Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хуплашкийӗн юлашки страници

Хуплашкийӗн юлашки страници

ҪЕМЬЕ — ҫӗр ҫинчи мӗн авалтан пыракан тытӑм, анчах та паян вӑл хӑрушлӑхра. Нравственность нормисене пӑсасси тата наркомани ҫамрӑк ачасем хушшинче шутсӑр анлӑ сарӑлни, паянхи обществӑшӑн чӑн-чӑн инкек пулса тӑнӑ ҫемьери пусмӑр тата мӑшӑрсем уйрӑлни, тулли мар ҫемьесем ӳссех пыни — ҫакӑ пурте тата ытти те хӑш-пӗр ҫынна ҫак тытӑм сыхланса юласси пирки питӗ шухӑшлаттарать.

Паян ҫемьере тимлӗх, хӳтлӗх тата пулӑшу тупма пулать-и? Ҫемьерисем ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлеҫҫӗ пулсан пулать. Ҫак вӑрттӑнлӑха пӗлме пачах та йывӑр мар. Ӗмӗртенпех унпа пурнӑҫра усӑ курнӑ тата ҫакӑ пур чухне те усӑллӑ пулнӑ. Ҫакӑ мӗнле вӑрттӑнлӑх? Эсир ун ҫинчен «Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнекене вуласа пӗлме пултаратӑр. Унсӑр пуҫне, ку кӗнекере эсир ҫак «вӑрттӑнлӑх» ҫемьери тӗрлӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнине кӑтартакан пурнӑҫри тӗслӗхсем тупӑр. Ҫакӑн пек информаци кирлӗ пулман ҫын паян пур-ши вара?