Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Умсӑмах

Умсӑмах

«Хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр» (ЕВРЕЙСЕМ 6:12).

1, 2. Ҫул ҫӳрекен надзиратель ӗлӗк-авал пурӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхнӑ, тата пирӗн ҫавӑн пек туссем пулни мӗншӗн лайӑх?

«БИБЛИРЕ ҫырса кӑтартнӑ ҫынсем ҫинчен вӑл хӑйӗн тахҫанхи тусӗсем ҫинчен каланӑ пекех каласа парать»,— тенӗ пӗр христианка ҫул ҫӳрекен ватӑ надзирателӗн докладне тимлӗ итленӗ хыҫҫӑн. Вӑл тӗрӗс каланӑ: ҫак арҫын тӑван Турӑ Сӑмахне темиҫе теҫетке ҫулах тӗпчет ӗнтӗ тата унта мӗн ҫырнине ыттисене вӗрентет. Ҫавӑнпа авалхи вӑхӑтри Туррӑн ӗҫлекенӗсем уншӑн пурнӑҫ тӑршшӗпе пӗлекен ырӑ тусӗсем пекех.

2 Ҫакӑн пек туссем пурри мӗн тери лайӑх вӗт. Эсир вӗсем пурӑннине чӑнах та ӗненетӗр-и? Куҫ умне ҫакӑн пек ӳкерчӗк кӑларса тӑратӑр-ха: уҫӑлса ҫӳренӗ чухне эсир Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе, сӑмахран, Нойпа, Авраампа, Руфьпе, Илияпа е Эсфирьпе калаҫатӑр. Вӑхӑта пӗрле ирттернӗ май, эсир вӗсемпе ҫывӑхрах паллашатӑр. Вӗсем сирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарасси пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха: вӗсем хаклӑ канашсем пама тата хавхалантарма пултарнӑ пулӗччӗҫ вӗт! (Ытарӑшсем 13:21 вулӑр.)

3. а) Библире ҫырса кӑтартнӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен вӗренес тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

3 Паллах, «сӑваплисем... чӗрӗлсе тӑр[сан]» ҫакӑн пек ҫынсемпе туслашма май пулать (Ап. ӗҫ. 24:15). Анчах та Библире асӑннӑ шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсенчен халӗ те нумай вӗренме пулать. Мӗнле майпа? Павел апостол «хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр» тесе чӗнсе каланӑ (Евр. 6:12). Эппин, ҫирӗп ӗненнӗ арҫынсемпе тата хӗрарӑмсемпе айтӑр ҫывӑхрах паллашар. Малтан Павел сӑмахӗсенчен тухакан хӑш-пӗр ыйтусене пӑхса тухар: мӗн вӑл ӗненӳ тата мӗншӗн ӗненмелле? Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пулас тесен мӗн тумалла?

Мӗн вӑл ӗненӳ тата мӗншӗн ӗненмелле?

4. Хӑш-пӗр чухне ҫынсем ӗненӳ пирки мӗн шутлаҫҫӗ тата мӗншӗн ҫавнашкал шухӑшлани тӗрӗс мар?

4 Ӗненӳ — питӗ паха ен; ҫак кӗнекене вуласа эпир ҫав паха ене питӗ хакланӑ ҫынсемпе паллашӑпӑр. Паян нумайӑшӗ чӑн-чӑн ӗненӳ мӗне пӗлтернине пӗлмеҫҫӗ, ҫав ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗненӳ вӑл — витӗмлӗ ҫирӗплетӳсемсӗрех мӗнле те пулин шухӑшпа килӗшни. Анчах та ку пачах та тӗрӗс мар. Чӑн-чӑн ӗненӳ вӑл тӳрех ӗненсе лартни мар. Ҫакӑ туйӑм кӑна мар, Турӑ пуррине ӗненни ҫеҫ те мар. Суккӑрла ӗненни хӑрушӑ, туйӑм та килет те каять. Турӑ пуррине ӗненни ҫеҫ те ҫителӗксӗр, мӗншӗн тесен «шуйттансем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе тӑраҫҫӗ» (Иак. 2:19).

