Библири сӑмахсен тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен словарӗ
А В Г Д Е З И Й К Л М Н П Р С Ҫ Т У Ӳ Ф Х Ц Ч Ш Ы Э Ю
А
-
Ази.
-
Ал хуни.
-
Алебастр.
Египетри Алабастрон хули ҫумӗнче чавса кӑларнӑ чул. Ӑна хальхи алебастрпа — вӗтӗ пӗрчӗллӗ шурӑ гипспа — пӑтраштармалла мар. Алебастртан духи валли пысӑках мар савӑтсем тунӑ. Ытларах чухне ҫав савӑтсен мӑйне ансӑр тунӑ, нимӗн те юхса ан тухтӑр тата шӑрши ан пӗттӗр тесе ӑна лайӑх хупса лартнӑ (Мк 14:3).
-
Аллӑмӗш кун уявӗ.
Мӗнпур Израиль арҫыннисен Иерусалима пырса паллӑ тумалли виҫӗ тӗп уявран пӗри. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ӑна Аллӑмӗш кун уявӗ тенӗ, Еврей Ҫырӑвӗсенче вара ӑна Ҫӗнӗ тырӑ уявӗ е Эрнесен уявӗ тенӗ. Ҫак уява нисан уйӑхӗн 16-мӗшӗ хыҫҫӑн 50-мӗш кунне паллӑ тунӑ (Тх 23:16; 34:22; Ап 2:1).
-
Альфа тата Омега.
-
Аминь.
«Ҫапла пултӑр; чӑнах» тенине пӗлтерет. Вӑл ама́н текен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ, ҫакӑ «шанчӑклӑ, шанӑҫа тивӗҫлӗ пул» тенине пӗлтерет. «Аминь» сӑмаха тупа тунипе, кӗлӗ тунипе е каланӑ сӑмахпа килӗшнине кӑтартас тесе каланӑ. Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекере ҫак сӑмахпа Иисус Христосӑн титулӗ пек усӑ курнӑ (Сак 27:26; 1Ҫл 16:36; Рм 1:25; Ӳл 3:14).
-
Ангелсем.
Мала́х текен еврей сӑмахӗн тата а́нгелос текен грек сӑмахӗн тӳрӗ пӗлтерӗшӗ — «хыпарҫӑ». Тӳпери сывлӑшсем ҫинчен сӑмах пынӑ чухне ҫак икӗ сӑмаха «ангел» тесе куҫараҫҫӗ (Плт 16:7; 32:3; Иак 2:25; Ӳл 22:8). Ангелсем — Турӑ ҫынсенчен чылай маларах тунӑ хӑватлӑ сывлӑшсем. Библире вӗсем пирки «пин-пин святой», «вун-вун пин сӑваплӑ ангел», «Турӑ ывӑлӗсем» тата «ирхи ҫӑлтӑрсем» тесе каланӑ (Сак 33:2; Иов 1:6; 38:6, 7; Иуда 14). Вӗсен ӗрчес пултарулӑх ҫук, Турӑ вӗсене кашнине уйрӑммӑн тунӑ. Ангелсен шучӗ ҫӗр-ҫӗр миллион ытла (Ӳл 5:11). Библи кӑтартнӑ тӑрӑх, кашни ангелӑн хӑйӗн ячӗ пур. Ҫапах та вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса хӑйсене пуҫҫаптарасшӑн мар, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ятне те каламаҫҫӗ (Плт 32:29; Лк 1:26; Ӳл 22:8, 9). Ангелсем тӗрлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ тата тӗрлӗ ӗҫсем туса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иеговӑн престолӗ умӗнче ӗҫлесе тӑраҫҫӗ, унӑн хыпарӗсене пӗлтереҫҫӗ, Иеговӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑраҫҫӗ, унӑн приговорӗсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума пулӑшса тӑраҫҫӗ (4Пш 19:35; Пс 33:8; Мф 4:11; Лк 1:30, 31; Ӳл 5:11; 14:6). Пуласлӑхра вӗсем Армагеддон вӑрҫинче Иисуса ҫапӑҫма пулӑшӗҫ (Ӳл 19:14, 15).
-
Антихрист.
Ҫак грек сӑмахӗн икӗ пӗлтерӗш пур. Ҫак сӑмахпа Христоса хирӗҫ (грекла а́нти) тӑракансене чӗнеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫакӑ суя христоса, Христосӑн вырӑнне йышӑнакана, пӗлтерме пултарать. Хӑйсене мессия текен, Христос ячӗпе ӗҫлетпӗр тесе суйса калакан е Христоса тата унӑн вӗренекенӗсене 1Ин 2:22).
хирӗҫ тӑракан ҫынсене, организацисене, ушкӑнсене антихристсем теме пулать ( -
Апостол.
-
Арамей чӗлхи.
Авалхи еврей чӗлхипе хурӑнташлӑ семит чӗлхисенчен пӗри, вӗсен пӗр пек алфавит пулнӑ. Малтанах ҫак чӗлхепе арамейсем калаҫнӑ, каярахпа вара вӑл Ассири тата Вавилон империйӗсенче халӑхсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Перси империйӗн патшалӑх чӗлхи пулнӑ (Езд 4:7). Ездрӑн, Иеремийӑн тата Даниилӑн кӗнекисен пайӗсене арамейла ҫырнӑ пулнӑ (Езд 4:8—6:18; 7:12—26; Иер 10:11; Дан 2:4ӑ—7:28; Мк 14:36; Ап 9:36).
-
Ареопаг.
Афинӑри ҫӳллӗ сӑрт. Вӑл Акропольтен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫак сӑрт ҫинче пухӑнакан канаша та (суда) ҫапла чӗннӗ. Пӗррехинче стоиксемпе эпикуреецсем Павела, вӑл хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каласа патӑр тесе, Ареопага илсе пынӑ (Ап 17:19).
-
Армагеддон.
Ҫак сӑмах Хар Мегиддо́н текен еврей сӑмах ҫаврӑнӑшӗнчен пулса кайнӑ, вӑл «Мегиддо тӑвӗ» тенине пӗлтерет. Ҫак сӑмахпа «Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн аслӑ кунӗнче» пулас вӑрҫӑ пирки сӑмах пынӑ чухне усӑ курнӑ. Ун чухне «пӗтӗм ҫӗр ҫинчи патшасем» Иеговӑпа вӑрҫӑ вӑрҫма пухӑнӗҫ (Ӳл 16:14, 16; 19:11—21). ПЫСӐК ХӖН-АСАП статьяна пӑхӑр.
-
Арман чулӗ.
Ҫаврака чул, ҫӑнӑх туса илес тесе ӑна тепӗр чул ҫине хурса тырӑ авӑртнӑ. Аялти чул варринче шӑчӑ пулнӑ, ун ҫинче ҫиелти чул ҫаврӑнса тӑнӑ. Библи ҫырнӑ вӑхӑтсенче чылай килте ҫакӑн пек ал арманӗсем пулнӑ, вӗсемпе хӗрарӑмсем ӗҫленӗ. Ҫемьен кашни кун ҫӑкӑр пултӑр тесе ал арманӗ кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа Моисей законӗ ал арманне е унӑн ҫиелти чулне залога илме чарнӑ. Пысӑкрах арман чулӗсене выльӑх ҫавӑрнӑ (Сак 24:6; Мк 9:42).
-
Армути; эрӗм.
Питӗ йӳҫӗ те шӑршлӑ ӳсентӑрансен ячӗ. Ӳлӗмхи 8:11-мӗшӗнче асӑннӑ «армути» йӳҫӗ те наркӑмӑшлӑ япалана пӗлтерет.
-
Арпа-хывӑх.
Авӑн ҫапнӑ чухне тырӑ пӗрчинчен уйрӑлакан хуппи. Ҫак сӑмахпа мӗн те пулин усӑсӑрри е кирлӗ марри ҫинчен сӑнарлӑн каланӑ чухне усӑ курнӑ (Пс 1:4; Мф 3:12).
-
Архангел.
-
Асап юпи.
Хӑш-пӗр чухне стауро́с текен грек сӑмахне ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе куҫарнӑ. Стауро́с текен сӑмах тӳрӗ тӑракан юпана е шалчана пӗлтерет. Ҫакӑн пек юпа ҫине Иисуса пӑталанӑ. Стауро́с текен сӑмах хӗресе, суя тӗнлӗ халӑхсем Христос киличчен нумай ӗмӗр хушши тӗн символӗ пек усӑ курнӑ хӗресе те, пӗлтернине ҫирӗплетсе панисем ҫук. «Асап юпи» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ стауро́с текен грек сӑмахӗн пӗлтерӗшне лайӑх уҫса парать, мӗншӗн тесен ҫак сӑмахпа Иисус хыҫҫӑн пыракансем тӳсекен асап, хӗн-хур тата мӑшкӑл пирки сӑмах пынӑ чухне те усӑ курнӑ (Мф 16:24; Евр 12:2). ЮПА статьяна пӑхӑр.
-
Аскӑн хӗрарӑм; проститутка.
Хӑйӗн упӑшкипе мар, урӑх ҫынпа, уйрӑмах укҫалла, ар хутшӑнӑвне кӗрекен хӗрарӑм. «Аскӑн хӗрарӑм» (е «проститутка») тесе куҫарнӑ по́рне текен грек сӑмахӗ «сут» тенине пӗлтерекен сӑмахӑн тымарӗнчен пулса кайнӑ. Библире ытларах чухне проституцие явӑҫнӑ хӗрарӑмсем ҫинчен каланӑ пулин те, унта проституцие явӑҫнӑ арҫынсем ҫинчен те каланӑ. Моисей законӗ тӑрӑх, проституцие явӑҫма юраман тата проституцишӗн илнӗ укҫана Иеговӑн чатӑрӗнче парне пек йышӑнмалла пулман (Сак 23:17, 18; 3Пш 14:24). Библире Турра пуҫҫапатпӑр тенӗ ҫӗртенех йӗрӗхсене пуҫҫапакан ҫынсем, халӑхсем тата организацисем ҫинчен каланӑ чухне те ҫак сӑмахпа сӑнарлӑн усӑ курнӑ. Сӑмахран, Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекере «Аслӑ Вавилон» текен тӗн организацине аскӑн хӗрарӑм тесе каланӑ, мӗншӗн тесен вӑл власть илессишӗн тата пуяссишӗн ҫак тӗнчери пуҫлӑхсемпе хутшӑнать (1Ҫл 5:25; Ӳл 17:1—5; 18:3).
-
Аскӑнлӑх.
Библире порне́йа текен грек сӑмахӗ Турӑ тума чаракан аскӑн ӗҫсене пӗлтерет. Ҫавӑн шутне аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталани, проституци, мӑшӑрланман ҫынсем пӗр-пӗринпе ар хутшӑнӑвне кӗни, арҫынпа арҫын ар хутшӑнӑвне кӗни тата выльӑхпа пӗтӗҫни кӗрет. Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекере суя тӗнсене Аслӑ Вавилон текен аскӑн хӗрарӑмпа сӑнласа панӑ. Ҫак аскӑн хӗрарӑм пирки сӑмах пынӑ чухне вӑл власть илессишӗн тата пуяссишӗн ҫак тӗнчери пуҫлӑхсемпе хутшӑннине кӑтартса парас тесе порне́йа текен сӑмахпа усӑ курнӑ (Мф 5:32; Ап 15:29; Гл 5:19; Ӳл 14:8; 17:2; 18:3). АСКӐН ХӖРАРӐМ статьяна пӑхӑр.
-
Аслӑ Пуҫлӑх.
Ҫак грек сӑмах ҫаврӑнӑшӗ «Аслӑ Ертӳҫӗ» тенине пӗлтерет. Ҫак титулпа усӑ курса Иисус Христос пирки каланӑ. Ҫакӑ шанчӑклӑ ҫынсене вилӗм патне илсе пыракан ҫылӑхран хӑтарассинче тата вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне ертсе пырассинче Иисус пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине кӑтартать (Ап 3:15; 5:31; Евр 2:10; 12:2).
-
Аслӑ священник.
Еврей Ҫырӑвӗсенче ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе чи аслӑ священник ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче священниксен тӗп представителӗсене ҫапла чӗннӗ, вӗсен шутне унччен чи аслӑ священниксем пулса ӗҫленисем тата священниксен 24 ушкӑнӗн пуҫлӑхӗсем кӗнӗ пулас (2Ҫл 26:20; Езд 7:5; Мф 2:4; Мк 8:31).
-
Астролог.
Пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлес тесе хӗвел, уйӑх тата ҫӑлтӑрсем мӗнле куҫса ҫӳренине тӗпчекен ҫын (Мф 2:1).
-
Ахайя.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ҫакӑ — Грецин кӑнтӑр енчи Рим провинцийӗ. Унӑн тӗп хули Коринф пулнӑ. Ахайя территорине пӗтӗм Пелопоннес ҫурутравӗ тата Грецин материк пайӗ кӗнӗ (Ап 18:12).
В
-
Ваал.
Ханаансен турри, ӑна ҫумӑрпа тулӑхлӑх паракан тӳпе хуҫи тесе шутланӑ. Ваалсем тесе вырӑнти кӗҫӗн турӑсене те чӗннӗ. Ҫак еврей сӑмахӗ «хуҫа» тенине пӗлтерет (3Пш 18:21; Рм 11:4).
-
Вӑрҫӑ хатӗрӗсем.
Салтака хӳтӗлекен тумтир, ҫав шутра: шлем, тимӗр кӗпе (кольчуга), пиҫиххи, ура тунин хӳтти, щит (1Пш 31:9; Эф 6:13—17).
-
Веельзевул.
Ҫак сӑмахпа Шуйттана — демонсен кнеҫне, е пуҫлӑхне, — чӗнеҫҫӗ. Тен, ҫакӑ Ваал-Зевув ята тепӗр майлӑ ҫырни, ҫак Ваала Экронри филистимсем пуҫҫапнӑ (4Пш 1:3; Мф 12:24).
-
Виле шӑтӑкӗ.
Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пӗр-пӗр ҫыннӑн виле шӑтӑкне пӗлтерме пултарать, ҫавӑн пекех вилнисен сӑнарлӑ вырӑнне е вӗсем урӑх ҫуккине пӗлтерме пултарать (еврейла шео́л, грекла ха́дес). Библире каланӑ тӑрӑх, кам виле шӑтӑкӗнче, ҫавсем нимӗн тума та, шухӑшлама та пултараймаҫҫӗ (Плт 47:30; Ек 9:10; Ап 2:31). Хӑш-пӗр чухне мнеме́йон текен грек сӑмахне те «виле шӑтӑкӗ» тесе куҫарнӑ. Ҫак сӑмах «асра тыт» тенине пӗлтерекен глаголран пулса кайнӑ, вӑл вилнӗ ҫынна асра тытнине палӑртать (Ин 5:28, 29, сноска).
-
Вилӗмрен чӗртсе тӑратни; вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни.
Ана́стасис текен грек сӑмахӗ «тӑратни; тӑни» тенине пӗлтерет. Библире тӑхӑр ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен, ҫав шутра Иегова Турӑ Иисуса чӗртсе тӑратни ҫинчен, каланӑ. Ҫынсене вилӗмрен Илия, Елисей, Иисус, Пётр тата Павел чӗртсе тӑратнӑ тесе каланӑ пулин те, ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене Турӑ вӑйӗпе туни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Турӑ тума шутласа хунӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри вӑл — «тӳрӗ ҫынсене те, тӳрӗ маррисене те» ҫӗр ҫинче пурӑнмашкӑн вилӗмрен чӗртсе тӑратасси (Ап 24:15). Унсӑр пуҫне, Библире тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси пирки те каланӑ, ун ҫинчен «малтан чӗрӗлсе» тӑни тенӗ. Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑванӗсем вилӗмрен малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Фп 3:11; Ин 5:28, 29; 11:25; Ӳл 20:5, 6).
-
Виҫесӗр ырӑлӑх.
Турӑ пирки сӑмах пынӑ чухне ха́рис текен грек сӑмахӗ икӗ шухӑша парать. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл Турӑ пӗтӗм кӑмӑлтан панине, ҫав шутра хӑйне мӗн те пулин тавӑрса парасса кӗтмесӗр ырӑлӑх кӑтартнине пӗлтерет; ҫакна тума ӑна хӑй питӗ ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулни анчах хистет. Иккӗмӗшӗнчен, ҫак сӑмах Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхне ҫавна тивӗҫлӗ пулман ҫынсене те кӑтартнине пӗлтерет; унӑн ырӑлӑхне пула ҫынсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ тата вӗсемшӗн Христос урлӑ ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ илме май уҫӑлать (2Кр 6:1; Эф 1:7). Ҫак грек сӑмахне «ырлани» е «кӑмӑлтан панӑ парне» тесе те куҫарма пулать (Лк 2:40; 2Кр 9:5).
-
Вуннӑмӗш пай.
Налог пек тӳленӗ, уйрӑмах Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли тӳленӗ, вуннӑмӗш пай (10 процент) (Мл 3:10; Сак 26:12; Мф 23:23; Евр 7:5). Моисей законӗ хушнипе, Израиль ҫыннисен левитсене пулӑшмашкӑн кашни ҫул вӗсене ҫитӗннӗ тыр-пулӑн тата ӗрченӗ выльӑхӑн вуннӑмӗш пайне памалла пулнӑ. Левитсем вара Аарон йӑхӗнчи священниксене пулӑшмашкӑн вӗсене ҫав вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне панӑ. Ытти чухне те вуннӑмӗш пайне панӑ. Христиансен вуннӑмӗш пайне тӳлемелле мар.
-
Вунхула.
Грек хулисен ушкӑнӗ, малтанах унта 10 хула кӗнӗ пулнӑ. Ҫак ят грек сӑмахӗсенчен — де́ка («вуннӑ» тенине пӗлтерет) тата по́лис («хула» тенине пӗлтерет) текен сӑмахсенчен — пулса кайнӑ. Унсӑр пуҫне, Галилея тинӗсӗн тата Иордан юханшывӗн хӗвелтухӑҫ енчи территорие те Вунхула тесе каланӑ, ҫав 10 хуларан чылайӑшӗ унта вырнаҫнӑ пулнӑ. Вӗсем суту-илӳ тата грек культурин тӗп вырӑнӗсем пулнӑ. Иисус Вунхула ҫӗрӗсем витӗр ҫӳренӗ, анчах та вӑл ҫав хуласенчен хӑшне кӗрсе тухни паллӑ мар (Мф 4:25; Мк 5:20).
-
Вутлӑ кӳлӗ.
«Кӳкӗрт ҫунакан» вутлӑ кӳлӗ вӑл — сӑнарлӑ вырӑн, ун пирки тата «иккӗмӗш вилӗм» тенӗ. Ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсене, Шуйттана, ҫавӑн пекех «вилӗмпе виле шӑтӑкне» те унта пӑрахӗҫ. Шуйттана, вилӗме тата виле шӑтӑкне вут-ҫулӑм сиен кӳме пултараймасть. Эппин, «вутлӑ кӳлӗ» ӗмӗр-ӗмӗр асапланнине мар, ӗмӗрлӗхех тӗп тунине сӑнарласа парать (Ӳл 19:20; 20:14, 15; 21:8).
Г
-
Геенна.
Хинном айлӑмӗн грекла ячӗ. Вӑл авалхи Иерусалимран кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫак айлӑм вилесене пӑрахмалли вырӑн пулса тӑрать тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Иер 7:31, 32; 19:6). Гееннӑра чӗрӗ ҫынсене е чӗрчунсене ҫунтарса яни ҫинчен е вӗсене унта асаплантарни ҫинчен ҫирӗплетсе панисем ҫук. Ҫавӑнпа та геенна ҫынсен чунӗсене вут-ҫулӑмра ӗмӗр-ӗмӗр асаплантармалли вырӑн пулма пултараймасть. Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем «геенна» сӑмахпа «иккӗмӗш вилӗме», урӑхла каласан, ӗмӗрлӗхе, тӗппипех пӗтерессине, сӑнласа парас тесе усӑ курнӑ (Мф 5:22; 10:28; Ӳл 20:14).
-
Гермес.
Грексен турри, Зевс ывӑлӗ. Листрӑра пурӑнакансем Павела Гермес вырӑнне хурса йышӑннӑ, мӗншӗн тесен Гермес турӑсем янӑ хыпарҫӑ тата калаҫас ӑсталӑхӑн турри шутланнӑ (Ап 14:12).
-
Грексем.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ҫак сӑмахпа анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Грексем тесе Грецире ҫуралса ӳснӗ ҫынсем пирки кӑна каламан. Еврей пулман ҫынсене те, грек чӗлхипе культури витӗм кӳнӗ ҫынсене те грексем тенӗ (Ил 3:6; Ин 12:20).
Д
-
Давид Ывӑлӗ.
-
Демонсем.
Куҫа курӑнман усал сывлӑшсем, вӗсем ҫынсенчен чылай вӑйлӑрах. Вӗсене усал пулмалла туман: Библире вӗсем пирки «Турӑ ывӑлӗсем» тата «ангелсем» тенӗ (Плт 6:2; Иуда 6). Анчах та ҫак ангелсем Ной вӑхӑтӗнче Турра итлемен, ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесе Шуйттан енне тӑнӑ, ҫапла вӗсем хӑйсемех Туррӑн тӑшманӗсем пулса тӑнӑ (Сак 32:17; Лк 8:30; Ап 16:16; Иак 2:19).
-
Динари.
-
Драхма.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче грек кӗмӗл укҫи пирки ҫапла каланӑ, вӑл 3,4 г тайнӑ (Мф 17:24).
-
Дьявол.
Е
-
Евнух.
Тӳррӗн куҫарсан, арлӑх органне кастарнӑ арҫын. Час-часах ҫакӑн пек арҫынсем патша майришӗн тата патшан ҫум-арӑмӗсемшӗн тарҫӑ пек ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫавӑн пекех евнухсем тесе патша керменӗнче ӗҫлесе тӑракан чиновниксем пирки те каланӑ, вӗсен арлӑх органне вара касман. Ҫак сӑмахпа сӑнарлӑн усӑ курса Турӑшӑн чаруллӑ пулса туллин ӗҫлесе тӑракан ҫынсем пирки те каланӑ. Сӑнарлӑ каласан, вӗсем «ҫӳлти Патшалӑхшӑн» «евнухсем» пулса тӑнӑ (Мф 19:12, сноска; Эсф 2:15; Ап 8:27, сноска).
-
Еврейсем; еврей чӗлхи.
Чи малтан Аврам (Авраам) пирки, ӑна юнашар пурӑнакан аморей ҫыннисенчен уйӑрса илес тесе, еврей тенӗ. Каярахпа вара Авраамӑн тӑхӑмӗнчисене, унӑн Иаков мӑнукӗнчен тухнисене, еврейсем тесе чӗнме пуҫланӑ, вӗсем калаҫакан чӗлхене еврей чӗлхи тенӗ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑталла еврей чӗлхине чылай арамей сӑмахӗпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӗнӗ. Ҫав чӗлхепе Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем калаҫнӑ (Плт 14:13; Тх 5:3; Ап 26:14).
-
Евфрат.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ Азири чи вӑрӑм та чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ юханшыв, тата вӑл Месопотамири икӗ тӗп юханшывсенчен пӗри. Ун пирки пӗрремӗш хут Пултарни 2:14-мӗшӗнче асӑннӑ: вӑл Эдем садӗнчен юхса тухакан тӑватӑ юханшывран пӗри пулнӑ. Вӑл Израиле уйӑрса панӑ территорие ҫурҫӗр енчен чикӗлесе тӑнӑ (Плт 15:18; Ӳл 9:14; 16:12).
З
-
Закон.
Ытларах чухне ҫакӑ Иегова Моисей урлӑ Израиль халӑхне панӑ законсен пуххине пӗлтерет. Турӑ ӑна пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта Синай пушхирӗнче панӑ. Хӑш-пӗр чухне «закон» тесе Библири малтанхи пилӗк кӗнекене калаҫҫӗ (ИсН 23:6; Мф 7:12; Лк 24:44; Гл 3:24). Моисей законӗнчи уйрӑм законсем пирки каланӑ чухне те ҫак сӑмахпа усӑ кураҫҫӗ (Йыш 15:16; Сак 4:8).
-
Закон вӗрентӳҫисем.
Еврей Ҫырӑвӗсене ҫырса илекенсем. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра Моисей законне лайӑх пӗлекен тата ӑна ыттисене вӗрентекен арҫынсене закон вӗрентӳҫисем тесе чӗннӗ. Вӗсем Иисуса хирӗҫ тӑнӑ (Езд 7:6; Мк 12:38, 39; 14:1).
-
Зевс.
Грексен чи аслӑ турри. Листра хулинче пурӑнакансем Варнавӑна Зевс тесе шутланӑ. Листра ҫывӑхӗнче «Зевс священникӗсем» тата «хӗвел турри Зевс» тесе ӗлӗк-авал ҫырса хунисене тупнӑ. Павел Мальта утравӗнчен ишсе кайнӑ карапӑн сӑмсине Зевс ывӑлӗсен, урӑхла каласан Кастор тата Поллукс йӗкӗрешсен, кӗлеткипе илемлетнӗ пулнӑ (Ап 14:12; 28:11).
И
-
Иаков.
Исаакпа Ревеккӑн ывӑлӗ, каярахпа Турӑ ӑна Израиль тесе ят панӑ. Иаков Израиль халӑхӗн патриархӗ пулса тӑнӑ. Унӑн 12 ывӑлӗнчен Израилӗн 12 йӑхӗ пулса кайнӑ. Иаков ятпа Израиль халӑхӗ пирки каланӑ чухне те усӑ кураҫҫӗ (Плт 32:28; Мф 22:32).
-
Иегова.
Библин «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗнчи Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче «Иегова» ятпа 237 хут усӑ курнӑ. Туррӑн ятне унта кӗртме шут тытнӑ чухне акӑ мӗне шута илнӗ:
-
1. Иисус тата унӑн апостолӗсем пурӑннӑ вӑхӑтра Еврей Ҫырӑвӗсен копийӗсен текстӗнче тетраграмматон (урӑхла каласан, יהוה тӑватӑ еврей саспаллипе ҫырнӑ Туррӑн ячӗ) тӗл пулнӑ.
-
2. Иисус тата унӑн апостолӗсем пурӑннӑ вӑхӑтра тетраграмматон Еврей Ҫырӑвӗсен грекла куҫарнӑ тексчӗсенче те тӗл пулнӑ.
-
3. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче каланӑ тӑрӑх, Иисус час-часах Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ тата ӑна ыттисене пӗлтернӗ (Иоанн 17:6, 11, 12, 26).
-
4. Библин пӗрремӗш пайӗнче (Еврей Ҫырӑвӗсенче) Иегова ят тӗл пулнӑ пулсан, кайран вара унӑн тепӗр пайӗнчен (Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчен) — ӑна та Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ — ҫак ят ӑнсӑртран ҫухалнӑ пулсан, ҫакӑ ҫыхӑнуллӑ пулман пулӗччӗ.
-
5. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Турӑ ячӗн кӗскетнӗ форми тӗл пулать (Ӳлӗмхи 19:1, 3, 4, 6, сноскӑсем).
-
6. Христиансем пулса тӑнӑ еврейсем хӑйсен алҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗпе усӑ курни иудейсен авалхи алҫырӑвӗсенчен курӑнать.
-
7. Библи тӗпчевҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Еврей Ҫырӑвӗсенчен илсе панӑ цитатӑсенче Туррӑн ячӗ упранса юлнӑ пулас тесе шутлаҫҫӗ.
-
8. Ҫӗр ытла чӗлхепе кӑларнӑ Библи куҫарӑвӗсенчи Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗ пур.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ятне, Иегова ята, хӑйӗн вырӑнне тавӑрма пур сӑлтав та пурри пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура шӑп ҫапла тунӑ та. Куҫаракансем Турӑран хӑранӑран тата унӑн ятне хисепленӗрен пирвайхи текстра мӗн пулнӑ, ҫавна кӑларса пӑрахман (Ӳлӗмхи 22:18, 19).
