Апостолсен ӗҫӗсем 19:1—41

  • Павел Эфесра; хӑшӗ-пӗрисем тепӗр хут шыва кӗреҫҫӗ (1—7)

  • Павел Эфесра вӗрентет (8—10)

  • Иеговӑн сӑмахӗ демонсенчен вӑйлӑрах (11—20)

  • Эфесра халӑх пӑлханать (21—41)

19  Аполло́с Коринфра пулнӑ вӑхӑтра Павел тинӗсрен аяккарах вырнаҫнӑ ҫӗрсем урлӑ кайнӑ, вара Эфеса ҫитнӗ. Унта вӑл темиҫе вӗренекене тӗл пулнӑ та  вӗсенчен ыйтнӑ: «Ӗненме пуҫласан эсир святой сывлӑш илтӗр-и?» Вӗсем ӑна: «Эпир святой сывлӑш ҫинчен илтмен те», — тенӗ.  Вара вӑл: «Эсир шыва мӗнле кӗтӗр?» — тесе ыйтнӑ. «Иоанн вӗрентнӗ пек», — тенӗ вӗсем.  Павел каланӑ: «Иоанн ҫынсене хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннине кӑтартчӑр тесе шыва кӗртнӗ, тата вӑл хӑй хыҫҫӑн килекене, Иисуса, ӗненме ӳкӗтленӗ».  Ҫакна илтсен вӗсем Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе шыва кӗнӗ.  Павел вӗсем ҫине ал хурсан, вӗсем святой сывлӑш илнӗ те тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма тата пророкла калаҫма пуҫланӑ.  Ҫав арҫынсен шучӗ 12 ҫынна яхӑн пулнӑ.  Павел синагогӑна пыра-пыра виҫӗ уйӑх хушши хӑюллӑн вӗрентнӗ: вӑл сӑмах тухса каланӑ тата итлекенсене ӗнентерме тӑрӑшса вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ.  Анчах хӑшӗ-пӗрисем ниепле те ӗненесшӗн пулман. Вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулӗ* ҫинчен хурласа калаҫнӑран Павел, вӗренекенсене хӑйпе пӗрле илсе, вӗсем патӗнчен кайнӑ, вара Тира́нн шкулӗнче кашни кун сӑмах тухса калама пуҫланӑ. 10  Вӑл икӗ ҫул хушши ҫапла вӗрентнӗ. Вара Азире* пурӑнакансем пурте — еврейсем те, грексем те — Ҫӳлхуҫа сӑмахне илтнӗ. 11  Турӑ Павел урлӑ тӗлӗнмелле хӑватлӑ ӗҫсем тунӑ. 12  Чирлӗ ҫынсене Павелӑн тутӑрӗсемпе саппунӗсене илсе килсе парсан та, вӗсем сывалнӑ, вӗсен ӑшӗнчен усал сывлӑшсем те тухнӑ. 13  Вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен, демонсене хӑваласа кӑларакан еврейсем те ҫынсен ӑшӗнчен Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма хӑтланнӑ. Вӗсем усал сывлӑшсене: «Павел пӗлтерекен Иисусӑн ячӗпе сире тухма хушатӑп», — тенӗ. 14  Еврейсен Ске́ва ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ те ҫапла тунӑ. 15  Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: «Иисуса эпӗ пӗлетӗп, Павела та паллатӑп, эсир камсем вара?» 16  Унтан ӑшӗнче усал сывлӑш пулнӑ ҫын вӗсем ҫине тапӑннӑ та пӗрин хыҫҫӑн теприне парӑнтарнӑ. Вара лешӗсем, хӗнесе пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ. 17  Эфесра пурӑнакансем пурте — еврейсем те, грексем те — ҫакӑн ҫинчен пӗлсен хӑраса ӳкнӗ, вара Иисус Ҫӳлхуҫан ятне тата ытларах хисеплеме пуҫланӑ. 18  Ҫӳлхуҫана ӗненме пуҫланисенчен нумайӑшӗ пыра-пыра хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫинчен, хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен уҫҫӑнах каласа панӑ. 19  Асамлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ чылай ҫын хӑйсен кӗнекисене пӗрле пухса пурин умӗнче те ҫунтарса янӑ. Ҫав кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ та — вӗсем 50 000 кӗмӗл укҫа тӑнӑ. 20  Иеговӑн* сӑмахӗ ҫавнашкал хӑватлӑн сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пынӑ тата ҫынсем ҫине вӑйлӑрах та вӑйлӑрах витӗм кӳнӗ. 21  Ҫак ӗҫсем пулса иртсен, Павел Македонипе Аха́йя урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимра пулнӑ хыҫҫӑн манӑн Рима та ҫитсе курмалла», — тенӗ вӑл. 22  Павел хӑйне пулӑшса тӑракансенчен иккӗшне, Тимофейпа Эраста, Македоние янӑ, хӑй вара пӗр вӑхӑтлӑха Азирех* юлнӑ. 23  Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа ҫулӗ* пирки пысӑк пӑлхав тухнӑ. 