Апостолсен ӗҫӗсем 28:1—31

  • Мальтӑра (1—6)

  • Павел Публий ашшӗне сыватать (7—10)

  • Рима кайнӑ чухне (11—16)

  • Павел Римра еврейсемпе калаҫать (17—29)

  • Павел икӗ ҫул хушши Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хӑюллӑн пӗлтерет (30, 31)

28  Типӗ ҫӗр ҫине тухнӑ хыҫҫӑн эпир ҫак утрав Ма́льта ятлине пӗлтӗмӗр.  Ҫавӑнта пурӑнакансем пире тӗлӗнмелле ыррӑн йышӑнчӗҫ. Ҫумӑр ҫӑватчӗ, питӗ сивӗччӗ, ҫавӑнпа вӗсем кӑвайт чӗртрӗҫ те пире хӑйсем патне чӗнчӗҫ.  Павел хӑрӑк туратсем пуҫтарса вӗсене вут ҫине хунӑ чухне хӑрӑк туратсем ӑшӗнчен, вут хӗртнипе, хура ҫӗлен* шуса тухрӗ те ун аллине ҫакланчӗ.  Утрав ҫинче пурӑнакансем, Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсан, пӗр-пӗрне каларӗҫ: «Ку ҫын чӑнах та ҫын вӗлерекен. Вӑл тинӗсре путмарӗ пулсан та, Тӗрӗслӗх* ӑна чӗрӗ хӑварасшӑн пулмарӗ».  Анчах та Павел ҫӗлене вутта силлесе пӑрахрӗ те, ҫӗлен ӑна нимӗнле сиен те тумарӗ.  Вӗсем ӗнтӗ Павелӑн алли шыҫӑнса кайӗ е вӑл сасартӑк вилсе выртӗ тесе шутларӗҫ. Кӗтсен-кӗтсен, вӗсем Павела нимӗнле сиен те пулманнине курчӗҫ. Вара вӗсем хӑйсен малтанхи шухӑшне улӑштарса Павел пирки турӑ теме пуҫларӗҫ.  Ҫав вырӑнтан инҫех те мар утрав пуҫлӑхӗн, Пу́блий ятлӑ ҫыннӑн, ҫӗрӗсем пулнӑ. Вӑл пире хапӑл туса йышӑнчӗ те виҫӗ кун хушши хӑналарӗ.  Пу́блий ашшӗ вӗрилентернипе тата юнлӑ варвиттипе* асапланса выртатчӗ. Павел ун патне кӗрсе кӗлтурӗ те ун ҫине аллине хурса ӑна сыватрӗ.  Ҫакӑн хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те Павел патне пыма пуҫларӗҫ, вӑл вӗсене те сыватрӗ. 10  Вӗсем пире хисеплесе нумай парне пачӗҫ, утрав ҫинчен кайнӑ чухне мӗн кирлине пурне те парса ячӗҫ. 11  Тепӗр виҫӗ уйӑхран эпир карап ҫине ларса тинӗсе тухрӑмӑр. Карапӑн сӑмсине Зевс ывӑлӗсен кӗлеткипе илемлетнӗ пулнӑ. Ҫав карап Александрийӑран килнӗ пулнӑ, вӑл ҫав утрав ҫинче хӗл каҫнӑ. 12  Эпир Сиракузӑна ишсе ҫитрӗмӗр те унта виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр. 13  Унтан тухсан Регие ишсе ҫитрӗмӗр. Пӗр кун иртсен, ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫларӗ те, иккӗмӗш куннех эпир Путеолӑна ҫитрӗмӗр. 14  Унта эпир тӑвансене тупрӑмӑр, вӗсем пире хӑйсем патӗнче ҫичӗ кунлӑха юлма ыйтрӗҫ. Вӗсем патӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн эпир Рима кайрӑмӑр. 15  Римри тӑвансем, пирӗн ҫинчен илтсен, пире кӗтсе илме А́ппий пасарӗпе Виҫӗ хӑна ҫурчӗ патне ҫитиех пычӗҫ. Вӗсене курсассӑн Павел Турра тав турӗ те хавхалансах кайрӗ. 16  Юлашкинчен эпир Рима ҫитрӗмӗр, унта Павела хӑйне хураллакан салтакпа пӗрле ыттисенчен уйрӑм пурӑнма ирӗк пачӗҫ. 