-
-
Израиль.
Турӑ Иакова панӑ ят. Ҫак ятпа Иаковӑн пӗтӗм тӑхӑмӗ ҫинчен каланӑ чухне те усӑ курнӑ. Иаковӑн 12 ывӑлӗн тӑхӑмӗ пирки час-часах Израилӗн ывӑлӗсем, Израиль халӑхӗ е Израиль ҫыннисем тесе каланӑ. Ҫавӑн пекех Израиль тесе кӑнтӑр патшалӑхран уйрӑлнӑ вунӑ йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑх пирки те каланӑ. Каярахпа святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пирки «Туррӑн Израилӗ» теме пуҫланӑ (Гл 6:16; Плт 32:28; Ап 4:10; Рм 9:6).
-
Иллирик.
Грецин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ Рим провинцийӗ. Павел ырӑ хыпара «Иллирик тавралӑхне ҫитичченех» пӗлтерсе тухнӑ. Анчах та вӑл ырӑ хыпара Иллирикрах пӗлтернӗ-и е ун чикки патне ҫитнӗ ҫеҫ-и — паллӑ мар (Рм 15:19).
-
Ирӗке тухнӑ ҫын; ирӗклӗ ҫын.
Рим империйӗ вӑхӑтӗнче чуралӑхран ирӗке кӑларнӑ ҫын пирки «ирӗке тухнӑ ҫын» тенӗ. Официаллӑ майпа ирӗке тухнӑ ҫын Рим гражданлӑхне илнӗ, анчах та политикӑра нимӗнле вырӑн та йышӑнма пултарайман. Официаллӑ мар майпа ирӗке тухнӑ ҫын ирӗклӗ пулса тӑнӑ, анчах та гражданинӑн пур правипе те усӑ курма пултарайман. Кам чура пулса ҫуралман, камӑн мӗн ҫуралнӑранпах гражданинӑн пӗтӗм прависем пулнӑ, ҫав ҫын пирки «ирӗклӗ» тенӗ (1Кр 7:22).
-
Ирод.
Рим ирӗкӗпе Иудейӑра ертсе пынӑ патшасен йӑх ячӗ. Малтан I Аслӑ Ирод патшана ларнӑ. Вӑл Иерусалимри храма ҫӗнӗрен тунӑ тата Иисуса пӗтерес тесе Вифлеемри ачасене вӗлерме хушнӑ (Мф 2:16; Лк 1:5). I Аслӑ Ирод вилсен, вӑл тытса тӑнӑ ҫӗрсен пайӗсем унӑн ывӑлӗсене — Ирод Архелая тата Ирод Антипӑна куҫнӑ (Мф 2:22). Ирод Антипа тетрарх пулнӑ, халӑх ун пирки «патша» тесе каланӑ. Вӑл Иисус ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне виҫӗ ҫул ҫурӑ тунӑ чухне тата Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 12-мӗш сыпӑкра каланӑ событисем пулса иртиччен патшара ларнӑ (Мк 6:14—17; Лк 3:1, 19, 20; 13:31, 32; 23:6—15; Ап 4:27; 13:1, сноска). Ун хыҫҫӑн I Ирод Агриппа — I Аслӑ Иродӑн мӑнукӗ — кӗске вӑхӑт хушши кӑна патшара ларнӑ, ун ҫине Туррӑн ангелӗ чир янӑ та, вӑл вилнӗ (Ап 12:1—6, 18—23). Унӑн ывӑлӗ II Ирод Агриппа еврейсем Рима хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ вӑхӑтчен патшара ларнӑ (Ап 23:35; 25:13, 22—27; 26:1, 2, 19—32).
-
Ирод майлӑ ҫынсем.
Вӗсене ҫавӑн пекех Ирод ҫыннисем пек пӗлеҫҫӗ. Вӗсем националистсем пулнӑ тата Римран власть илнӗ Ирод йӑхӗн политикипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшса тӑнӑ. Ҫак ушкӑнра хӑш-пӗр саддукейсем те пулнӑ пулмалла. Ирод ҫыннисем фарисейсемпе пӗрле Иисуса хирӗҫ тӑнӑ (Мк 3:6).
-
Ирхи ҫӑлтӑр.
-
Иссоп.
Пӗчӗк ҫулҫӑллӑ ӳсентӑран, тен, душица, е матрӳшке (Origanum maru; Origanum syriacum). Израиль ҫыннисем тасалмалли йӑла-йӗркене тунӑ чухне юнпа е шывпа сирпӗтме иссопӑн ҫупкӑмӗсемпе усӑ курнӑ. Иоанн 19:29-мӗшӗнче каланӑ иссоп вӑл дурра ӳсентӑранӑн — ахаль сорго (Sorghum vulgare) ӳсентӑранӑн тӗсӗ — туни ҫумне тыттарнӑ душица ҫупкӑмӗ пулма пултарнӑ. Йӳҫӗ эрехпе сӑхтарнӑ губкӑна Иисусӑн тути патне илсе ҫитермешкӗн дурра тунин вӑрӑмӑшӗ ҫителӗклӗ пулнӑ (Евр 9:19).
-
Иуда; Иудея.
Иуда — Лия ятлӑ арӑмӗнчен ҫуралнӑ Иаковӑн тӑваттӑмӗш ывӑлӗ. Иаков, хӑй вилес умӗн, Иуда йӑхӗнчен аслӑ та ӗмӗр-ӗмӗр ертсе пыракан пуҫлӑх тухать тесе пророкла каланӑ. Иисус Иуда тӑхӑмӗнчен тухнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Иуда тӑхӑмӗнчисенчен тӑракан Израилӗн йӑхне те Иуда тесе чӗннӗ. Иуда йӑхӗн территорине, каярахпа вара кӑнтӑр патшалӑхӑн территорине (ун шутне Иуда тата Вениамин йӑхӗсем, священниксем тата левитсем кӗнӗ) Иудея тенӗ. Иудейӑра Иерусалим хули тата Иеговӑн храмӗ пулнӑ (Плт 29:35; 49:10; Сак 27:12; Рф 1:7; 3Пш 12:32; Евр 7:14).
-
Иудейсем.
Иуда йӑхӗнчи ҫынсем, каярахпа вара икӗ йӑхран тӑракан Иудея патшалӑхӗнче пурӑннӑ ҫынсем (4Пш 16:6). Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ тӗрлӗ йӑхри Израиль ҫыннисене ҫапла чӗнме пуҫланӑ (Езд 4:12). Каярахпа Израиль ҫыннисене урӑх халӑх ҫыннисенчен уйӑрас тесе иудейсем теме пуҫланӑ (Эсф 3:6). Павел апостол ҫын хӑш халӑхран пулни христиансен пухӑвӗнче пӗлтерӗшлех мар тесе ҫырнӑ чухне «иудей» сӑмахпа сӑнарлӑн усӑ курнӑ (Рм 2:28, 29, сноска).
Й
-
Йӗрӗх; йӗрӗхе пуҫҫапни.
-
Йӗтем.
Тырра арпи-хывӑхӗнчен тасатмалли вырӑн. Ялан тенӗ пекех, йӗтем ҫил лайӑх вӗрекен ҫӳллӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ ҫаврака тикӗс лаптӑк пулнӑ. Ытларах чухне тырра патакпа ҫапса тасатнӑ, тырӑ нумай пулнӑ чухне вара ятарлӑ хатӗрсемпе, сӑмахран, выльӑх туртакан хӑмасемпе е урапасемпе, усӑ курнӑ (Лв 26:5; Ис 41:15; Мф 3:12).
К
-
Картиш.
Малтан сӑваплӑ чатӑр тавра карта тытса тухнӑ территорине картиш тенӗ, каярахпа вара храмӑн тӗп ҫурчӗ тавра вырнаҫнӑ, хӳмепе уйӑрнӑ уҫӑ вырӑнсене картиш тенӗ. Сӑваплӑ чатӑрӑн картишӗнче тата храмӑн шалти картишӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесем валли парне вырӑнӗ ларнӑ. Ҫавӑн пекех Библире ҫуртсен е керменсен картишӗсем ҫинчен те каланӑ (Тх 8:13; 27:9; 3Пш 7:12; Мф 26:3; Мк 15:16; Ӳл 11:2).
-
Каска.
Ҫынна наказани памашкӑн хускалма чаракан хатӗр. Хӑш-пӗр каскасемпе урасене тӑхӑнтартма ҫеҫ усӑ курнӑ, теприсемпе вара ҫынна пӗкӗрӗлтерсе лартас тесе урисене, аллисене тата мӑйне хӗстерсе лартнӑ (Иер 20:2; Ап 16:24).
-
Кӑвас чусти.
-
Кӗтес чулӗ.
Ҫуртӑн кӗтессине, икӗ стена сыпӑнакан вырӑна хуракан чул. Вӑл ҫуртӑн стенисене сыпӑнтарма, ҫирӗплетме питӗ кирлӗ. Тӗп кӗтес чулне ҫуртӑн никӗсне хунӑ. Халӑх пуҫтарӑнакан ҫуртсене тата хула хӳмисене тума уйрӑмах ҫирӗпписене суйланӑ. Ҫӗрӗн никӗсне хывни, е ӑна туни, ҫинчен сӑнарлӑн каланӑ чухне те ҫак сӑмахпа усӑ Иов 38:6, 7). Ҫавӑн пекех Иисус пирки те ҫуртпа танлаштарнӑ христиансен пухӑвӗн никӗсӗнчи кӗтес чулӗ тенӗ (Эф 2:20). Унсӑр пуҫне, Иисус — лайӑх курӑнакан «кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ». Иисус Христос, ҫав чул пек, святой сывлӑшпа суйласа илнисен пухӑвне, сӑнарлӑ хрампа танлаштарнине, илемлетсе тӑрать (Мф 21:42; Ап 4:11; 1Кр 3:16, 17).
курнӑ ( -
Килӗшӳ.
Турӑпа ҫынсем е ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗн те пулин тумалли пирки е тумалла марри пирки калаҫса татӑлни. Хӑш-пӗр чухне калаҫса татӑлнине пурнӑҫа кӗртессишӗн пӗри кӑна яваплӑ пулнӑ (пӗр енлӗ килӗшӳ, ку ӗнтӗ сӑмах пани пулнӑ). Тепӗр чухне килӗшӳ тӑрӑх мӗн тумаллине пурнӑҫа кӗртессишӗн икӗ енӗ те яваплӑ пулнӑ (икӗ енлӗ килӗшӳ). Турӑпа ҫынсем хушшинче тунӑ килӗшӳсемсӗр пуҫне Библире уйрӑм ҫынсем хушшинче, ҫынсен ушкӑнӗсем хушшинче, йӑхсем тата халӑхсем хушшинче тунӑ килӗшӳсем ҫинчен те каланӑ. Нумайлӑха тӑсӑлакан килӗшӳсем шутне Турӑ Авраампа, Давидпа, Израиль халӑхӗпе (килӗшӳ законӗ) тата Туррӑн Израилӗпе (ҫӗнӗ килӗшӳ) тунӑ килӗшӳсем кӗреҫҫӗ (Плт 9:11; 15:18; 21:27; Тх 24:7; 2Ҫл 21:7; Лк 22:29; Ап 3:25; 2Кр 3:6; Евр 8:6).
-
Килӗшӳ ковчегӗ.
Акаци йывӑҫӗнчен туса ылтӑнпа витнӗ ещӗк. Вӑл сӑваплӑ чатӑрӑн, каярахпа вара Соломон тунӑ храмӑн, Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмӗнче ларнӑ. Ковчегӑн ылтӑн хупӑлчи ҫинче хире-хирӗҫ ларакан икӗ ылтӑн херувим пулнӑ. Ун ӑшӗнче упраннӑ тӗп япала вӑл — 10 заповедь ҫырнӑ икӗ чул хӑма (Сак 31:26; 3Пш 6:19; Евр 9:4).
-
Килӗшӳ тума пулӑшакан; посредник.
-
Килни.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче хӑш-пӗр вырӑнта ҫак сӑмахпа Иисус Христос Патша пек курӑнмасӑр килнине сӑнласа панӑ. Ҫак тапхӑр Христос тӳпере патшана ларсан пуҫланнӑ, вӑл ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсем вӑхӑтӗнче те пырать. Христос килни — вӑл килсе тӳрех кайнине пӗлтермест; ҫак тапхӑр нумай вӑхӑта тӑсӑлать (Мф 24:3).
-
Кор.
Пӗрчӗллӗ тата шӗвек япаласене виҫмелли виҫе. Бат миҫе литрпа танлашнине шута илсен, кор 220 литрпа танлашнӑ пулмалла (3Пш 5:11; Лк 16:7).
Л
-
Латӑн.
Босвелли (Boswellia) йышӗ шутне кӗрекен хӑш-пӗр йывӑҫсемпе тӗмӗсен сӑмали. Ӑна ҫунтарсан, вӑл тутлӑ шӑршӑ кӑларать. Сӑваплӑ чатӑрта тата храмра усӑ курнӑ фимиамра латӑн та пулнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна парнене кӳрекен ҫӑкӑр ҫине тата Сӑваплӑ пӳлӗмри сӑваплӑ ҫӑкӑрӑн кашни купи ҫине хунӑ (Тх 30:34—36; Лв 2:1; 24:7; Мф 2:11).
-
Левий; левитсем.
Левий — Лия ятлӑ арӑмӗнчен ҫуралнӑ Иаковӑн виҫҫӗмӗш ывӑлӗ; ҫавӑн пекех унран пулса кайнӑ йӑхӑн ячӗ. Левийӑн виҫӗ ывӑлӗнчен левитсен виҫӗ тӗп ушкӑнӗ пулса кайнӑ. Хӑш-пӗр чухне «левитсем» тесе ҫав пӗтӗм йӑха каланӑ, анчах та ытларах чухне Аарон йӑхне, урӑхла каласан, священниксене, ҫав шута кӗртмен. Пама шантарнӑ ҫӗрте Левий йӑхне ҫӗр уйӑрса паман, анчах та ҫак йӑха ытти йӑхсене уйӑрса панӑ ҫӗрсенче 48 хула панӑ (Сак 10:8; 1Ҫл 6:1; Евр 7:11).