5, 6. а) Пирӗн ӗненӳ мӗнле икӗ япала ҫинче тытӑнса тӑрать? ӑ) Ӗненмешкӗн пирӗн ҫирӗп никӗс пулмалла-и? Тӗслӗх илсе парӑр.

5 Чӑн-чӑн ӗненӳ тӳрех ӗненсе лартнинчен питӗ уйрӑлса тӑрать. Библире ӗненӳ пирки мӗн ҫырнине аса илӗр-ха. (Еврейсем 11:1 вулӑр.) Павел ӗненӳ куҫа курӑнман икӗ япала ҫинче тытӑнса тӑрать тенӗ. Пӗрремӗшӗнчен, «курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни» ҫинче. Пирӗн куҫ пӗлӗтрине — Иегова Турра, унӑн Ывӑлне е пӗлӗтре ӗҫлеме пуҫланӑ Патшалӑха — курма пултараймасть. Иккӗмӗшӗнчен, ӗненӳ «ӗмӗтленнине пур пек курни» ҫинче — хальлӗхе пурнӑҫланман событисем ҫинче — тытӑнса тӑрать. Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех туса паракан ҫӗнӗ тӗнчене эпир паян хамӑр куҫпа курма пултараймастпӑр. Ҫакӑ пирӗн ӗненмешкӗн фактсемпе ҫирӗплетӳсем ҫуккине пӗлтерет-ши?

6 Паллах ҫук! Павел чӑн-чӑн ӗненӗвӗн ҫирӗп никӗс пур тесе ӑнлантарнӑ. Павел ӗненӳ пирки «пур пек курни» тенӗ, пирвайхи алҫырӑвӗнчи ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «пӗр-пӗр харпӑрлӑх правине ҫирӗплетсе паракан документ» тесе куҫарма та пулать. Калӑпӑр, сире кам та пулин ҫурт парнелеме шут тытнӑ. Ҫав ҫын сире документ парать те: «Акӑ сирӗн ҫӗнӗ ҫурт»,— тет. Паллах, ҫакӑ эсир хут листи ҫинче пурӑнассине пӗлтермест. Ҫак документӑн законлӑ вӑй пур, документ алра пулни ҫав ҫурт сирӗн харпӑрлӑх пулнине кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех ӗненни пире Турӑ сӑмах панисем пурте пурнӑҫланасса ҫирӗп шанма пулӑшать.

7. Чӑн-чӑн ӗненӳ пирки мӗн калама пулать?

7 Апла пулсан, чӑн-чӑн ӗненӳ унччен пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинче тата ҫирӗп шанни ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫакӑ Иегова Турӑ ҫинчен мӗн пӗлнипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ӗненнӗрен эпир Иегова пирӗншӗн юратакан Атте пулнине курса тӑратпӑр тата вӑл сӑмах панисем пурнӑҫланасса шанатпӑр. Анчах та чӑн-чӑн ӗненӳ ҫакӑ ҫеҫ мар-ха. Мӗнпур чӗрӗ япалана тӑтӑшах апат ҫитермелле пекех ӗненӗве те ҫирӗплетсе тӑмалла. Ӗненнине пирӗн ӗҫсемпе кӑтартмалла, унсӑрӑн вӑл вилет (Иак. 2:26).

8. Ӗненӳ мӗншӗн питӗ кирлӗ?

8 Мӗншӗн ӗненӳ питӗ кирлӗ? Павел апостол ҫак ыйту ҫине витӗмлӗ хурав панӑ. (Еврейсем 11:6 вулӑр.) Ӗненӳ пулмасан эпир Иеговӑпа туслӑ пулма тата ӑна юрама пултараймастпӑр. Ҫавӑнпа, ытти ӑс-тӑнлӑ пултарнисем пекех, хамӑра мӗнле тӗллевпе пултарнипе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен — Турӑ патне ҫывхарас тата ӑна мухтав кӳрес тесен — пире ӗненни питӗ кирлӗ.

9. Иегова пире ӗненӳ ҫав тери кирлине пӗлни ӑҫтан курӑнать?

