Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ СЫПӐК

Иисус каҫхине Никодима вӗрентет

Иисус каҫхине Никодима вӗрентет

ИОАНН 2:23—3:21

  • ИИСУС НИКОДИМПА КАЛАҪАТЬ

  • «ҪӲЛТЕН ҪУРАЛМАЛЛА» ТЕНИНЕ МӖНЛЕ ӐНЛАНМАЛЛА

Иерусалимра пирӗн эрӑри 30 ҫулхи Пасха уявӗнче Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем, е хӑватсем, тӑвать. Ҫавна пула нумайӑшӗ ӑна ӗненме пуҫлать. Никодим ятлӑ фарисей, Синедрион теекен иудейсен аслӑ сучӗн членӗ, питӗ тӗлӗннӗ. Нумайрах пӗлес тесе вӑл каҫ пулсан Иисус патне пырать. Вӑл иудейсен пуҫлӑхӗсем курасран, ҫапла вара хӑйӗн ятне ярасран хӑраса тӗттӗмленсен пырать пулмалла.

«Равви! — калать Никодим.— Эсӗ — Турӑ патӗнчен килнӗ Вӗрентекен, эпир ӑна пӗлетпӗр: Турӑпа пӗрле пулмасан, Эсӗ тӑвакан хӑватсене никам та тӑваяс ҫук». Иисус хуравланӑ чухне ҫын ҫӳлтен ҫуралсан кӑна Турӑ Патшалӑхне кӗме пултарать тесе калать Никодима (Иоанн 3:2, 3).

Анчах та ҫын мӗнле майпа ҫӳлтен ҫуралма пултарать? «Вӑл тепӗр хут амӑшӗн варне кӗрсе ҫуралма пултарайӗ-и вара?» — ыйтать Никодим (Иоанн 3:4).

Анчах та ҫӳлтен ҫураласси вӑл пачах урӑххине пӗлтерет. Иисус ӑнлантарса парать: «Шывран, Сывлӑшран ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ» (Иоанн 3:5). Иисус шыва кӗнӗ чухне ун ҫине святой сывлӑш ансан, вӑл «шывран, Сывлӑшран» ҫуралнӑ. Ҫавӑн чухне тӳперен: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче»,— текен сасӑ илтӗннӗ (Матфей 3:16, 17). Турӑ ҫапла Иисус пуласлӑхра ҫӳлти Патшалӑха кӗрекен хӑйӗн ывӑлӗ пулса тӑни пирки пӗлтернӗ. Каярахпа, пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче, святой сывлӑш Иисусӑн шыва кӗнӗ вӗренекенӗсем ҫине анӗ, ҫапла вара вӗсем Туррӑн ҫӳлтен ҫуралнӑ ывӑлӗсем пулса тӑрӗҫ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:1—4).

Иисус ӑнлантарса паракан ҫак чӑнлӑха, Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха, Никодима ӑнланма йывӑр. Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн ятарлӑ тивӗҫӗ — ҫын пулса тӑнӑ Турӑ Ывӑлӗн тивӗҫӗ — ҫинчен тӗплӗнрех каласа парать. Вӑл калать: «Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пек, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле» (Иоанн 3:14, 15).

Ӗлӗк-авал наркӑмӑшлӑ ҫӗлен сӑхнӑ израильтянсен ҫӑлӑнас тесен пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхмалла пулнӑ (Йыша шутлани 21:9). Ҫавӑн пекех ҫынсен пурин те вилӗмрен хӑтӑлас тесен тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен Турӑ Ывӑлне ӗненнине кӑтартмалла. Малалла Иисус ҫав тӗлӗшрен Иеговӑн юратӑвӗ мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса Никодима калать: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16). Ҫапла вара, Иисус, хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑранпа пӗр ҫур ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Иерусалимра хӑйӗн пирки этемлӗхе ҫӑлакан ҫул пулнине уҫса парать.

Иисус Никодима ҫакна калать: «Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине тӗнчене сут тумашкӑн яман». Урӑхла каласан, вӑл ҫӗр ҫине пур ҫынна та суд туса айӑплама тата тӗп тумалли приговор йышӑнма килмен. Ун вырӑнне, Иисус каланӑ тӑрӑх, ӑна «Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ» (Иоанн 3:17).

Никодим хӑранӑран тӗттӗмленсен Иисус патне кайнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус унпа калаҫнӑ чухне ҫав калаҫӑва ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫлени питӗ интереслӗ: «Сут ҫакӑ ӗнтӗ вӑл: тӗнчене ҫутӑ [урӑхла каласан, хӑй Иисус, унӑн пурнӑҫӗпе вӗрентӗвӗсем] килчӗ, анчах ҫынсем ҫутӑран ытларах сӗмлӗхе юратрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗсем усалччӗ. Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть; хӑйӗн ӗҫӗсем ан курӑнччӑр тесе, вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗҫӗсем усал. Ӗҫе тӗрӗс тӑвакан, хӑйӗн ӗҫӗсем курӑнччӑр тесе, ҫутӑ патне пырать, мӗншӗн тесессӗн вӗсене вӑл Турра юрӑхлӑ тунӑ» (Иоанн 3:19—21).

Халӗ вара, Туррӑн тӗллевӗнче Иисусӑн тивӗҫӗ мӗнлерех пулни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн, Никодимӑн — фарисейӑн тата Израильти вӗрентекенӗн — шухӑшламалӑх пур.