-
Лепта.
М
-
Магистратсем.
Рим колонийӗсенчи патшалӑх чиновникӗсем. Вӗсем йӗрке тытса тӑрассишӗн, хысна укҫипе усӑ курассишӗн, закона пӑсакансене суд тӑвассишӗн тата приговорсене пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплӑ пулнӑ (Ап 16:20).
-
Македони.
Грецирен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ ҫӗр. Вӑл Александр Македонские пула паллӑ пулса тӑнӑ тата Рим ҫыннисем ҫӗнсе иличчен ирӗклӗ пулнӑ. Павел апостол Европӑна пӗрремӗш хут килнӗ чухне Македони Рим провинцийӗ пулнӑ. Павел Македонире виҫӗ хут пулнӑ (Ап 16:9).
-
Малтан ҫурални.
-
Малтанхи ҫимӗҫсем.
Чи малтан пуҫтарса илнӗ ҫимӗҫсем; мӗнӗн те пулин малтанхи результачӗ е ҫимӗҫӗ. Иегова Израиль ҫыннисене малтанхи ҫимӗҫсене хӑйне кӳме хушнӑ, ҫавсен шутне ҫынсен, выльӑхсен малтан ҫуралнисем тата чи малтан пуҫтарса илнӗ ҫимӗҫсем кӗнӗ. Израиль халӑхӗ Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗнче тата Аллӑмӗш кун уявӗнче Иеговӑна малтанхи ҫимӗҫсем кӳрсе тӑнӑ. Христос тата святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫинчен те сӑнарлӑн «малтанхи ҫимӗҫсем» тенӗ (Йыш 15:21; Ыт 3:9; 1Кр 15:23; Ӳл 14:4).
-
Манна.
40 ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ чухне Израиль халӑхӗн тӗп апачӗ. Ӑна Иегова парса тӑнӑ. Шӑматкунсӑр пуҫне кашни кун ирхине сывлӑм пӗтсен манна тӗлӗнмелле майпа ҫӗр ҫинче выртса юлнӑ. Израиль ҫыннисем ӑна пӗрремӗш хут курсан ҫапла калама пуҫланӑ: «Мӗн ку?» Еврейла ҫакӑ ман ху тени пулать (Тх 16:13—15, 35). Иисус та манна пирки сӑнарлӑн каланӑ (Ин 6:49, 50).
-
Мӑйрака.
Чӗрчунсен мӑйракисемпе ӗҫмелли савӑтсем пек, олива ҫӑвне упрамалли савӑтсем пек, чернил е косметика ямалли савӑтсем пек усӑ курнӑ, ҫавӑн пекех вӗсенчен музыка инструменчӗсем е сас кӑлармалли хатӗрсем тунӑ (1Пш 16:1, 13; 3Пш 1:39; Иез 9:2). Библире «мӑйрака» сӑмахпа час-часах вӑй, ҫӗнсе илни е ҫӗнтерни ҫинчен сӑнарлӑн каланӑ чухне усӑ кураҫҫӗ (Сак 33:17; Мх 4:13; Лк 1:69).
-
Мессия.
«Сӗрнӗ» е «сӗрнӗскер» тенине пӗлтерекен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. «Христос» сӑмах ҫавнах пӗлтерекен грек сӑмахӗнчен пулса кайнӑ (Дан 9:25; Ин 1:41).
-
Миди ҫыннисем.
Мадайран, Иафет ывӑлӗнчен, пулса кайнӑ халӑх. Вӗсем Иран сӑртлӑхӗнче тӗпленсе Миди патшалӑхне йӗркелесе янӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Иерусалимра Миди ҫыннисем те пулнӑ (Ап 2:9).
-
Мина.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче мина 100 драхмӑпа танлашнӑ. Вӑл 340 г тайнӑ (Лк 19:13).
-
Мир; канӑҫлӑх.
-
Мирлешӳ хупӑлчи.
Килӗшӳ ковчегӗн хупӑлчи. Ун умӗнче Тасалмалли кун чи аслӑ священник ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑхсен юнне сирпӗтнӗ. «Мирлешӳ хупӑлчи» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «(ҫылӑха) хупла» е, тен, «(ҫылӑха) шӑлса тасат» тенине пӗлтерекен глаголтан пулса кайнӑ. Мирлешӳ хупӑлчине те, унӑн икӗ вӗҫӗнче ларакан икӗ херувима та ылтӑнран тунӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр чухне ун пирки хупӑлча тесе анчах каланӑ (Тх 25:17—22; 1Ҫл 28:11; Евр 9:5).
-
Мирра.
Коммифора (Commiphora) йышӗ шутне кӗрекен хӑш-пӗр йӗплӗ тӗмӗсен тата пысӑках мар йывӑҫсен ырӑ шӑршӑллӑ сӑмали. Сӗрмелли сӑваплӑ ҫӑва тунӑ чухне мирра та янӑ. Унпа тумтиртен е ҫывӑрмалли вырӑнтан лайӑх шӑрш кӗтӗр тесе усӑ курнӑ, ҫавӑн пекех ӑна массаж тумалли ҫу ҫине тата кӗлеткене сӗрмелли лосьона янӑ. Пуҫа минретекен хутӑш тӑвас тесе ӑна хӗрлӗ эрехпе хутӑштарнӑ. Унсӑр пуҫне, вилене пытарма хатӗрленӗ чухне те миррӑпа усӑ курнӑ (Тх 30:23; Ыт 7:17; Мк 15:23; Ин 19:39).
-
Молох.
Аммон ҫыннисен турри; тен, Малхом, Милхом (Ап 7:43).
Н
-
Назарет ҫынни.
-
Намӑссӑрла хӑтланни.
Асе́лгейа текен грек сӑмахӗ ҫын йывӑр ҫылӑх туса Туррӑн законӗсене пӑснине тата ҫавна чӑрсӑр, Гл 5:19; 2Пт 2:7).
сӗмсӗр шухӑш-кӑмӑлпа тунине пӗлтерет. Ҫыннӑн ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулни вӑл Туррӑн влаҫне, законӗсене тата нормисене хисеплеменнине, вӗсене ним вырӑнне те хуманнине кӑтартать. Пӗчӗк ҫылӑхсем пирки намӑссӑрла хӑтланни теме ҫук ( -
Нард.
Нард (Nardostachys jatamansi) ӳсентӑранран тӑвакан хӗрлӗ тӗслӗ хаклӑ йышши ҫу. Нард питӗ хаклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа час-часах ӑна начартарах ҫусемпе хутӑштарнӑ, чӑннипех нард пулман ҫӑва та нард тесе сутнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: Маркпа Иоанн ҫырнӑ тӑрӑх, Иисусӑн пуҫӗпе урисем ҫине «таса нард» юхтарнӑ (Мк 14:3; Ин 12:3).
-
Нисан.
Вавилон тыткӑнӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн авив уйӑхне — еврейсен сӑваплӑ календарӗнчи пӗрремӗш уйӑха — ҫапла калама пуҫланӑ; ялхуҫалӑх календарӗнче вӑл ҫиччӗмӗш уйӑх пулнӑ. Вӑл март варринче пуҫланать, апрель варринче вӗҫленет (Не 2:1). Еврейсем Пасхӑна нисан уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уявланӑ, Иисус Христос вара ҫав кун Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ (Лк 22:15, 19, 20). Ҫав кунах Иисуса юпа ҫине пӑталаса вӗлернӗ (Лк 23:44—46).
П
-
Паллӑ.
-
Парне.
Турра пархатарлӑ пулнине, айӑпа йышӑннине кӑтартмашкӑн тата каллех унпа ҫывӑхланмашкӑн кӳрекен япала. Авель пурӑннӑ вӑхӑтранпах ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе тӗрлӗ парнесем, ҫав шутрах выльӑхсене те, кӳрсе тӑнӑ. Моисей законӗ тӑрӑх вара парне кӳресси хушу пулнӑ. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пӗр ҫитменлӗхсӗр парне пек панӑ хыҫҫӑн выльӑхсене тек парнене кӳрсе тӑмалла пулман. Ҫапах та христиансем Турра сӑнарлӑ парнесем кӳрсех тӑраҫҫӗ (Плт 4:4; Евр 13:15, 16; 1Ин 4:10).
-
Парне вырӑнӗ.
Тӑпраран, чулсенчен е металпа витнӗ йывӑҫран туса лартнӑ вырӑн. Ун ҫинче чӑн Турра е суя турӑсене парне кӳнӗ тата фимиам ҫунтарнӑ. Сӑваплӑ чатӑрӑн малти пӳлӗмӗнче, каярахпа вара храмра, фимиам ҫунтармалли пысӑках мар ылтӑн парне вырӑнӗ тӑнӑ. Ӑна йывӑҫран туса ылтӑнпа витнӗ пулнӑ. Пӑхӑртан тунӑ пысӑкрах парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса ямалли парнесене кӳнӗ. Вӑл тулашӗнче, чатӑр е храм картишӗнче, вырнаҫнӑ пулнӑ (Тх 39:38, 39; 3Пш 6:20; Мф 5:23, 24; Лк 1:11; Ап 17:23).
-
Парне вырӑнӗн мӑйракисем.
Парне вырӑнӗн тӑватӑ кӗтессинчен тухса тӑракан мӑйрака евӗрлӗ мӑкӑрӑлчӑксем (Лв 8:15; 3Пш 2:28; Ӳл 9:13).
-
Парнене кӳрекен хӗрлӗ эрех.
Парне вырӑнӗ ҫине юхтарнӑ хӗрлӗ эрех, ӑна час-часах ытти парнесемпе пӗрле кӳрсе тӑнӑ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе сӑнарлӑн усӑ курса Павел апостол хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсемшӗн ӗҫлесе тӑма хатӗр пулнине кӑтартнӑ (Йыш 15:5, 7; Фп 2:17).
-
Пасха.
Авив уйӑхӗн (каярахпа ӑна нисан уйӑхӗ теме пуҫланӑ) 14-мӗшӗнче ирттернӗ ҫулсеренхи уяв. Ӑна Израиль халӑхне Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларнӑ ятпа ирттернӗ. Пасхӑна паллӑ тумашкӑн Израиль ҫыннисен сурӑх е качака путеккине пусса вут ҫинче ӑшаламалла пулнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче ӑна йӳҫӗ курӑкпа тата тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа ҫинӗ (Тх 12:27; Ин 6:4; 1Кр 5:7).
-
Пергамент.
Сурӑх, качака е вӑкӑр тирӗнчен тунӑ ҫырмалли материал. Вӑл папирусран ҫирӗпрех пулнӑ, ун ҫине Библири кӗнекесене ҫырнӑ. Павел Тимофея илсе килме ыйтнӑ пергамент чӗркемсенче, тен, Еврей Ҫырӑвӗсен пайӗсем пулнӑ. Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ чӗркемсенчен хӑшӗ-пӗрисене пергаментран тунӑ пулнӑ (2Тм 4:13, сноска).
-
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне.
-
Пичет.
Пурлӑх камӑн пулнине, мӗн те пулин чӑн пулнине кӑтартнӑ чухне е килӗшӗве ҫирӗплетнӗ чухне пусса (ытларах чухне тӑм е ӑвӑс ҫине) паллӑ лартакан Мф 27:66; Ин 6:27; Эф 1:13; Ӳл 5:1; 9:4).
япала. Пичет лартни документсене пӑсасран тата ытти япаласене, ҫав шутра алӑксене, тупӑклӑхсене, уҫасран хӳтӗленӗ. Авалхи вӑхӑтра пичетсене ҫирӗп материалтан (чулран, слон шӑмминчен е йывӑҫран) тунӑ, вӗсем ҫине саспаллисене е ӳкерчӗке кутӑн касса кӑларса тунӑ. Мӗн те пулин чӑн пулнине е пурлӑх камӑн пулнине, е мӗн те пулин пытарӑннине, вӑрттӑннине кӑтартас тесе пичет сӑмахпа сӑнарлӑн та усӑ кураҫҫӗ ( -
Порнейа.
АСКӐНЛӐХ статьяна пӑхӑр.
-
Пошлина.
Уйрӑм ҫынран пуҫтарнӑ налог (Не 5:4; Рм 13:7).
-
Претори гвардийӗ.
Рим императорне хӳтӗлеме йӗркеленӗ Рим салтакӗсен ушкӑнӗ. Претори гвардийӗн политикӑра самаях пысӑк вӑй пулнӑ: вӑл императора пулӑшса тӑма та, ӑна сирпӗтсе антарма та пултарнӑ (Фп 1:13, сноска).
-
Прозелит.
-
Проконсул.
-
Пророкла калани.
Турӑ хавхалантарнипе пӗлтернӗ хыпар, Турӑ мӗн шутласа хунине уҫса пани е унӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлтерни. Пророкла калани вӑл Турӑ хавхалантарнипе нравственность тӗлӗшӗнчен вӗрентни, Турӑ мӗн хушнине е унӑн приговорне пӗлтерни е малашлӑхра мӗн пулассине пӗлтерни пулма пултарать (Мф 13:14; 2Пт 1:20, 21).
-
Псалом.
-
Пурнӑҫ йывӑҫӗ.
-
Пуху.
-
Пухура пулӑшакан.
Ҫакӑ диа́конос текен грек сӑмахне куҫармалли пӗр май, ҫак сӑмаха час-часах «ӗҫлекен» тесе те куҫараҫҫӗ. Пухура пулӑшакансем пухури старейшинӑсен советне пулӑшса тӑраҫҫӗ. Арҫыннӑн, ҫак тивӗҫлӗ ӗҫе тума юрӑхлӑ пулас тесен, пухура пулӑшакансем валли Библире ҫырнӑ требованисемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла (1Тм 3:8—10, 12).
-
Пысӑк хӗн-асап.
