Апостолсен ӗҫӗсем 25:1—27

  • Павела Фест суд тӑвать (1—12)

    • «Мана цезарь суд тутӑр!» (11)

  • Фест Агриппа патшапа канашлать (13—22)

  • Павел Агриппа умӗнче (23—27)

25  Фест Иудейӑна* ҫитнӗ те хӑйӗн тивӗҫне тума тытӑннӑ. Виҫӗ кунран вӑл Кесарирен Иерусалима кайнӑ.  Аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ еврейсем ӑна Павелра мӗнле айӑп тупни ҫинчен пӗлтернӗ, вара вӗсем Феста  хӑйсем мӗн ыйтнине тума — Павела Иерусалима чӗнтерсе илме тархасланӑ. Хӑйсем вара сасартӑк тапӑнса Павела ҫул ҫинче вӗлерме шутланӑ.  Анчах Фест Павела Кесарирех хурал аллинче хӑвармалла тесе, эпӗ хам та кӗҫех унта таврӑнӑп тесе каланӑ.  «Сирӗн хушшӑрта аслисенчен хӑшӗ-пӗрисем манпа пӗрле пыччӑр, — тенӗ вӑл, — ҫак ҫын чӑнах та айӑплӑ пулсан, ӑна унта айӑплаччӑр».  Иерусалимра сакӑр е вунӑ куна яхӑн пурӑннӑ хыҫҫӑн Фест Кесарие таврӑннӑ. Тепӗр кунне вӑл суд тумалли вырӑна ларнӑ та Павела илсе килме хушнӑ.  Павела илсе пырсан, Иерусалимран килнӗ еврейсем ӑна сырса илнӗ те темӗн тӗрлӗ айӑплама пуҫланӑ, анчах вӗсем хӑйсен сӑмахӗсене нимӗнпе те ҫирӗплетсе парайман.  Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: «Эпӗ еврейсен законне хирӗҫ те, храма хирӗҫ те, цезаре* хирӗҫ те нимӗнле усал ӗҫ те туман».  Фест еврейсене юрасшӑн пулса Павелран ыйтнӑ: «Сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе ман умра Иерусалимра суд туччӑр тесе эсӗ унта каясшӑн мар-и?» 10  Анчах Павел каланӑ: «Эпӗ цезарь суд тӑвакан вырӑн умӗнче тӑратӑп, мана кунта суд тумалла. Еврейсене хирӗҫ эпӗ нимӗнле усал ӗҫ те туман, ҫакна эсӗ хӑв та лайӑх пӗлетӗн. 11  Енчен те эпӗ чӑнах та усал ӗҫ тунӑ пулсан* тата вилӗме тивӗҫлӗ пулсан, эпӗ вилме хатӗр. Анчах та ҫак ҫынсем айӑпласа каланине нимӗнпе те ҫирӗплетсе пама ҫук пулсан, мана вӗсен аллине пама никамӑн та ирӗк ҫук. Мана цезарь суд тутӑр!» 12  Вара Фест хӑй канашлакан ҫынсемпе калаҫса илнӗ те каланӑ: «Цезарь судне ыйтатӑн, апла цезарь патне кайӑн». 13  Тепӗр темиҫе кунран Феста саламлама Кесарие Агри́ппа патшапа Верени́ка килнӗ. 14  Вӗсем унта чылай пурӑннӑ, вара Фест Павел ӗҫӗ ҫинчен патшана каласа панӑ. Вӑл Агриппӑна каланӑ: «Кунта Фе́ликс хурал аллинче хӑварнӑ пӗр ҫын пур. 15  Эпӗ Иерусалимра пулнӑ чухне аслӑ священниксемпе еврейсен старейшинисем унра мӗнле айӑп тупнине пӗлтерчӗҫ те ӑна суд тума ыйтрӗҫ. 16  Эпӗ вӗсене Рим ҫыннисен ун пек йӑла ҫук, вӗсем ҫынна хӑйне хӳтӗлеме май памасӑр айӑплакансен аллине памаҫҫӗ терӗм. 17  Ҫавӑнпа вӗсем кунта килсен, эпӗ тӑхтаса тӑмарӑм, тепӗр куннех суд тумалли вырӑна лартӑм та ҫав ҫынна илсе килме хушрӑм. 18  Вӗсем тӑчӗҫ те ӑна айӑплама пуҫларӗҫ, анчах та хам кӗтнӗ айӑпсенчен пӗрне те кӑтартса параймарӗҫ. 19  Вӗсем унпа хӑйсен тӗнӗ ҫинчен тата темле Иисус ҫинчен анчах тавлашкаларӗҫ. Ҫав Иисус вилнӗ пулин те, Павел ун пирки чӗрӗ тесе тӑчӗ. 20  Эпӗ ҫак тавлашӑва мӗнле татса памаллине пӗлменрен Павелран: „Сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе Иерусалимра суд туччӑр тесе эсӗ унта каясшӑн мар-и?“ — тесе ыйтрӑм. 21  Анчах та Павел хӑй ӗҫне император* татса париччен хӑйне кунтах хӑварма ыйтрӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна цезарь патне яриччен хурал аллинче хӑварма хушрӑм». 22  Агри́ппа вара Феста: «Ку ҫынна манӑн хамӑн та итлесе пӑхас килет», — тенӗ. Лешӗ: «Эсӗ ӑна ыранах итлеме пултарӑн», — тенӗ. 23  Тепӗр кунне Агриппӑпа Верени́ка суд залне питӗ чаплӑн пырса кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ҫар пуҫлӑхӗсем тата хулари ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. Унтан Фест хушнипе Павела илсе пынӑ. 24  Вара Фест каланӑ: «Агри́ппа патша тата пирӗнпе пӗрле пухӑннӑ ҫынсем! Сирӗн умра тӑракан ҫынна айӑпламашкӑн Иерусалимра та, кунта та еврейсем ман патӑма тем чухлӗн пычӗҫ. Вӗсем пурте ӑна вӗлермелле тесе кӑшкӑрчӗҫ. 25  Анчах та эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: вӑл вилӗме тивӗҫлине нимӗн те туман. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйне император патӗнче суд тума ыйтнӑран эпӗ ӑна ун патне ярас терӗм. 26  Анчах та эпӗ ун пирки император* патне мӗн ҫырмаллине пӗлместӗп, ҫавӑнпа та ӑна сирӗн ума, уйрӑмах, Агри́ппа патша, сан умна, илсе пырса тӑратас терӗм. Эсир унӑн ӗҫне тӗпчесе пӗлсен, император патне манӑн мӗн ҫырса ямалли те паллӑ пулӗ. 27  Мӗншӗн тесен тӗрмене лартнӑ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑрах Рима яни мана шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫ пек туйӑнать».

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «провинцие».
Е «императора».
Е «преступник пулсан».
Е «А́вгуст». Ку Рим императорӗн титулӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хуҫа».