17  Тепӗр виҫӗ кунран Павел хӑйӗн патне ятлӑ-сумлӑ еврейсене чӗнтерчӗ. Вӗсем пуҫтарӑнсан, вӑл каларӗ: «Тӑвансем, эпӗ хамӑр халӑха хирӗҫ те, хамӑр мӑн асаттесен йӑли-йӗркине хирӗҫ те нимӗн те туман. Ҫапах та мана Иерусалимра ярса тытрӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ. 18  Вӗсем мана ыйтса тӗпченӗ хыҫҫӑн, эпӗ вилӗме тивӗҫлине нимӗн те туманнине кура, мана ирӗке ярасшӑн пулчӗҫ. 19  Анчах та еврейсем ҫакӑнпа килӗшменрен манӑн цезарь* судне ыйтма тиврӗ. Ҫавна эпӗ хамӑн халӑха мӗншӗн те пулин айӑплас тӗллевпе тумарӑм. 20  Ҫак сӑлтава пула эпӗ сирӗнпе курса калаҫас терӗм, мӗншӗн тесен мана Израиль шанчӑкӗшӗн ҫак сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ». 21  Вара вӗсем ӑна каларӗҫ: «Эпир сан пирки Иудейӑран нимӗнле ҫыру та илмерӗмӗр, унтан килнӗ тӑвансем те сан пирки ним япӑххине те каламарӗҫ. 22  Ҫапах та пирӗн эсӗ хӑв ҫакӑн пирки мӗн шухӑшланине пӗлес килет, мӗншӗн тесен пур ҫӗрте те ҫак сектӑна хирӗҫ калаҫнине эпир пӗлетпӗр». 23  Унтан вӗсем хӑш кун тӗл пулассине палӑртса хунӑ. Ҫав кун ҫитсен, Павел пурӑнакан киле тата нумайрах ҫын пынӑ. Вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тӗплӗн пӗлтернӗ, Иисус ҫинчен калакан ҫирӗплетӳсене Моисей законӗпе пророксен кӗнекинчен иле-иле панӑ. 24  Пӗрисем вӑл каланине ӗненнӗ, теприсем вара ӗненмен. 25  Пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр вӗсем саланма тытӑннӑ. Вара Павел вӗсене каланӑ: «Святой сывлӑш сирӗн мӑн аслаҫӑрсене Иса́ия пророк урлӑ тӗрӗс каланӑ: 26  „Кай та ҫак халӑха кала: ‚Эсир илтме илтӗр те, анчах пӗлтерӗшне ӑнланса илеймӗр. Пӑхма пӑхӑр та, анчах кураймӑр. 27  Ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ. Вӗсем хӑлхипе илтеҫҫӗ, анчах хӑйсем илтнине тумаҫҫӗ. Нимӗн те курас мар тата илтес мар тесе вӗсем куҫӗсене хупаҫҫӗ тата хӑлхисене хуплаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем чӗрипе ӑнланса илеймеҫҫӗ, манӑн вӗсене сыватмалла пултӑр тесе ман пата таврӑнмаҫҫӗ‘“. 28  Ҫавӑнпа пӗлсех тӑрӑр: Турӑ паракан ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен калакан хыпара урӑх халӑхсем патне янӑ, вӗсем ӑна итлеҫҫех». 29  ——* 30  Ҫапла Павел тара илнӗ кил-ҫуртра икӗ ҫул хушши пурӑннӑ, хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл туса йышӑннӑ. 31  Вӑл питӗ хӑюллӑн пӗр чӑрмавсӑр Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтернӗ тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнӗ.

Сноскӑсем

Ку вӑл наркӑмӑшлӑ ҫӗлен.
Грекла ди́ке. Ҫак сӑмах тӳррипе тавӑрса паракан хӗрарӑм турра пӗлтерет пулмалла е тӗрӗслӗхе сӑнарласа парать.
Е «дизентерипе».
Е «император».