9 Иегова пире ӗненӳ ҫав тери кирлине пӗлет. Вӑл пире ҫак паха ене аталантарма тата ӗҫсемпе кӑтартма вӗрентет, ҫавӑнпа вӑл пирӗн тӗслӗхсем пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Иегова христиансен пухӑвӗсене ырӑ тӗслӗх кӑтартакан арҫынсем панӑ, вӗсем вӗрентсе-ертсе пыраҫҫӗ. Библире каланӑ: «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненме тӑрӑшӑр» (Евр. 13:7). Унсӑр пуҫне, ӗлӗк-авал пурӑннӑ, Турра ҫирӗп ӗненнипе лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен Павел апостол «кӳнтеленсем пӗлӗт пек» тесе ҫырнӑ (Евр. 12:1, 2). Еврейсем патне янӑ ҫырура, 11-мӗш сыпӑкра вӗсенчен нумайӑшне асӑннӑ, анчах та пурне те мар. Тӗрлӗ лару-тӑрура пурӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ҫамрӑккисемпе ваттисем ҫинчен ҫырса панисем Библире сахал мар. Вӗсен ӗненӗвӗ пирӗншӗн тӗслӗх тата паян ытларахӑшӗ ӗненмен вӑхӑтра эпир вӗсенчен нумай вӗренме пултаратпӑр.

Ыттисем ӗненнӗ пек ӗненес тесен мӗн тумалла?

10. Хӑвӑр тӗллӗн вӗренни сире мӗнле майпа авалхи Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пек пулма пулӑшӗ?

10 Пӗр-пӗр ҫын пек пулас тесен чи малтан ӑна лайӑх сӑнамалла. Ҫак кӗнекене вуланӑ май, эсир ҫакна асӑрхама пултаратӑр: Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе сире лайӑхрах паллаштарас тесе нумай япалана питӗ тӗплӗн тӗпченӗ. Ҫакна шута илсе, мӗншӗн хӑвӑр тӗллӗн ытларах тӗпчес мар-ха? Хӑвӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне пособисемпе тата ытти хатӗрсемпе усӑ курса Библие тарӑнрах тӗпчӗр. Мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне ӗҫсем ӑҫта тата мӗнле лару-тӑрура пулса иртнине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр. Ҫав событисене, мӗн пулса иртнисене курма, унти сасӑсене илтме, шӑршӑсене туйма тӑрӑшӑр. Анчах та ҫавӑнти ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшни унтан та кирлӗрех. Эсир ҫав шанчӑклӑ ҫынсем мӗн туйнине туйса илсен, вӗсем сирӗншӗн паян пурӑнакан, хӑвӑр паллакан ҫынсем пекех пулӗҫ, хӑшӗ-пӗрисем вара тахҫанхи туссем пек ҫывӑх ҫынсем пулса тӑрӗҫ.

11, 12. а) Аврампа Сара сирӗншӗн ҫывӑх туссем пулччӑр тесен мӗн тумалла? ӑ) Анна, Илия е Самуил тӗслӗхӗсем сире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

11 Эсир вӗсене лайӑх пӗлсе ҫитсен, сирӗн вӗсем пек пулас килӗ. Сӑмахран, эсир ҫӗнӗ тивӗҫлӗх пирки шухӑшлатӑр. Иеговӑн организацийӗ сире ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма чӗнет. Тен, сире хыпарҫӑсем питӗ кирлӗ вырӑна куҫса кайма ыйтаҫҫӗ. Е унччен усӑ курман мелпе е хӑвӑрӑн пулсах кайман мелпе ырӑ хыпар пӗлтерме сӗнеҫҫӗ. Ҫавнашкал тивӗҫлӗх ҫинчен шухӑшланӑ чухне тата кӗлтунӑ чухне Аврам тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать? Вӑл та, Сара та хатӗр пулсах Урти канлӗ пурнӑҫне хӑварнӑ, юлашкинчен вара Турӑ вӗсене нумай пиллӗх панӑ. Эсир Аврампа Сара пек пулма тӑрӑшсан, вӗсене унчченхинчен те лайӑхрах пӗлнине туйса илетӗрех.