«Хӗн-асап» тесе куҫарӑнакан грек сӑмахӗ йывӑр лару-тӑрӑва пула хӗн курнине, асапланнине пӗлтерет. Иисус Иерусалим ҫине, пуласлӑхра вара, хӑй «аслӑ хӑватпа» килнӗ чухне, пӗтӗм этемлӗх ҫине унччен нихӑҫан та пулман хӗн-асап йӑтӑнса анӗ тесе каланӑ (Мф 24:21, 29—31). Павел каланӑ тӑрӑх, ҫак хӗн-асап вӑл «Турра пӗлменнисене» тата Иисус Христос ҫинчен калакан «ырӑ хыпара итлеменнисене» Турӑ тавӑрса пани пулать. Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра ҫырнӑ тӑрӑх, Иисус тӳпери ҫарсене ертсе пырса «тискер чӗрчуна, ҫӗр ҫинчи патшасене тата вӗсен ҫарӗсене» хирӗҫ тухӗ (2Фс 1:6—8; Ӳл 19:11—21). «Темӗн чухлӗ ҫын» ҫак хӗн-асапра ҫӑлӑнса юлӗ (Ӳл 7:9, 14). АРМАГЕДДОН статьяна пӑхӑр.
Р
-
Рай.
Илемлӗ парк е парк евӗрлӗ пахча. Чи малтан ҫакӑн пек илемлӗ вырӑна Иегова пӗрремӗш ҫынсем валли Эдемра тунӑ. Иисус хӑйӗнпе юнашар юпа ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ преступника каланӑ сӑмахсенчен пӗтӗм ҫӗр рай пуласси курӑнать. 2 Коринф 12:4-мӗшӗнче ҫак сӑмах сӑнарлӑ рая, Ӳлӗмхи 2:7-мӗшӗнче вара тӳпери рая пӗлтерет пулмалла (Юр 4:13; Лк 23:43).
С
-
Саддукейсем.
Иудейсен паллӑ секти. Ҫав сектӑра ятлӑ-сумлӑ пуян ҫынсем тата священниксем пулнӑ, ҫав священниксен храмра пысӑк власть пулнӑ. Саддукейсем фарисейсен вӗрентӗвӗсене тата вӗсем тытса тӑнӑ сӑмах вӗҫҫӗн куҫнӑ йӑла-йӗркисене сирсе янӑ. Вӗсем ангелсем пуррине тата ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине ӗненмен. Саддукейсем Иисуса хирӗҫ тӑнӑ (Мф 16:1; Ап 23:8).
-
Самари.
200 ҫула яхӑн Израилӗн вунӑ йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхӗн тӗп хули пулнӑ; ҫавӑн пекех ҫак патшалӑхӑн пӗтӗм территорине те Самари тенӗ. Самари хулине Самари ятлӑ ту ҫинче туса лартнӑ пулнӑ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра Самари тесе ҫурҫӗрте вырнаҫнӑ Галилейӑпа кӑнтӑрта вырнаҫнӑ Иудея хушшинчи территори пирки каланӑ. Иисус Самарире ырӑ хыпар сарса ҫӳремен, анчах та хӑш-пӗр чухне ун витӗр утса тухнӑ чухне унта пурӑнакансемпе калаҫнӑ. Пётр Патшалӑхӑн сӑнарлӑ иккӗмӗш уҫҫипе усӑ курсан, Самари ҫыннисем святой сывлӑш илнӗ (3Пш 16:24; Ин 4:7; Ап 8:14).
-
Самари ҫыннисем.
Чи малтан вунӑ йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхӗнчи Израиль ҫыннисене ҫапла чӗннӗ. Пирӗн эрӑчченхи 740 ҫулта Ассири Самарие ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вара ытти ҫӗршывсенчен Ассири ҫыннисем унта куҫарса килнӗ ҫынсене те Самари ҫыннисем теме пуҫланӑ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра «Самари ҫынни» тени ҫын мӗнле халӑхран е мӗнле патшалӑхран пулнине мар, авалхи Шехем тата Самари территоринче анлӑ сарӑлнӑ тӗн сектинчи ҫын пулнине пӗлтернӗ. Ҫак сектӑн хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсем иудей тӗнӗн вӗрентӗвӗсенчен питӗ уйрӑлса тӑнӑ (Ин 8:48).
-
Саранча.
Пысӑк кӗтӳпе куҫса ҫӳрекен шӑрчӑк тӗсӗ. Моисей законӗ тӑрӑх, вӑл таса шутланнӑ, ӑна ҫиме юранӑ. Питӗ йышлӑн куҫса ҫӳрекен, хӑйӗн ҫулӗ ҫинче веҫех ҫисе яракан саранча питӗ нумай сиен кӳнӗ, ҫакӑ пысӑк асап шутланнӑ (Тх 10:14; Мф 3:4).
-
Сӑваплӑ; сӑваплӑх.
Иеговӑн паха енӗ; нравственность тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпех таса пулни (Тх 28:36; 1Пш 2:2; Ин 17:11). Сӑмах ҫынсем (Мк 6:20; Ап 3:21), япаласем (Рм 7:12; 11:16; 2Тм 3:15), вырӑнсем (Мф 4:5; Ап 7:33; Евр 9:1) тата ӗҫсем (Тх 36:4) ҫинчен пынӑ чухне еврей тата грек сӑмахӗсем кам та пулин е мӗн те пулин уйрӑм тӑнине е ӑна сӑваплӑ Турра халалланине пӗлтереҫҫӗ; Иеговӑшӑн ӗҫлеме уйӑрса илнине кӑтартаҫҫӗ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче «сӑваплӑ» тата «сӑваплӑх» тесе куҫарнӑ сӑмахсем ҫын хӑйне мӗнле тытас тӗлӗшрен таса пулнине те пӗлтерме пултараҫҫӗ (2Кр 7:1; 1Пт 1:15, 16).
-
Сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх.
-
Сӑваплӑ вырӑн.
Турра пуҫҫапма уйӑрнӑ вырӑн. Ытларах чухне ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе сӑваплӑ чатӑр пирки тата Иерусалимри храм пирки каланӑ чухне усӑ курнӑ. Тата вӑл Турӑ пурӑнакан тӳпери вырӑна пӗлтерет (Тх 25:8, 9; 4Пш 10:25; 1Ҫл 28:10; Ӳл 11:19).
-
Сӑваплӑ ӗҫ.
-
Сӑваплӑ пӳлӗм.
Сӑваплӑ чатӑрӑн е храмӑн малти пӳлӗмӗ. Вӑл шалти пӳлӗмрен, Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмрен, пысӑкрах пулнӑ. Чатӑрти Сӑваплӑ пӳлӗмре ылтӑн ҫутаткӑҫ, фимиам ҫунтармалли ылтӑн парне вырӑнӗ, сӑваплӑ ҫӑкӑр хумалли сӗтел тата ылтӑн савӑт-сапа пулнӑ. Храмри Сӑваплӑ пӳлӗмре ылтӑн парне вырӑнӗ, 10 ылтӑн ҫутаткӑҫ тата сӑваплӑ ҫӑкӑр валли 10 сӗтел пулнӑ (Тх 26:33; Евр 9:2).
-
Сӑваплӑ ҫӑкӑр.
Турра кӳрекен, сӑваплӑ чатӑрӑн тата храмӑн Сӑваплӑ пӳлӗмӗнчи сӗтел ҫине хуракан вуникӗ ҫӑкӑр, вӗсене икӗ купана ултшар хурса тухнӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр чухне ӑна «Турӑ умне хумалли ҫӑкӑр» е «парне ҫӑкӑрӗ» тенӗ. Кашни шӑматкун ҫав ҫӑкӑра тин пӗҫернипе улӑштарнӑ. Илсе хунӑ ҫӑкӑра Тх 25:30; Лв 24:5—9; 2Ҫл 2:4; Мф 12:4; Евр 9:2).
священниксем кӑна ҫиме пултарнӑ ( -
Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗм.
Сӑваплӑ чатӑрти тата храмри шалти пӳлӗм, унта килӗшӳ ковчегӗ упраннӑ. Моисей законӗ тӑрӑх, чи аслӑ священник кӑна Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗме кӗме пултарнӑ, ҫакна вӑл ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ, Тасалмалли кунра, тума пултарнӑ (Тх 26:33; Лв 16:2, 17; 3Пш 6:16; Евр 9:3).
-
Сӑран хутаҫ.
Выльӑхӑн, сӑмахран, качакан е сурӑхӑн, тирӗнчен тунӑ хутаҫ, унта шыв, хӗрлӗ эрех, сӗт е урӑх шӗвек упранӑ. Хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа янӑ, мӗншӗн тесен хӗрлӗ эрех йӳҫнӗ чухне кӑмрӑк йӳҫек газ тухать, газ пусӑмне пула ҫӗнӗ сӑран хутаҫ сарӑлать, кивви вара, типсе хытни, ҫурӑлать (ИсН 9:4; Мф 9:17).
-
Святой сывлӑш.
-
Священник.
Халӑх умӗнче Туррӑн представителӗ пек ӗҫлесе тӑнӑ тата вӗсене Турӑ ҫинчен, унӑн законӗсем ҫинчен вӗрентнӗ арҫын. Ҫавӑн пекех Турӑ умӗнче халӑхӑн представителӗ пулнӑран вӑл халӑх ячӗпе парне кӳнӗ тата вӗсен хутне кӗрсе Турӑран вӗсемшӗн ыйтнӑ. Моисей законӗ вӑя кӗриччен ҫемьере священник тивӗҫне ҫемье пуҫӗ туса тӑнӑ. Моисей законӗ вӑя кӗрсен, Левий йӑхӗнчи Ааронӑн ҫемйинчи арҫынсем священниксем пулса ӗҫленӗ, ытти левитсем вӗсене пулӑшса тӑнӑ. Ҫӗнӗ килӗшӳ вӑя кӗрсен, Туррӑн Израилӗ священниксенчен тӑракан халӑх пулса тӑнӑ, Иисус Христос вара ҫак халӑхӑн чи аслӑ священникӗ пулса тӑнӑ (Тх 28:41; Гл 6:16; Евр 9:24; Ӳл 5:10).
-
Секта.
Пӗр-пӗр вӗрентӗве тытса тӑракан е пӗр-пӗр ертӳҫӗ хыҫҫӑн пыракан тата хӑйсен ӗненӗвне тытса тӑракан ҫынсен ушкӑнӗ. Ҫак сӑмахпа иудей тӗнӗн икӗ тӗп юхӑмӗ ҫинчен, фарисейсемпе саддукейсем ҫинчен, каланӑ чухне усӑ курнӑ. Христиансем пулман ҫынсем христиансем пирки, вӗсем иудей тӗнӗнчен пӑрӑнса кайнӑ тесе шутланӑран пулас, «секта» е «назаретсен секти» тесе каланӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн христиансен пухӑвӗнче те сектӑсем пулса кайнӑ. Сӑмахран, Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекере «Николай секти» ҫинчен каланӑ (Ап 5:17, сноска; 15:5, сноска; 24:5; 28:22; 2Пт 2:1; Ӳл 2:6).
-
Синагога.
«Пӗрле пуҫтарни; пуху» тенине пӗлтерет. Ытларах чухне вара Библире ҫак сӑмах еврейсем Сӑваплӑ Ҫырӑва вулама, вӗренме, сӑмах тухса калама тата кӗлтума пӗрле пуҫтарӑннӑ вырӑна е ҫурта пӗлтерет. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра Израильте кашни пысӑках мар хулара синагога пулнӑ, пысӑкрах хуласенче вара темиҫе синагога пулнӑ (Лк 4:16; Ап 13:14, 15).
-
Синедрион.
-
Сион; Сион тӑвӗ.
Иевус хулин ячӗ. Ҫав ҫирӗплетнӗ хула сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ пулнӑ, каярахпа ҫав сӑрт Иерусалим хулин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ пайӗ пулса тӑнӑ. Давид Иевус ҫыннисене ҫӗнтерсе Сиона ярса илнӗ хыҫҫӑн унта хӑй валли кӗрмен туса лартнӑ, вара ӑна «Давид хули» теме пуҫланӑ (2Пш 5:7, 9). Давид килӗшӳ ковчегне унта куҫарса лартсан, Сион тӑвӗ Иеговӑшӑн уйрӑмах сӑваплӑ пулса тӑнӑ. Каярахпа Мориа тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ храмӑн территорине те Сион теме пуҫланӑ, хӑш-пӗр чухне вара пӗтӗм Иерусалим хулине Сион тенӗ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ҫак сӑмахпа час-часах сӑнарлӑ пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ (Пс 2:6; 1Пт 2:6; Ӳл 14:1).
-
Сири; Сири ҫыннисем.
-
Сирт.
Ливи (Ҫурҫӗр Африка) ҫыран хӗрринчи икӗ пысӑк заливӑн ячӗ. Авалхи вӑхӑтра тинӗс тӑрӑх ҫӳрекенсем ҫак заливсенчен хӑракаланӑ, мӗншӗн тесен унти хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑнсем шыв хӑпарнӑ е чакнӑ чухне пӗрмаях куҫса ҫӳренӗ (Ап 27:17).
-
Скипетр; патша туйи.
Патша влаҫне сӑнарласа паракан туя (Плт 49:10; Евр 1:8).
-
Соломон колоннади.
Ҫакӑ Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра храмӑн тулаш картишӗнче хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ галерея пулнӑ. Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, ҫак колоннада Соломон храмӗнчен юлнӑ. Хӗлле унта Иисус ҫӳренӗ тата малтанхи христиансем унта Турра пуҫҫапма пуҫтарӑннӑ (Ин 10:22, 23; Ап 5:12).
-
Старейшина.
