Галати 1:1—24
1 Павел — ҫынсем мар, Иисус Христос тата ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнӗ апостол —
2 тата кам манпа пӗрле, ҫав тӑвансем пурте Галатири пухусене салам яраҫҫӗ.
3 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
4 Пире ҫак усал тӗнчерен* хӑтарас тесе Иисус хӑйне пирӗн ҫылӑхсемшӗн панӑ. Ҫакӑ пирӗн Атте Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пулнӑ.
5 Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
6 Эсир хӑвӑра Христосӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе чӗнсе илнӗскертен ытла та хӑвӑрт пӑрӑнса кайса урӑхла ырӑ хыпара итлеме пуҫланинчен тӗлӗнетӗп эпӗ.
7 Анчах нимӗнле урӑхла ырӑ хыпар та ҫук, сире пӑтратакан тата Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӑсас текен ҫынсем кӑна пур.
8 Сире кам та пулин эпир пӗлтернӗ ырӑ хыпара мар, урӑхлараххине пӗлтернӗ пулсан, вӑл пирӗнтен пӗри е тӳперен аннӑ ангел пулсан та, ылхан ҫиттӗр ӑна.
9 Унччен каланине тепӗр хут калатӑп: кам сире хӑвӑр ӗненнӗ ырӑ хыпара мар, урӑхларах ырӑ хыпар пӗлтерет, ҫавна ылхан ҫиттӗр.
10 Халӗ эпӗ хама ҫынсем ырлаччӑр тесе тӑрӑшатӑп-и е Турӑ ырлатӑр тесе тӑрӑшатӑп-и? Тен, эпӗ ҫынсене юрама тӑрӑшатӑп? Эпӗ ку таранччен ҫынсене юраса пурӑннӑ пулсан, Христосӑн чури пулман пулӑттӑм.
11 Тӑвансем, ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: эпӗ сире пӗлтернӗ ырӑ хыпар ҫынсенчен мар.
12 Эпӗ ӑна ҫынсенчен илмен, ҫынсем те мана ӑна вӗрентмен, ӑна мана Иисус Христос уҫса пачӗ.
13 Эпӗ иудейсен тӗнне тытса тӑнӑ чухне хама мӗнле тытнине эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ Туррӑн пухӑвне пӗтерес тесе ӑна хаяррӑн хӗсӗрлеттӗмччӗ.
14 Иудейсен тӗнне тытса тӑрасси пирки калас пулсан, ҫак тӗлӗшрен эпӗ хамӑн чылай тантӑшран самаях ирттереттӗмччӗ, мӗншӗн тесен аттемӗрсен йӑли-йӗркисене тытса тӑрассишӗн ҫунса тӑраттӑмччӗ.
15 Анчах та мана ҫуралма панӑ тата хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе чӗнсе илнӗ Турӑ,
16 манӑн урӑх халӑх ҫыннисене унӑн Ывӑлӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтермелле пултӑр тесе, ман урлӑ Ывӑлне уҫса пама кӑмӑл тусан, эпӗ тӳрех ҫынсемпе* канашлас темерӗм.
17 Хамран маларах апостол пулса тӑнисем патне Иерусалима та каймарӑм. Эпӗ Аравие кайрӑм, унтан Дамаска таврӑнтӑм.
18 Кайран, виҫӗ ҫул иртсен, эпӗ Кифӑпа* тӗл пулма Иерусалима кайрӑм, унпа пӗрле 15 кун хушши пултӑм.
19 Тата эпӗ Ҫӳлхуҫан шӑллӗне Иакова куртӑм, апостолсенчен урӑх нихӑшне те курмарӑм.
20 Турӑ курсах тӑрать: эпӗ сирӗн пата мӗн ҫырни пурте — чӑн.
21 Унтан эпӗ Сирие тата Киликийӑна кайрӑм.
22 Иудейӑри пухусенчи Христосӑн вӗренекенӗсем вара мана нихӑҫан та курман.
23 Вӗсем ыттисенчен ҫакна ҫеҫ илтнӗ: «Пире унччен хӗсӗрленӗ ҫын хӑй пӗтерме тӑрӑшнӑ ӗненӳ ҫинчен халӗ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрет».
24 Вара вӗсем маншӑн Турра мухтама пуҫланӑ.