Апостолсен ӗҫӗсем 27:1—44
27 Пире Италие караппа яма шут тытсан, Павела тата сӑнчӑрланӑ ытти ҫынсене император отрядӗнчи* Ю́лий ятлӑ ҫӗр салтак пуҫлӑхӗн* аллине пачӗҫ.
2 Эпир Адрамитран килнӗ карап ҫине, Ази* ҫыранӗ хӗрринчи портсене кӗрекен карап ҫине, лартӑмӑр та ҫула тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле Фессалоникӑран килнӗ Македони ҫынни Ариста́рх пурччӗ.
3 Тепӗр кунне эпир Сидона ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Ю́лий Павелпа ырӑ пулчӗ, тусӗсем Павелшӑн тӑрӑшма пултарччӑр тесе ӑна вӗсем патне кайса килме те ирӗк пачӗ.
4 Эпир унтан тухрӑмӑр та ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен Кипр утравӗн хӳттипе ишсе кайрӑмӑр.
5 Унтан Киликийӑпа Памфи́ли тӗлӗнче тинӗс урлӑ каҫса Ликири Мирӑна ҫитрӗмӗр.
6 Унта ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ Италие каякан Александрийӑран килнӗ карап тупрӗ те пире ун ҫине лартрӗ.
7 Чылай кун эпир майӗпен ишсе пытӑмӑр, Книда аран-аран ҫитрӗмӗр. Ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен эпир кирлӗ енне каяймарӑмӑр, ҫавӑнпа Салмо́н ҫумӗнчен иртсе кайса Крит утравӗн хӳттипе ишсе пытӑмӑр.
8 Ҫыран ҫумӗпе аран-аран ишсе пырса эпир Ласе́я хули ҫывӑхӗнчи Аван Пристаньсем ятлӑ вырӑна ҫитрӗмӗр.
9 Эпир нумай вӑхӑт ҫухатрӑмӑр, тинӗсе тухма та хӑрушӑ пулса тӑчӗ, Тасалмалли кунӑн типӗ тытас вӑхӑчӗ те* иртнӗччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа Павел ҫапла каларӗ:
10 «Пӗлсех тӑратӑп: малалла ишсе кайсан эпир хӗн курӑпӑр, тиенӗ япаласемпе карапа ҫеҫ мар, хамӑр пурнӑҫа та ҫухатма пултарӑпӑр».
11 Анчах та ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ Павела мар, капитанпа карап хуҫине итлерӗ.
12 Ҫак пристань хӗл каҫма юрӑхсӑр пулнӑ пирки ытларахӑшӗ малалла ишме сӗнчӗҫ, май пулсан, Финика ҫитсе унта хӗл каҫас терӗҫ. Крит утравӗнчи ҫак пристане ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчен е кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчен кӗме пулатчӗ.
13 Кӑнтӑр енчен лӑпкӑ ҫил вӗрме пуҫласан, вӗсем, хӑйсен шухӑшне пурнӑҫлама пултарӗҫ тесе шутласа, якоре хӑпартрӗҫ те Крит ҫыранӗ ҫумӗпе ишсе кайрӗҫ.
14 Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, эвракило́н* текен тӑвӑллӑ ҫил тухрӗ.
15 Ҫил карапа ярса илчӗ, эпир ҫиле хирӗҫ тек ишсе пыраймарӑмӑр. Вара ҫил пире хӑваласа ҫӳрерӗ.
16 Ка́вда текен пысӑках мар утравӑн хӳттипе ишсе пынӑ чухне те эпир карап ҫумӗнчи пӗчӗк кимме аран-аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр.
17 Кимме туртса хӑпартнӑ хыҫҫӑн карапа хулӑн вӗренсемпе ҫыхса ҫирӗплетрӗҫ. Сиртра* ӑшӑх ҫӗре ларасран хӑраса моряксем парӑса антарчӗҫ. Вара карап ҫаплипех ҫил вӑйӗпе куҫса ҫӳрерӗ.
18 Ҫил пирӗн карапа питӗ хытӑ лӑсканӑран, тепӗр кунне моряксем тиенӗ япаласене тинӗсе пӑрахма пуҫларӗҫ.
19 Виҫҫӗмӗш кунне вара вӗсем карапӑн хатӗр-хӗтӗрӗсене те кӑларса ывӑтрӗҫ.
20 Чылай кун хушши хӗвел те, ҫӑлтӑрсем те курӑнмарӗҫ, ҫил-тӑвӑл чарӑна пӗлми алхасрӗ, ҫӑлӑнас шанчӑк та сӳнме пуҫларӗ.
21 Ҫынсем тахҫантанпах нимӗн те ҫименччӗ. Вара Павел тӑчӗ те вӗсене каларӗ: «Сирӗн ман сӑмаха итлесе Критран тухмалла марччӗ, вара эпир ҫакӑн пек инкек курман пулӑттӑмӑр тата япаласене шыва кӑларса пӑрахман пулӑттӑмӑр.
22 Халӗ ӗнтӗ сире ҫирӗп пулма ыйтатӑп, мӗншӗн тесен сирӗнтен пӗри те пӗтмӗ, карап анчах пӗтӗ.
