Тӗп матералсем патне куҫӑр

Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?

Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?

Пирӗн пурнӑҫ...

  • ним улшӑнмасӑр, ҫаплипех тӑрса юлӗ-ши?

  • япӑхланса пырӗ-ши?

  • лайӑхланса пырӗ-ши?

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Ӳлӗмхине 21:4, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ

Тухӑҫлӑ та кӑмӑла каякан ӗҫ пулать (Исаия 65:21—23).

Чир-чӗр, хуйхӑ-суйхӑ тата хӗн-хур тек пулмасть (Исаия 25:8; 33:24).

Ҫемьепе, туссемпе пӗрле ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма пулать (Псалом 36:11, 29).

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ-ШИ?

Пулать, ҫакна валли сахалтан та икӗ сӑлтав пур:

  • Туррӑн хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлама вӑй пур. Библире Иегова Турӑ пирки кӑна «Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа» тенӗ, мӗншӗн тесен ун пек хӑватли никам та, нимӗн те ҫук (Ӳлӗмхине 15:3). Эппин, вӑл ҫак тӗнчене улӑштарса лайӑхлатма сӑмах панине пурнӑҫлама пултарать. Библире «Турӑ пурне те пултарать» тенӗ (Матфей 19:26).

  • Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласшӑн. Сӑмахран, Библире Иегова вилнисемшӗн «тунсӑхлать» тенӗ. Урӑхла каласан, Турӑ вӗсене шутсӑр вилӗмрен чӗртесшӗн (Иов 14:14, 15, «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ»).

    Унсӑр пуҫне Турӑ Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫынсене чирсенчен сыватнӑ. Мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ? Унӑн вӗсене сыватас килнӗ (Марк 1:40, 41). Хӑйӗн Ашшӗ пекех, Иисус ыттисене пулӑшасшӑн пулнӑ (Иоанн 5:19).

    Иеговӑпа Иисус пире телейлӗ пуласлӑх парнелесшӗн пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук! (Псалом 71:12—14; 144:16; 2 Петр 3:9.)

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР-ХА

Турӑ пирӗн тӗнчене мӗнле майпа лайӑхлатӗ?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе МАТФЕЙ 6:9, 10 тата ДАНИИЛ 2:44 пӑхӑр.