8-мӗш ыйту
Ҫынсем асапланнишӗн Турӑ айӑплӑ-и?
«Чӑн Туррӑн усал тӑвасси пулма та пултараймасть, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ тӗрӗс маррине тӑвас ҫук!»
(Иов 34:10).
«Йывӑрлӑх тӳснӗ чухне никам та: „Мана Турӑ тӗрӗслет“, — тесе ан калатӑр. Турра усалпа тӗрӗслесе пӑхма ҫук, вӑл хӑй те усалпа никама та тӗрӗслемест»
(Иаков 1:13).
«Хӑвӑрӑн пӗтӗм хуйха ӑна шанса парӑр, мӗншӗн тесен вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать»
(1 Пётр 5:7).
«Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: Иегова хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫлама васкамасть. Анчах та ку васкаманни мар, вӑл сирӗнпе тӳсӗмлӗ, мӗншӗн тесен вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тет»
(2 Пётр 3:9).