Еврейсем 1:1—14
1 Ӗлӗк-авал Турӑ пирӗн мӑн асаттесемпе нумай хутчен тӗрлӗ майпа пророксем урлӑ калаҫнӑ.
2 Ҫак кунсен вӗҫӗнче вара вӑл пирӗнпе Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Турӑ ӑна пурне те еткерлӗхе панӑ тата ҫут тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех* ун урлӑ тунӑ.
3 Вӑл — Турӑ мухтавӗн сӑнарӗ, пур тӗлӗшрен те Турӑ пекех. Вӑл хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе пӗтӗмпех тытса тӑрать. Пире ҫылӑхсенчен тасатса вӑл тӳпере аслӑ Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
4 Вара вӑл ангелсен ятӗнчен чаплӑрах ят илсе вӗсенчен аслӑрах пулса тӑнӑ.
5 Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин хӑҫан та пулин: «Эсӗ — манӑн ывӑлӑм, паян эпӗ санӑн аҫу пулса тӑтӑм», — тесе каланӑ-и? Е тата: «Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, вӑл вара манӑн ывӑлӑм пулӗ», — тенӗ-и?
6 Вӑл хӑйӗн Малтан Ҫуралнине каллех ҫӗр ҫине илсе килес вӑхӑт ҫинчен ҫапла калать: «Туррӑн ангелӗсем пурте ӑна пуҫҫапчӑр».
7 Ҫавӑн пекех вӑл ангелсем ҫинчен ҫапла калать: «Вӑл хӑйӗн ангелӗсене хӑватлӑ сывлӑшсем* тӑвать, хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑм евӗр тӑвать».
8 Ывӑлӗ ҫинчен вара вӑл ҫапла калать: «Турӑ — ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн престолу, санӑн патша туйи* — тӗрӗслӗх туйи.
9 Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе вара кураймастӑн. Ҫавӑнпа Турӑ, санӑн Турру, сана ытти патшасенчен ытларах савӑнӑҫ ҫӑвӗпе сӗрчӗ».
10 Ҫапла та каланӑ: «Эсӗ, Ҫӳлхуҫа, малтан ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ, тӳпе те — санӑн аллу ӗҫӗ.
11 Вӗсем пӗтӗҫ, эсӗ вара яланах пулӑн. Вӗсем тумтир пек кивелӗҫ,
12 эсӗ вӗсене уртса ямалли тумтире чӗркесе хунӑ пек чӗркесе хурӑн, вӗсене тумтире улӑштарнӑ пек улӑштарӑн. Эсӗ вара нихӑҫан та улшӑнмастӑн, санӑн кун-ҫулу ӗмӗрне те вӗҫленмӗ».
13 Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин хӑҫан та пулин: «Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар», — тесе каланӑ-и?
14 Вӗсем пурте Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан, ҫӑлӑнакансене пулӑшма яракан сывлӑшсем мар-и?