна ӗненсе тӑрӑр». 39  Вара вӗсем ӑна каллех ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах вӑл вӗсенчен тарнӑ. 40  Вӑл каллех Иорда́н тепӗр енне, Иоанн унччен шыва кӗртнӗ ҫӗре, каҫса кайнӑ та унта юлнӑ. 41  Ун патне нумай ҫын пынӑ. Вӗсем: «Иоанн пӗр тӗлӗнмелле ӗҫ те туман, анчах та вӑл ҫак ҫын пирки мӗн калани пӗтӗмпех тӗрӗс пулчӗ», — тесе калаҫнӑ. 42  Ҫавӑнта нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.

Сноскӑсем

Е «пӗрлӗхре».