23 Хам пуҫҫапакан, хам ӗҫлесе тӑракан Турӑ кӗҫӗр ман пата хӑйӗн ангелне ячӗ.
24 Ҫав ангел ман ҫума тӑчӗ те каларӗ: „Павел, ан хӑра. Санӑн цезарь* умне тӑмалла. Турӑ сана хӑвна та, санпа пӗрле карап ҫинче ишсе пыракансене пурне те ҫӑлса хӑварӗ“.
25 Ҫавӑнпа та ҫирӗп пулӑр! Эпӗ Турра шанатӑп: мана мӗнле каланӑ, шӑп ҫапла пулӗ.
26 Пирӗн карап пӗр-пӗр утрав патӗнче ӑшӑх ҫӗре пырса ларӗ».
27 Вунтӑваттӑмӗш каҫ та ҫитнӗччӗ ӗнтӗ. Ҫил-тӑвӑл пире ҫаплипех А́дри* тӑрӑх илсе ҫӳрерӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче моряксем карап типӗ ҫӗр патне ҫывхарса пынине ӑнланса илчӗҫ.
28 Вӗсем тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те, тарӑнӑшӗ 20 хӑлаҫ* пулчӗ. Тепӗртакран вӗсем каллех тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те, вӑл ӗнтӗ 15 хӑлаҫ* пулчӗ.
29 Чул хысакӗсене пырса тӑрӑнасран хӑраса вӗсем карап хӳри ҫинчен тӑватӑ якорь ячӗҫ, вара тул ҫутӑласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑчӗҫ.
30 Моряксем карап ҫинчен тарма хӑтланчӗҫ. Вӗсем карап сӑмсинчен якорь ярасшӑн пек туса тинӗсе пӗчӗк кимме антарма пуҫларӗҫ.
31 Павел ҫӗр салтак пуҫлӑхӗпе салтаксене каларӗ: «Ҫак ҫынсем карап ҫинче юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймастӑр».
32 Вара салтаксем вӗренсене касса татрӗҫ те, кимми шыва ӳкрӗ.
33 Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтлеме пуҫларӗ: «Эсир пӑшӑрханса кӗтни, ним ҫимесӗр пурӑнни 14-мӗш кун ӗнтӗ.
34 Ҫавӑнпа та эпӗ сире апат ҫиме хистесех ыйтатӑп, ҫакӑ хӑвӑршӑнах лайӑх пулӗ. Сирӗнтен пӗрин те пуҫӗ ҫинчен пӗр ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ».
35 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл ҫӑкӑр илсе пурин умӗнче те Турра тав турӗ те, ӑна хуҫса, ҫиме пуҫларӗ.
36 Вара ҫынсен кӑмӑлӗсем ҫӗкленчӗҫ, пурте ҫиме тытӑнчӗҫ.
37 Карап ҫинче эпир пурӗ 276 ҫынччӗ*.
38 Пурте ҫисе тӑрансан, карапа ҫӑмӑллатас тесе тулла тинӗсе пӑрахма пуҫларӗҫ.
39 Тул ҫутӑлсан та моряксем карап мӗнле ҫӗр патне ҫитнине ӑнкарса илеймерӗҫ. Анчах вӗсем хӑйӑрлӑ тинӗс кукрине асӑрхарӗҫ, вара, май килсен, караппа ҫавӑнта пырса чарӑнма шут тытрӗҫ.
40 Якорьсен вӗренӗсене касса татса якорӗсене тинӗсрех хӑварчӗҫ. Унтан карапа тытса пыракан кӗсменсене салтса ячӗҫ те малти пӗчӗк парӑса ҫиле май карӑнтарса ҫыран хӗрринелле ишсе кайрӗҫ.
41 Карап хӑйӑрлӑ сӑмсаха тӑрӑнчӗ те ӑшӑх вырӑна ларчӗ: карап сӑмси хӑйӑр ӑшне путрӗ, хӳрине вара хумсем ҫапса аркатма пуҫларӗҫ.
42 Сӑнчӑрланӑ ҫынсенчен никам та ан тартӑр тесе салтаксем вӗсене вӗлерме шут тытрӗҫ.
43 Анчах та ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ Павела хӑтарас тесе салтаксене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫыран хӗррине тухма хушрӗ,
44 ыттисене вара хӑмасенчен е карап ҫӗмрӗкӗсенчен тытӑнса вӗсем хыҫҫӑн ишсе тухма каларӗ. Ҫапла вара пурте ҫыран хӗррине тухса ҫӑлӑнса юлчӗҫ.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «А́вгуст отрядӗнчи».
^ Е «центурио́нӑн».
^ Е «кӗрхи типӗ тытас кун та».
^ Урӑхла каласан, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ ҫилӗ.
^ Ҫурҫӗр Африкӑри Ли́ви хӗрринчи тарӑнах мар икӗ пысӑк залив.
^ Е «император».
^ Адрие Адриа́тика тинӗсӗ, Ио́ни тинӗсӗ тата Сицилипе Крит хушшинчи Вӑтаҫӗр тинӗсӗн пӗр пайӗ кӗнӗ.
^ 36 м патнелле. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
^ 27 м патнелле.
^ Е «чунччӗ».