Пӗр-пӗр халӑхра е общинӑра власть панӑ яваплӑ арҫын (Тх 4:29; Ыт 31:23). Ҫавӑн пекех Туррӑн сурӑхӗсене пӑхакан кӗтӳҫсене те — пухушӑн тӑрӑшакан арҫынсене — старейшинӑсем теҫҫӗ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче «старейшина» сӑмахпа пресби́терос тата эпи́скопос текен грек сӑмахӗсене куҫарнӑ. Ҫак сӑмахсем иккӗшӗ те христиансен пухӑвӗнче пӗр вырӑнах йышӑнакан арҫынна пӗлтереҫҫӗ, анчах пресби́терос сӑмах ҫав арҫын лайӑх енсене аталантарнӑ, ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулнине палӑртать, эпи́скопос сӑмах вара ӑна мӗнле ӗҫсем шанса панине кӑтартать. Эпи́скопос сӑмахӑн тӗп пӗлтерӗшӗ — хӳтӗлес тӗллевпе пӑхни. Ҫак сӑмах ҫак вырӑнсенче тӗл пулать: Апостолсен ӗҫӗсем 20:28; Филиппӑ 1:1; 1 Тимофей 3:2—7; Тит 1:7; 1 Пётр 2:25 (сноска); 5:2. Ытти вырӑнсенче, сӑмахран, 1 Тимофей 5:17-мӗшӗнче, «старейшина» сӑмахпа пресби́терос текен грек сӑмахне куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекере тӳпере пурӑнакансенчен хӑшӗ-пӗрисене те старейшинӑсем тесе каланӑ (Ӳл 4:4).
-
Стоиксем.
Грек философӗсен пӗр шкулӗн вӗрентӗвӗсене тытса тӑракансем. Стоиксем ҫыннӑн телейлӗ пулас тесен шухӑшлама пӗлмелле тата ҫутҫанталӑк законӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла тесе шутланӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, чӑннипех ӑслӑ ҫынна ыратни те пӑшӑрхантармасть, ӑна киленӳ те кирлӗ мар (Ап 17:18).
-
Суд кунӗ.
Турӑ ҫынсен уйрӑм ушкӑнӗсене, халӑхсене е пӗтӗм этемлӗхе явап тыттарас ятарлӑ «кун», е тапхӑр. Кам пирки вилӗм приговорне йышӑннӑ, вӗсемшӗн суд кунӗ наказани илес вӑхӑта пӗлтерме пултарать, теприсем вара ҫав кун ҫӑлӑнма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултарӗҫ. Иисус Христос тата унӑн апостолӗсем пулас «Суд кунӗ» пирки каланӑ, вӑл чӗррисене кӑна мар, тахҫанах вилнӗ ҫынсене те пырса тивӗ (Мф 12:36).
-
Суд тумалли вырӑн.
Тулта вырнаҫнӑ картлашкаллӑ ҫӳллӗ вырӑн. Влаҫри ҫынсем унта ларса халӑхпа калаҫнӑ тата хӑйсем тунӑ йышӑнусем ҫинчен пӗлтернӗ. «Туррӑн суд тумалли вырӑнӗ» тени тата «Христосӑн суд тумалли вырӑнӗ» тени Иегова этемлӗхе суд тумашкӑн хывнӑ йӗркене сӑнласа параҫҫӗ (Ин 19:13; Рм 14:10, сноска; 2Кр 5:10, сноска).
-
Суйласа илни.
Еврей сӑмахӗн тӗп пӗлтерӗшӗ — «шӗвекпе сӗрни». Пӗр-пӗр ҫынна е мӗнле те пулин япалана ятарлӑ ӗҫ валли халалланине, е суйласа илнине, кӑтартас тесе вӗсем ҫине ҫу юхтарнӑ. Ҫавӑн пекех Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе камӑн тӳпере пурӑнма шанчӑк пур, ҫавсене святой сывлӑшпа суйласа илни ҫинчен каланӑ чухне те усӑ кураҫҫӗ (Тх 28:41; 1Пш 16:13; Лк 4:18; Ап 10:38; 2Кр 1:21).
-
Сӳсмен.
Хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклем йӑтса пыма пулӑшакан кӗвенте евӗрлӗ хатӗр; тата ҫакӑ ҫӗр ӗҫлемелли хатӗре туртмашкӑн е урапа кӳлмешкӗн икӗ выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартнӑ йывӑҫ хӑмӑт е рама, ӑна ытларах чухне вӑкӑрсен мӑйне тӑхӑнтартнӑ. Ӗлӗк-авал ҫӗклем йӑтса ҫӳреме ытларах чухне чурасем сӳсменпе усӑ курнӑ, ҫавӑнпа вӑл чуралӑха е пӑхӑннине, ҫавӑн пекех пусмӑра тата асапа сӑнарласа панӑ. Сӳсмене Лв 26:13; Мф 11:29, 30).
хывса пӑрахни е хуҫса пӑрахни чуралӑхран тата пусмӑртан хӑтӑлнине пӗлтерет ( -
Сывлӑш.
Ру́ах текен еврей сӑмахне тата пне́ума текен грек сӑмахне час-часах «сывлӑш» тесе куҫараҫҫӗ, ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшӗсем вара нумай. Вӗсем пурте ҫын куҫне курӑнманнипе ҫыхӑннӑ тата ӗҫ тӑвакан вӑя пӗлтереҫҫӗ. Ру́ах тата пне́ума акӑ мӗне пӗлтерме пултараҫҫӗ: 1) ҫиле, 2) ҫӗр ҫинче пурӑнакан чӗрӗ чунсен пурнӑҫ вӑйне, 3) ҫыннӑн сӑнарлӑ чӗринчи вӑя (вӑл ӑна хӑйне пӗр-пӗр майлӑ тытма, калаҫма хистет), 4) Турӑран е демонсенчен тухакан хыпара, 5) Турра, ангелсене е демонсене тата 6) Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйне, урӑхла каласан, святой сывлӑша (Тх 35:21; Пс 103:29; Мф 12:43; Лк 11:13).
Ҫ
-
Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем.
Шуйттан тытса тӑракан ҫак усал тӗнче пӗтес умӗнхи тапхӑр. Ҫак тапхӑр Христос курӑнмасӑр килнипе пуҫланнӑ. Иисус ертсе пынипе ангелсем «усал ҫынсене тӳрӗ ҫынсенчен уйӑрса» илӗҫ те вӗсене тӗп тӑвӗҫ (Мф 13:40—42, 49). Иисусӑн вӗренекенӗсем «ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем» хӑҫан ҫитессине питӗ пӗлесшӗн пулнӑ (Мф 24:3). Тӳпене таврӑнас умӗн Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене «ҫак тӗнче пӗтичченех эпӗ... сирӗнпе пӗрле пулӑп» тесе сӑмах панӑ (Мф 28:20). ТӖНЧЕ статьяна пӑхӑр.
-
Ҫӗнӗ уйӑх кунӗ.
Еврей календарӗнчи кашни уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ. Ҫав кун Израиль ҫыннисем пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ тата Турра ятарлӑ парнесем кӳнӗ. Каярахпа вӑл еврей халӑхӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявӗ пулса тӑнӑ, ҫав кун вӗсем ӗҫлемен (Йыш 10:10; 2Ҫл 8:13; Кл 2:16).
-
Ҫул.
Библире ҫак сӑмах, сӑнарлӑн каланӑ чухне, Иегова ырлакан е сивлекен пурнӑҫ йӗркине, ҫын хӑйне мӗнле тытнине пӗлтерет (Пс 1:6; Ыт 5:21). Иисус Христосӑн вӗренекенӗсем пирки «Ҫӳлхуҫан ҫулӗпе» пыракансем тенӗ, урӑхла каласан, вӗсем Иисус Христосран тӗслӗх илсе тата ӑна ӗненсе пурӑннӑ (Ап 19:9).
-
Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ.
Иисус Христос вилнине аса илмелли ятарлӑ каҫхи апат. Ҫав каҫхи апат вӑхӑтӗнче тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑра ҫиеҫҫӗ тата хӗрлӗ эрех ӗҫеҫҫӗ, вӗсем Иисусӑн кӗлеткине тата юнне сӑнарласа параҫҫӗ. Библире ҫырнӑ тӑрӑх, христиансен пурин те Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне паллӑ тумалла (1Кр 11:20, 23—26).
-
Ҫылӑхшӑн кӳрекен парне.
Ҫитменлӗхсене пула хавшак пулнӑран юриех мар тунӑ ҫылӑхшӑн кӳрекен парне. Ҫылӑхшӑн тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхе — вӑкӑртан пуҫласа кӑвакарчӑн таран — парнене кӳме пултарнӑ, ҫакӑ хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарас текен ҫын кам пулнинчен тата унӑн лару-тӑрӑвӗнчен килнӗ (Лв 4:27, 29; Евр 10:8).
Т
-
Талант.
Еврейсен чи пысӑк укҫа-тенкӗ виҫи; ун йывӑрӑшӗ 34,2 кг пулнӑ. Грек таланчӗн йывӑрӑшӗ пӗчӗкрех — 20,4 кг яхӑн пулнӑ (1Ҫл 22:14; Мф 18:24).
-
Тартар.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ҫакӑ тӗрмене хупса лартнӑ чухнехи пек мӗскӗнлетнине пӗлтерет. Турӑ Ной вӑхӑтӗнчи итлемен ангелсене ҫапла мӗскӗнлетнӗ. 2 Пётр 2:4-мӗшӗнче усӑ курнӑ тартаро́о глагол («тартара пӑрахни» тенине пӗлтерет) «ҫылӑха кӗнӗ ангелсене» юмах-халапри тартара (тӗттӗм вырӑна е кӗҫӗн турӑсене хупса лартнӑ ҫӗр айӗнчи тӗрмене) хупса лартнине пӗлтермест. Ҫакӑ вӑл Турӑ вӗсене тӳперен антарса янине тата вӗсенчен чыслӑ тивӗҫӗсене туртса илнине пӗлтерет. Вӗсен ӑс-тӑнӗ сӗм-тӗттӗмре, тата вӗсем Туррӑн ҫутӑ тӗллевӗсене ӑнланаймаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен пуласлӑхӗ те ҫук: Библире каланӑ тӑрӑх, юлашкинчен вӗсене хӑйсен пуҫлӑхӗпе, Шуйттанпа, пӗрле яланлӑхах тӗп тӑвӗҫ. Ҫапла вара, тартар вӑл ҫав пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсене мӗскӗнлетсех янине пӗлтерет. Ӑна Ӳлӗмхи 20:1—3 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ «тӗпсӗр вырӑнпа» пӑтраштармалла мар.
-
Таса; тасални.
Библире ҫак сӑмахсем ҫын кӗлеткипе таса пулнине ҫеҫ пӗлтермест. Ҫакӑ тата тасалса пынине, урӑхла каласан, вараланчӑка, кӑлтӑка пӗтернине, ҫынна нравственность тӗлӗшӗнчен тата хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене мӗн пӑсать, ҫавсенчен пуринчен те хӑтӑлнине пӗлтерет. Моисей законӗнче ҫак сӑмахсем тасалмалли йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ (Лв 10:10; Пс 50:9; Мф 8:2; 1Кр 6:11).
-
Таса мар.
Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кам та пулин вараланнине е нравственность законӗсене пӑснине пӗлтерме пултарать. Анчах та Библире вӑл час-часах Моисей законӗ тӑрӑх мӗн те пулин юрӑхсӑр, е таса мар, пулнине пӗлтерет (Лв 5:2; 13:45; Ап 10:14; Эф 5:5). ТАСА; ТАСАЛНИ статьяна пӑхӑр.
-
Тасалмалли кун.
Израиль ҫыннисешӗн ҫак кун чи пӗлтерӗшлӗ сӑваплӑ кун пулнӑ. Ӑна тата Йом Киппур тенӗ (ҫак ят йом хаккиппури́м текен еврей сӑмах ҫаврӑнӑшӗнчен пулса кайнӑ, вӑл «витмелли кун» тенине пӗлтерет). Ӑна этаним уйӑхӗн 10-мӗшӗнче паллӑ тунӑ. Ҫав кун ҫеҫ, ҫулталӑкра пӗрре, чи аслӑ священник чатӑрӑн, каярахпа вара храмӑн, Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмне кӗнӗ. Вӑл унта хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн, ытти левитсен ҫылӑхӗсемшӗн тата халӑхӑн ҫылӑхӗсемшӗн кӳнӗ парнесен юнӗпе кӗнӗ. Ҫав парнесем Иисусӑн парнине сӑнласа панӑ, унӑн парни этемлӗхӗн ҫылӑхӗсене пӗрре тата яланлӑхах каҫарттарса ҫынсене Иеговӑпа мирлешме май парать. Ҫав кун сӑваплӑ пуху ирттермелли тата типӗ тытмалли вӑхӑт пулнӑ. Тата вӑл шӑматкун шутланнӑ, ҫав кун кулленхи ӗҫсене тума юраман (Лв 23:27, 28; Ап 27:9; Кл 1:20; Евр 9:12).
-
Тӗлӗнмелле ӗҫсем; хӑватлӑ ӗҫсем.
-
Тӗнче.
Пӗр-пӗр вӑхӑтӑн, тапхӑрӑн е ӗмӗрӗн уйрӑмлӑхӗсем е хӑйне евӗрлӗ лару-тӑрӑвӗ пирки сӑмах пырать пулсан, айо́н текен грек сӑмахӗ «тӗнче» сӑмахпа куҫарӑнать. Ҫакна пӗлтернӗ чухне айо́н текен сӑмах «халӗ», «пуласлӑхра», «ӗмӗр», «ҫак вӑхӑт» тесе куҫарӑнать. Библире «ҫак тӗнче» тени ҫак тӗнчери лару-тӑрӑва тата ҫынсем мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине пӗлтерет (2Тм 4:10). Турӑ хӑйӗн халӑхӗпе закон килӗшӗвне хывсан, Израиль ҫыннисен, е еврейсен, ӗмӗрӗ текен ӗмӗр (е тӗнче) пуҫланнӑ. Иисус Христос тӳлесе илме панӑ парнепе усӑ курса Турӑ ҫӗнӗ ӗмӗр (е тӗнче) пуҫласа янӑ, вӑл вара, чи малтан, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен пухӑвӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Моисей законӗнче мӗн-мӗн пирки пророкла кӑтартса панӑ, ҫавсем ҫав вӑхӑтра пурнӑҫланма тытӑннӑ. Айо́н текен сӑмах нумайлӑ хисепре тӑнӑ чухне вӑл унчченхи е пуласлӑхри тӗрлӗ тапхӑра е лару-тӑрӑва пӗлтерет (Мф 24:3; Мк 4:19; Рм 12:2; 1Кр 10:11).
