10-мӗш ыйту
Библире пуласлӑх ҫинчен мӗн каланӑ?
«Тӳрӗ ҫынсем еткерлӗхе ҫӗр илӗҫ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ»
(Псалом 36:29).
«Ҫӗр... яланах пулать»
(Екклесиаст 1:4).
«Аслӑ Ҫӳлхуҫа Иегова вилӗме яланлӑхах пӗтерӗ, вӑл пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ»
(Исаия 25:8).
«Ҫавӑн чухне суккӑррисем курма, илтмен хӑлхаллисем илтме пуҫлӗҫ. Ун чухне уксаххи пӑлан пек сиксе ҫӳрӗ, чӗлхесӗрри савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрӗ. Пушхирте шывсем тапса тухӗҫ, типӗ тӳремлӗхре юхӑм шывсем юхма пуҫлӗҫ»
(Исаия 35:5, 6).
«Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, хуйхӑ та, йӗни-макӑрни те, ыратни те пулмӗ. Унчченхи пӗтӗмпех иртсе кайрӗ»
(Ӳлӗмхи 21:4).
«Ҫынсем ҫуртсем туса лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, виноград пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ. Ҫурта урӑх ҫынна пурӑнтарма туса лартмӗҫ, пахчана ҫимӗҫне урӑххине ҫитерме лартса ҫитӗнтермӗҫ. Ман халӑхӑн кун-ҫулӗ йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗ, эпӗ суйласа илнисем хӑйсен аллин ӗҫӗпе туллин савӑнӗҫ»
(Исаия 65:21, 22).