24  Димитрий ятлӑ кӗмӗлпе ӗҫлекен пӗр ӑстаҫӑ Артеми́да храмӗ евӗрлӗ пӗчӗк храмсене ӑсталаса пурӑннӑ, ҫав ҫынна пула ӑстаҫӑсем самаях тупӑш илсе тӑнӑ. 25  Вӑл ҫав тата ытти ӑстаҫӑсене пухнӑ та каланӑ: «Тусӑмсем, эпир тулӑх пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. 26  Тата хӑвӑрах курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел ҫын аллипе тунӑ турӑсем чӑннипе турӑсем мар тет, ҫавна вӑл Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Азире тенӗ пекех нумай ҫынна ӗнентерчӗ. 27  Ҫавна пула пирӗн ӗҫ хисепрен тухма пултарать. Анчах ку ҫеҫ мар-ха, аслӑ Артеми́да туррӑн храмӗ те пӑрахӑҫа тухма пултарать. Ҫапла вара пӗтӗм Ази, пӗтӗм тӗнче пуҫҫапса тӑракан Артеми́дӑн чапӗ пӗтсе ларӗ». 28  Ҫакна илтсен вӗсем урса кайнӑ та: «Эфе́с Артемиди аслӑ!» — тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. 29  Пӗтӗм хула пӑтранма пуҫланӑ, пурте амфитеатра талпӑннӑ. Ҫынсем хӑйсемпе пӗрле Павелпа ҫӳрекен Македони ҫыннисене, Гайпа Аристарха, сӗтӗрсе кайнӑ. 30  Павел унта кайса халӑх умне тухасшӑн пулнӑ, анчах вӗренекенсем ӑна яман. 31  Уявсемпе вӑйӑсене ирттерекенсенчен хӑшӗ-пӗрисем те, Павелпа туслӑ пулнӑскерсем, ун патне ҫын ярса: «Унта кайса хӑвна хӑрушлӑха кӗртсе ан ӳкер», — тесе тархасланӑ. 32  Унта пухӑннисем хушшинче ним йӗрки те пулман: пӗрисем — пӗр тӗрлӗ, теприсем тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ, нумайӑшӗ вара мӗншӗн пухӑннине те пӗлмен. 33  Еврейсем Александр ятлӑ пӗр ҫынна халӑх умне тӗртсе кӑларса тӑратнӑ. Вӑл аллипе паллӑ кӑтартнӑ та халӑха сӑмах каласшӑн пулнӑ. 34  Анчах та вӑл еврей иккенне ӑнланса илсен ҫынсем пурте пӗр харӑс: «Эфе́с Артемиди аслӑ!» — тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫапла вӗсем икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ. 35  Юлашкинчен хула пуҫлӑхӗ халӑха лӑплантарнӑ та ҫапла каланӑ: «Эфе́с ҫыннисем, Эфе́с хули аслӑ Артеми́дӑн храмне тата тӳперен ӳкнӗ ун кӗлеткине сыхласа тӑракан хула пулнине кам пӗлмест? 36  Кун пирки тавлашмалли те ҫук. Эппин, сирӗн лӑпкӑ пулмалла, шухӑшламасӑр нимӗн те тумалла мар. 37  Эсир кунта илсе килнӗ ҫынсем храма та ҫаратман, пирӗн турра та хурламан. 38  Енчен те Димитрийпе ытти ӑстаҫӑсем кама та пулин айӑпласшӑн пулсан, ҫакӑн валли суд тумалли кунсем тата проконсулсем* пур — пӗр-пӗрне судра айӑплаччӑр. 39  Сирӗн мӗнле те пулин урӑх ыйту пур пулсан, ҫавна законлӑ майпа пуҫтарнӑ пухура татса памалла. 40  Унсӑрӑн паян мӗн пулса иртнишӗн пире пӑлхав ҫӗкленӗ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑр ҫапла пухӑннӑшӑн эпир тӳрре тухаймастпӑр». 41  Ҫакна каласан вӑл пухӑннӑ халӑха салатса янӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫул». Ҫакӑнта христиансен вӗрентӗвӗсемпе пурнӑҫ йӗрки ҫинчен сӑмах пырать.
Словаре пӑхӑр.
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫул».
Проко́нсул — Рим империйӗнчи провинцин пуҫлӑхӗ.