-
Тӗпсӗр вырӑн.
-
Тӗтӗрмелли савӑтсем.
Ылтӑнран, кӗмӗлтен е пӑхӑртан тунӑ савӑтсем. Вӗсемпе чатӑрта тата храмра фимиам ҫунтарма, парне вырӑнӗ ҫинчен кӑмрӑк пуҫтарма тата ылтӑн ҫутаткӑҫсем ҫинчен ҫуннӑ фитильсене пуҫтарма усӑ курнӑ (Евр 9:4).
-
Тилҫе; тилҫеллӗ.
Хӑрушӑ ӳт чирӗ. Библире «тилҫе» сӑмах хальхи вӑхӑтра тилҫе текен чире кӑна пӗлтермест, мӗншӗн тесен вӑл ҫынсене ҫеҫ мар, тумтире те, кил-ҫурта та ерме пултарнӑ. Тилҫе чирӗпе чирлекен ҫынна тилҫеллӗ тенӗ (Лв 14:54, 55; Лк 5:12).
-
Типӗ тытни.
Пӗр-пӗр вӑхӑт хушши апат пачах ҫименни. Израиль ҫыннисем Тасалмалли кун, инкеклӗ вӑхӑтра тата Турӑ мӗн тумаллине пӗлтерессе кӗтнӗ чухне типӗ тытнӑ. Еврейсем хӑйсен халӑхӗн историйӗнче пулса иртнӗ хӑрушӑ событисене аса илес тесе ҫулталӑкра тӑватӑ хут типӗ тытма йышӑннӑ. Христиансен типӗ тытмалла мар (Езд 8:21; Ис 58:6; Мф 4:2; 9:14; Лк 18:12; Ап 13:2, 3; 27:9).
-
Труба.
Тимӗртен тунӑ вӗрсе каламалли инструмент, унпа кӗвӗ каланӑ тата сигнал панӑ. Иеговӑн приговорӗсем 1Кр 15:52; Ӳл 8:7—11:15).
ҫинчен е унӑн ирӗкне пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ытти событисем ҫинчен пӗлтернӗ чухне час-часах труба кӑшкӑртаҫҫӗ ( -
Тупа туни.
Кам та пулин мӗн те пулин чӑн пулнине кӑтартас тесе ҫирӗплетсе калани е пӗр-пӗр ӗҫе тӑватӑп тесе е тумастӑп тесе сӑмах пани. Час-часах аслӑраххине, уйрӑмах Турра, тупа туса сӑмах параҫҫӗ. Иегова Авраампа тунӑ килӗшӗве тупа туса ҫирӗплетнӗ (Плт 14:22; Евр 6:16, 17).
-
Турӑ Патшалӑхӗ.
-
Турӑран хӑрани.
Турра чун-чӗререн хисеплени. Турӑран хӑрани ӑна юратнипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Турӑран хӑракан ҫын Турра килӗшмен ӗҫсене туса ӑна кулянтарма хӑрать. Вӑл хӑйне Турӑ наказани парассинчен хӑраса мар, Турра юратнӑран ӑна кулянтарма хӑрать. Ҫакӑн пек туйӑм Туррӑн юратӑвӗпе ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулнӑран тата Туррӑн хӑйне пӑхӑнман ҫынсене наказани пама власть пуррине ӑнланнӑран ҫуралать (Сак 10:12, 13; Ап 10:35).
-
Турра парӑнса пурӑнни.
-
Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени.
-
Тутлӑлла ҫӑкӑр.
-
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ.
Израильте кашни ҫул уявламалли виҫӗ тӗп уявран пӗрремӗшӗ. Вӑл Пасха хыҫҫӑн тепӗр кунне, нисан уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 7 куна тӑсӑлнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче Израиль ҫыннисен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫимелле пулнӑ, ҫакӑ вӗсене Египетран ирӗке тухни ҫинчен аса илтернӗ (Тх 23:15; Мк 14:1).
-
Тухатмӑш; асамлани-тухатлани.
Тухатмӑш вӑл — усал сывлӑшсенчен илнӗ хӑватпа усӑ куракан ҫын (Ап 13:6). Асамлани-тухатлани шутне вилнӗ ҫынсен чунӗсем кӗлеткерен тухса малалла пурӑннине тата вӗсем чӗрӗ ҫынсемпе хутшӑннине — ытларах чухне вӗсене хӑйӗн ҫине витӗм кӳме паракан ҫын (медиум) урлӑ хутшӑннине — ӗненни кӗрет. «Асамлани-тухатлани» тесе куҫарнӑ фармаки́а текен грек сӑмахӗ, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «наркотика ӑша илнине» пӗлтерет. Авалхи вӑхӑтра асамлакан-тухатлакан ҫынсем усал сывлӑшсен хӑвачӗпе усӑ курас тесе вӗсене чӗннӗ чухне наркотиксене ӑша илнӗ, ҫавӑнпа ҫак сӑмаха асамлани-тухатланипе ҫыхӑнтарма пуҫланӑ (Гл 5:20; Ӳл 21:8).
-
Тӳлесе илни.
Тыткӑнран, наказанирен, асапран, ҫылӑхран е мӗнле те пулин яваплӑхран хӑтармашкӑн тӳлев пани. Тӳлесе илес тесе хӑш-пӗр чухне укҫа мар, мӗн те пулин урӑххине панӑ (Ис 43:3). Тӳлесе илни тӗрлӗ лару-тӑрура кирлӗ пулнӑ. Тӗслӗхрен, Израильте малтан ҫуралнӑ арҫын ачасемпе чӗрчунсем пурте Иеговӑн пулнӑ, вӗсене палӑртса хунӑ хакпа тӳлесе илмен пулсан, вӗсене Турра памалла пулнӑ (Йыш 3:45, 46; 18:15, 16). Сӗкекен (е тӗкекен) вӑкӑра пӑхманнине пула вӑл кама та пулин вӗлернӗ пулсан, хуҫине ҫавӑншӑн вӗлернӗ е, хӑйне наказанирен хӑтарччӑр тесе, укҫа тӳлеттернӗ (Тх 21:29, 30). Кам пӗлсе тӑрсах ҫынна вӗлернӗ, ӑна тӳлесе илме юраман (Йыш 35:31). Христос тӳлесе илме панӑ парнене Библире уйрӑмах палӑртнӑ, ҫав парнене пула Турра итлекен ҫынсем ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлма пултараҫҫӗ (Пс 48:8—10; Мф 20:28; Эф 1:7).
-
Тӳрӗлӗх; тӳрӗ.
Библире ҫак сӑмахсем мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине кӑтартакан Туррӑн нормисем тӑрӑх мӗн тӗрӗс, ҫавна пӗлтереҫҫӗ (Плт 15:6; Сак 6:25; Сф 2:3; Мф 6:33).
У
-
Урапа.
-
Усал.
Ӳ
-
Ӳкӗнни.
-
Ӳт кастарни.
Ф
-
Фараон.
Египет патшисен титулӗ. Библире пилӗк фараонӑн: Сусаким, Со, Тиргака, Нехо тата Хофра фараонсен — ячӗсене асӑннӑ. Ытти фараонсен, ҫав шутра Авраам, Моисей тата Иосиф пурӑннӑ чухне ертсе пынӑ фараонсен, ячӗсене ҫырман (Тх 15:4; Рм 9:17).
-
Фарисейсем.
Пирӗн эрӑри I ӗмӗрти иудейсен ятлӑ-сумлӑ секти. Вӗсем священниксен йӑхӗнчен пулман, анчах та вӗсем Моисей законне вак-тӗвек таранах ҫирӗп тытса тӑнӑ, сӑмах вӗҫҫӗн куҫнӑ йӑла-йӗркесене те закон вырӑнне хунӑ (Мф 23:23). Фарисейсем грек культурин витӗмӗ сарӑлнине питӗ хирӗҫ пулнӑ. Вӗсем закон вӗрентӳҫисем тата йӑла-йӗркесене упракансем пулнӑран вӗсен халӑх хушшинче пысӑк власть пулнӑ (Мф 23:2—6). Хӑш-пӗр фарисейсем Синедрион ҫыннисем пулнӑ. Фарисейсем час-часах Иисуспа шӑматкун пирки, йӑла-йӗркесем пирки, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе тата налог пуҫтаракансемпе хутшӑнмаллипе хутшӑнмалла марри пирки тавлашнӑ. Фарисейсенчен хӑшӗ-пӗрисем, ҫав шутра Савл та, христиансем пулса тӑнӑ (Мф 9:11; 12:14; Мк 7:5; Лк 6:2; Ап 26:5).
-
Фимиам.
Ырӑ шӑршӑллӑ сӑмаласемпе бальзамсен хутӑшӗ, майӗпен-майӗпен ҫуннӑ чухне тутлӑ шӑрш кӑларать. Тӑватӑ япалана хутӑштарса тунӑ ятарлӑ фимиампа сӑваплӑ чатӑрта тата храмра усӑ курнӑ. Ӑна ирхине те, каҫхине те Сӑваплӑ пӳлӗмре фимиам ҫунтармалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарнӑ, Тасалмалли кун вара ӑна Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмре ҫунтарнӑ. Фимиам Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ӑна кӑмӑла каякан кӗллисене сӑнласа парать. Христиансен фимиам ҫунтармалла тесе каламан (Тх 30:34, 35; Лв 16:13; Ӳл 5:8).
Х
-
Халдейсем.
Тигрпа Евфрат юханшывӗсен дельтинче пурӑннӑ ҫынсем. Ӗлӗк-авал халдейсен пысӑк пӗлтерӗшлӗ хулисенчен пӗри Ур, Авраамӑн тӑван хули, пулнӑ (Ап 7:4).
-
Хатӗрленмелли кун.
-
Хӑлаҫ.
Шывӑн тарӑнӑшне виҫмелли виҫе, вӑл 1,8 м танлашать (Ап 27:28).
-
Хӑмӑш.
Ҫак сӑмахпа ялан тенӗ пекех нӳрӗ вырӑнсенче ӳсекен тӗрлӗ ӳсентӑрана калаҫҫӗ. Ытларах чухне ҫак сӑмах питӗ пысӑк тростника (Arundo donax) пӗлтерет (Ӳл 11:1, сноска).
-
Херувимсем.
Ҫӳллӗ шайра тӑракан, ятарлӑ ӗҫсем тӑвакан ангелсем. Вӗсем серафимсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ (Плт 3:24; Тх 25:20; Ис 37:16; Евр 9:5).
-
Хӗрхенӳ парнисем.
Нуша куракансене панӑ пулӑшу. Еврей Ҫырӑвӗсенче «хӗрхенӳ парнисем» ҫинчен тӳррӗн каламан пулин те, Моисей законӗнче Израиль ҫыннисен чухӑнсене пулӑшмалла тесе каланӑ (Мф 6:2, сноска).
-
Храм.
Иерусалимри ҫурт-йӗр, Израиль ҫыннисемшӗн вӑл куҫса ҫӳрекен сӑваплӑ чатӑр вырӑнне Иеговӑна пуҫҫапмалли тӗп вырӑн пулса тӑнӑ. Пӗрремӗш храма Соломон туса лартнӑ пулнӑ, ӑна каярахпа Вавилон ҫыннисем аркатса тӑкнӑ. Иккӗмӗш храма еврейсем Вавилонри тыткӑнран таврӑннӑ хыҫҫӑн Зоровавель туса лартнӑ. Каярахпа храма I Аслӑ Ирод ҫӗнетнӗ. Библире час-часах храм пирки «Туррӑн ҫурчӗ» тесе ҫырнӑ (1Ҫл 29:1; 2Ҫл 2:4; Езд 1:3; 6:14, 15; Мф 24:1).
-
Храма халалланӑ ятпа ирттерекен уяв.
IV Антиох Эпифан храма ирсӗрлетнӗ хыҫҫӑн еврейсем храма тасатнӑ ятпа паллӑ тунӑ ҫулсеренхи уяв. Вӑл кислев уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 8 куна тӑсӑлнӑ (Ин 10:22).
-
Христиансем.
-
Христос.
-
Хуйхӑ тумтирӗ.
Хулӑн пусма, унран михӗсем, сӑмахран, тырӑ упрамалли михӗсем тунӑ. Ӑна ытларах чухне качакан тӗксӗм ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ, тата унпа хуйхӑ тумтирӗ пек усӑ курас йӑла пулнӑ (Плт 37:34; Лк 10:13).
-
Хуйхӑрни.
Кам та пулин вилнишӗн е мӗнле те пулин урӑх инкекшӗн кулянни. Библи ҫырнӑ вӑхӑтсенче пӗр-пӗр вӑхӑт хушши хуйхӑрни йӗркеллӗ япала пулнӑ. Кӑшкӑрса макӑрнисӗр пуҫне хуйхӑракансем ятарлӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсене тусан сапнӑ, хӑйсен тумтирне ҫурнӑ тата хӑйсене кӑкӑрӗсенчен ҫапнӑ. Вилнӗ ҫынна пытарнӑ чухне хуйхӑракансем пулса ӗҫлекенсене чӗнме пултарнӑ (Эсф 4:3; Мф 11:17; Мк 5:38; Ин 11:33; Ӳл 21:4).
-
Хуралҫӑ; хурал тӑракан.
Ҫынсене е пурлӑха мӗнле те пулин сиен пуласран сыхлакан ҫын, ытларах чухне вӑл ҫӗрле хуралта тӑнӑ, хӑрушлӑх сиксе тухсан сасӑ парса ҫавӑн ҫинчен систернӗ (Мф 27:65; 28:4). Час-часах хуралҫӑсене хула хӳми е хула башни ҫине тӑратнӑ, ҫавӑнтан вӗсем хула патне ҫывхарса пыракансене аякранах курма пултарнӑ.
Ц
-
Цезарь.
Ч
-
Чаршав.
-
Чатӑр уявӗ.