12 Енчен те эсир ҫывӑх ҫынсенчен е туссенчен хӑшӗ те пулин кӳрентернӗрен пӑшӑрханатӑр пулсан? Сирӗн пухӑва сиктерес шухӑш ҫуралма пултарать. Ҫавӑн пек чухне тӗрӗс йышӑну тума Анна тӗслӗхӗ пирки шухӑшлӑр: вӑл хӑйне Феннана усал тунӑ чухне те Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахман. Ҫапла вара Анна сирӗншӗн хаклӑ, шанчӑклӑ тус пулса тӑрӗ. Енчен те хӑвӑр никама та кирлӗ мар пек туятӑр пулсан, Илия мӗн тери хытӑ хуйхӑрни ҫинчен тата Иегова ӑна мӗнле пулӑшни ҫинчен аса илӗр, ҫапла Илия сирӗншӗн ҫывӑх ҫын пулса тӑрӗ. Шкул ачисем вара, йӗркесӗр ачасем хӗсӗрленине пӗрмаях тӳсекенсем, Самуил ҫинчен шухӑшласа ӑна лайӑхрах ӑнланма пултараҫҫӗ — вӑл чатӑрта ӗҫлесе тӑнӑ Илиян ывӑлӗсен япӑх витӗмне хирӗҫ тӑнӑ.

13. Библире ҫырса кӑтартнӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен тӗслӗх илни сире пӗрешкел тӑвать-и? Ӑнлантарса парӑр.

13 Эсир Библире ҫырса кӑтартнӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек ӗненсен, ҫакӑ Турӑ сирӗн ӗненӗве сахалтарах хаклама пуҫланине пӗлтерет-ши? Паллах ҫук! Асра тытӑр, Турӑ Сӑмахӗ пире ҫирӗп ӗненнӗ ҫынсенчен тӗслӗх илме хавхалантарать (1 Кор. 4:16; 11:1; 2 Фес. 3:7, 9). Унсӑр пуҫне, ҫак кӗнекере каласа панӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем те ӗлӗк-авал пурӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен тӗслӗх илнӗ. Сӑмахран, ҫак кӗнекен 17-мӗш сыпӑкӗнче Мария Аннӑн сӑмахӗсене калать пулас, мӗншӗн тесен Анна уншӑн тӗслӗх пулнӑ. Ҫакӑ Марийӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпех маррине пӗлтернӗ-ши? Ҫук паллах! Пачах урӑхла, Аннӑн тӗслӗхӗ Марийӑна хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетме тата Иегова Турӑ умӗнче ырӑ ятлӑ пулма пулӑшнӑ.

14, 15. Ҫак публикацие мӗн-мӗн кӗртнӗ тата вӑл сире ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

14 Ҫак кӗнекен тӗллевӗ — сире ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшасси. Малалли сыпӑксене 2008 ҫултан пуҫласа «Хурал башнинче» «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» рубрикӑра тухса тӑнӑ статьясенчен илнӗ. Унта ҫӗнӗ материал та пур, ҫавӑн пекех сӳтсе явмалли ыйтусем хушса панӑ, ҫак ыйтусем мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак кӗнеке валли илемлӗ ӳкерчӗксем ятарласа хатӗрленӗ, вӗсене тӗплӗн шухӑшласа тунӑ, унчченхисене пысӑклатнӑ тата лайӑхлатнӑ. Унта ҫавӑн пекех вӑхӑт шкали, карттӑсем тата ытти уйрӑмлӑхсем пур. «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» кӗнекене харпӑр хӑй тӗллӗн, ҫемьепе пӗрле тата пухупа пӗрле вӗреннӗ чухне вӗренме хатӗрленӗ. Нумай ҫемьене ӑна сасӑпа вулама килӗшӗ.

15 Ҫак кӗнеке сире ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ӗненнӗ пек ӗненме пулӑштӑр. Ӑна тӗпчесе ӗненӗве ҫирӗплетӗр тата хамӑрӑн пӗлӗтри Иегова Аттемӗр патне ҫывхарӑр!