Ӑна Хӳшӗ уявӗ пек те, Авӑн уявӗ пек те пӗлеҫҫӗ. Ӑна этаним уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тума пуҫланӑ та 21-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫав уяв вӑхӑтӗнче Израильте ҫӗр ӗҫӗ вӗҫленнине паллӑ тунӑ, халӑх Иегова тулӑх тыр-пул панӑшӑн савӑннӑ тата ӑна тав тунӑ. Уяв вӑхӑтӗнче ҫынсем хӳшӗсенче е навессем айӗнче пурӑннӑ, ҫакӑ вӗсене Египетран ирӗке тухни ҫинчен аса илтернӗ. Чатӑр уявӗ Израильти арҫынсен пурин те Иерусалима кайса паллӑ тумалли виҫӗ уявран пӗри пулнӑ (Лв 23:34; Езд 3:4; Ин 7:2).
-
Чӗркем.
Пӗр енчен ҫырса тухнӑ тата ытларах чухне патак ҫине чӗркесе хунӑ пергаментӑн е папирусӑн вӑрӑм листи. Библи ҫырнӑ вӑхӑтра чӗркем кӗнеке вырӑнне пулнӑ, Библири кӗнекесене чӗркемсем ҫине ҫырнӑ тата чӗркемсем ҫине вӗсен копийӗсене тунӑ (Лк 4:17—20; 2Тм 4:13).
-
Чи аслӑ священник.
Моисей законӗ тӑрӑх, Турӑ умӗнче халӑхӑн представителӗ пулса ӗҫленӗ аслӑ священник, тата ӑна ытти священниксем те пӑхӑнса тӑнӑ. Вӑл кӑна сӑваплӑ чатӑрӑн е каярахпа храмӑн шалти пайне, Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗме, кӗме пултарнӑ. Ҫакна вӑл ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ, Тасалмалли кунра, тума пултарнӑ. Ҫавӑн пекех Иисус Христос пирки те «чи аслӑ священник» тесе каланӑ (Лв 16:2, 17; 21:10; Мф 26:3; Евр 4:14).
-
Чике.
-
Чун.
Не́феш текен еврей сӑмахне тата психе́ текен грек сӑмахне ахаль чухне ҫак сӑмахпа куҫараҫҫӗ. Ҫак сӑмахсемпе Библире мӗнле усӑ курнине тӗпчени вӗсем 1) ҫынсене, 2) чӗрчунсене тата 3) ҫынсен е чӗрчунсен пурнӑҫне пӗлтернине кӑтартать (Плт 1:20; 2:7; Йыш 31:28; Ап 27:37, сноска). Тӗн кӗнекисенче нумайӑшӗнче вара «чун» сӑмах урӑххине пӗлтерет. Библире, ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем ҫинчен сӑмах пынӑ чухне, не́феш тата психе́ сӑмахсем мӗн куҫа курӑнать, мӗне сӗртӗнме пулать тата мӗн вилме пултарать, ҫавсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫак куҫарура не́феш тата психе́ сӑмахсене контекста кура «пурнӑҫ», «пурӑнакан», «ҫын» тесе куҫарнӑ е местоименисемпе усӑ курнӑ (сӑмахран, «манӑн чун» вырӑнне — «эпӗ»). Хӑш-пӗр чухне «чун» сӑмаха сноскӑсенче илсе панӑ. «Чун» сӑмах тӗп текстра е сноскӑсенче тӗл пулнӑ чухне унӑн пӗлтерӗшне ӑнланас тесен ҫӳлерех ӑнлантарса панине шута илмелле. Пӗр-пӗр ӗҫе «пӗтӗм чунтан» тумалла тени ӑна чун-чӗререн, пӗтӗм вӑя хурса тумаллине пӗлтерет (Сак 6:5; Мф 22:37). Хӑш-пӗр контекстра не́феш тата психе́ сӑмахсем чӗрӗ чунӑн кӑмӑл-туртӑмне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вилнӗ ҫын пирки е вилӗ пирки каланӑ чухне те ҫак икӗ сӑмахпа усӑ курма пултараҫҫӗ (Йыш 6:6; Ыт 16:26; Ис 56:11; Аг 2:13).
-
Чӳлмекҫӗ.
Тӑмран кӑкшӑм е урӑх савӑт-сапа тӑвакан ӑста. «Чӳлмекҫӗ» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «калӑплавҫӑ» тенине пӗлтерет. Чӳлмекҫӗн тӑмпа кирек мӗн тума та ирӗк пур, ҫак тӗслӗхпе Иеговӑн уйрӑм ҫынсемпе тата халӑхсемпе пуҫ пулма аслӑ власть пуррине кӑтартса панӑ чухне усӑ кураҫҫӗ (Ис 64:8; Рм 9:21).
Ш
-
Шӑматкун.
Еврейсен эрнин ҫиччӗмӗш кунӗ (эрнекун хӗвел ансан пуҫланнӑ та шӑматкун хӗвел аниччен тӑсӑлнӑ). Ҫак сӑмах «канни; чарӑнни» тенине пӗлтерекен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. Ҫулталӑкри хӑш-пӗр уяв кунӗсене, ҫавӑн пекех ҫиччӗмӗш тата аллӑмӗш ҫулсене те шӑматкун тенӗ. Ҫав кун ӗҫлеме юраман, священниксем кӑна чатӑрта хӑйсен тивӗҫне туса тӑма пултарнӑ. Шӑматкун ҫулӗнче ҫӗре кантармалла пулнӑ, еврейсен пӗр-пӗринчен парӑмсене парса татма ыйтмалла пулман. Моисей законӗ шӑматкун мӗн тума чарнӑ, ҫавсене тытса тӑма йывӑр пулман. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗн пуҫлӑхӗсем вӗсем ҫумне хӑйсен правилисене хушнӑ, ҫавӑнпа Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсене шӑматкуна тытса тӑма ҫӑмӑлах пулман (Тх 20:8; Лв 25:4; Лк 13:14—16; Кл 2:16).
-
Шӑпа.
-
Шӑчӑ.
Шӗвӗртнӗ тимӗр пуҫлӑ вӑрӑм патак, унпа выльӑха хӑваласа пынӑ. Итлемен вӑкӑр шӑчча хирӗҫ кайнӑ чухне хӑйнех сиен тунӑ. Ҫавна кура «шӑчча хирӗҫ кайни» теме пуҫланӑ та. Ҫавӑн пекех ӑслӑ ҫыннӑн сӑмахӗсене шӑчӑпа танлаштарнӑ, вӗсем ӑслӑ-тӑнлӑ канаша итлеме хистеҫҫӗ (Тӳр 3:31; Ек 12:11; Ап 26:14, сноска).
-
Шуйттан.
-
Шыва кӗни.
Грек глаголӗ «чиксе кӑларни» тенине, е шыв айне тунине, пӗлтерет. Иисус хушнӑ тӑрӑх, унӑн вӗренекенӗсен шыва кӗмелле. Библире тӗрлӗ майпа шыва кӗртни ҫинчен, ҫав шутрах: Иоанн шыва кӗртни, святой сывлӑшпа шыва кӗртни тата вут-ҫулӑмпа шыва кӗртни ҫинчен — каланӑ (Мф 3:11, 16; 28:19; Ин 3:23; 1Пт 3:21).
Ы
-
Ылхан.
Кама та пулин е мӗне те пулин усал сунни е япӑх пулать тесе каласа хуни. Библире тӗл пулакан ылхан сӑмахӗсене вӑрҫса каланипе пӑтраштармалла мар, тата вӗсене хытӑ тарӑхнӑ чухне кӑна каламан. Час-часах ылхан сӑмахӗсене кама та пулин пурин умӗнче те сивленӗ чухне каланӑ е вӗсемпе тата мӗн те пулин япӑххи пуласси пирки пӗлтернӗ чухне усӑ курнӑ. Ылхан сӑмахӗсене Турӑ е унӑн пӗр-пӗр представителӗ каланӑ пулсан, вӗсем пророкла каланисем пулса тӑнӑ тата вӗсем яланах пурнӑҫланнӑ (Плт 12:3; Йыш 22:12; Мк 11:21; Ап 23:12; Рм 12:14; Гл 3:10).
-
Ырӑ хыпар.
-
Ытарӑш.
Темиҫе сӑмахпа мӗне те пулин вӗрентекен е тарӑн шухӑшлӑ чӑнлӑха уҫса паракан ӑслӑ каларӑш, ваттисен сӑмахӗ. Библири ытарӑшсем юптарса калани пек е тупмалли юмах пек пулма пултараҫҫӗ. Вӗсенче сӑнарлӑ чӗлхепе, час-часах ытарлӑ сӑмахсемпе усӑ кураҫҫӗ. Хӑш-пӗр каларӑшсем камран та пулин мӑшкӑлласа кулнине е йӗрӗннине кӑтартакан ваттисен сӑмахӗсем пулса тӑнӑ (Ек 12:9; 2Пт 2:22).
Э
-
Эпидеми.
Хӑвӑрт та анлӑн сарӑлакан, вилӗм кӳме пултаракан пӗр-пӗр чир (Лк 21:11).
-
Эпикуреецсем.
Эпикур грек философӗ (п. эрӑч. 341—270) вӗрентнӗ пек пурӑнакансем. Вӗсен философийӗ тӑрӑх, пурнӑҫӑн тӗп тӗллевӗ — киленсе пурӑнасси (Ап 17:18).
-
Этем Ывӑлӗ.
Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Евангелисенче 80 хута яхӑн тӗл пулать, вӑл Иисус Христоса пӗлтерет. Ҫакӑ Иисус ҫын кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ сывлӑш мар, ҫын пулнине кӑтартать. Ҫавӑн пекех ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Иисусӑн Даниил 7:13, 14-мӗшӗсенчи пророкла сӑмахсене пурнӑҫламалла пулнине кӑтартать. Еврей Ҫырӑвӗсенче ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курса Иезекииль тата Даниил пирки каланӑ, ҫакӑ Туррӑн хыпарне пӗлтерекен вилӗмлӗ ҫынсемпе ҫак хыпарӑн авторӗ, Турӑ, хушшинчи уйрӑмлӑха палӑртать (Иез 3:17; Дан 8:17; Мф 19:28; 20:28).
-
Эфиопи ҫынни.
Эфиопире, Египетӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ авалхи ҫӗршывра, пурӑннӑ ҫын. Ҫав территорие хальхи Египетӑн кӑнтӑр пайӗ тата хальхи Суданӑн ҫурҫӗр пайӗ кӗнӗ (Ап 8:27).
Ю
-
Юлашки кунсем.
Библири пророкла каланисенче ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ историри пӗр-пӗр событи вӗҫленсе пынӑ чухнехи вӑхӑт тапхӑрне пӗлтерет (Иез 38:16; Дан 10:14; Ап 2:17). Пророкла калани мӗнлерех пулнине кура «юлашки кунсем» е кӗскерех, е вӑрӑмрах вӑхӑт тапхӑрне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Пуринчен ытла вара Библире ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе Иисус курӑнмасӑр килнӗ чухнехи ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем ҫинчен каланӑ чухне усӑ кураҫҫӗ (2Тм 3:1; Иак 5:3; 2Пт 3:3). ҪАК ТӖНЧЕН ЮЛАШКИ КУНӖСЕМ статьяна пӑхӑр.
-
Юпа.
Хӑш-пӗр халӑхсем юпапа ҫынна ун ҫинче вӗлерме тата ыттисене асӑрхаттарас тесе вилнӗ ҫыннӑн кӗлеткине пурин умне те кӑларса тӑратма е ӑна мӑшкӑл тума усӑ курнӑ. Ассири ҫыннисем хӑйсен хаярлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ, вӗсем тыткӑна илнӗ ҫынсене шӗвӗртнӗ юпа е шӑчӑ ҫине лартнӑ, вара вӑл ҫыннӑн хырӑм хӑвӑлӗ витӗр тухса кӑкӑр кӑшкарӗ патне ҫитнӗ. Еврейсен законӗсем тӑрӑх вара, йывӑр ҫылӑх тунӑшӑн, сӑмахран, Турра хурланӑшӑн е йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн, ҫынна малтан чулпа персе пӗтернӗ е урӑхла майпа вӗлернӗ, ун хыҫҫӑн ыттисене асӑрхаттарас тесе унӑн кӗлеткине юпа е йывӑҫ ҫине ҫакнӑ (Сак 21:22, 23; 2Пш 21:6, 9). Рим ҫыннисем хӑш-пӗр чухне ҫынна юпа ҫумне ҫыхса хунӑ ҫеҫ, вара ҫын ыратнипе асапланнӑран, ӑшӗ хыпнӑран, выҫса ҫитнӗрен тата хӗвел хытӑ хӗртнӗрен темиҫе кунран вилсе кайнӑ. Ытти чухне, сӑмахран, Иисуса вӗлернӗ чухне, ҫыннӑн аллисене тата урисене юпа ҫумне пӑталанӑ (Лк 24:20; Ин 19:14—16; 20:25; Ап 2:23, 36). Юпасемпе урӑх тӗллевпе те усӑ курнӑ. Сӑмахран, чул юпасене мӗнле те пулин паллӑ событи ячӗпе лартнӑ. Соломон храма тата ытти ҫуртсене тунӑ чухне юпасене, е колоннӑсене, ларттарнӑ (Тӳр 16:29; 3Пш 7:21). Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ҫак сӑмах тӗрек панине (1Тм 3:15) е кам та пулин йышӑнакан вырӑн тӗреклӗ пулнине (Ӳл 3:12) сӑнарлама пултарать. АСАП ЮПИ статьяна пӑхӑр.
-
Юхтаркӑч.
Известнякра касса тунӑ, пӗчӗк канав алтса ҫыхӑнтарнӑ икӗ лупашка, е шӑтӑк. Вӗсенчен пӗри тепринчен ҫӳлерех вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫӳлерех вырнаҫнӑ лупашкара виноград ҫырлине пуснӑ чухне сӗткенӗ аялараххине юхса аннӑ. Туррӑн сучӗ ҫинчен каланӑ чухне ҫак сӑмахпа сӑнарлӑ пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ (Ӳл 19:15).