ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2015 февраль
Ҫак кӑларӑмра 2015 ҫулхи апрелӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 3-мӗш таран вӗренмелли статьясем пур.
Япони валли кӗтмен парне
Японире «Библи: Матфей ҫырнӑ Евангели» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ. Ҫак кӗнекен мӗнле уйрӑмлӑхсем пур? Мӗншӗн ҫакӑн пек кӗнеке кирлӗ пулнӑ?
Иисус пек хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр
1 Петр 2:21-мӗшӗ Иисус йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма ӳкӗтлет. Хамӑр ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах эпир Иисус пек хамӑра кӗҫӗне хума тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма пултаратпӑр-и?
Иисус пек хӑюллӑ та ӑнкаруллӑ пулӑр
Библи пире Иисус мӗнле ҫын пулнине пӗлме пулӑшать. Хӑюллӑ тата ӑнкаруллӑ пулас тӗлӗшрен унран тӗслӗх илнипе эпир унӑн йӗрӗпе мӗнле тӗп-тӗрӗс пыма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑха упрӑр
Ырӑ хыпар сарасси вӑл ҫӗр ҫинче хальхи вӑхӑтра тӑвакан чи кирлӗ ӗҫ пулнине эпир пӗлетпӗр. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑха упраса хӑварас тата ӳстерес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
Халӑхсене «Иегова вӗрентӗвӗ» валли хатӗрленӗ
Малтанхи христиансен ырӑ хыпар сарас ӗҫӗ мӗн таран ӑнӑҫлӑ пулнӑ? Мӗншӗн пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпара сарма историри ытти тапхӑрсенчен ҫӑмӑлрах пулнӑ?
Пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова ертсе пырать
Юлашки вӑхӑтра этемлӗх шутласа кӑларнӑ мӗнле хатӗрсем Иегова Свидетелӗсене ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма пулӑшаҫҫӗ?
Вулакансен ыйтӑвӗсем
Пухури тӑвансене кама шӑрша чӑтма питӗ йывӑр, ҫавсене пулӑшас тесе мӗн тума пулать? Хӑҫан христианкӑн пуҫне тӑхӑнмалла?
ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН
«Ятарлӑ тапхӑр»
«Сион хурал башни» Христос вилӗмне асӑнмалли Каҫхи апат уяв вӑхӑчӗ пирки «ятарлӑ тапхӑр» тенӗ те вулакансене ҫак уява паллӑ тума хавхалантарнӑ. Унччен Каҫхи апат уявне мӗнле паллӑ тунӑ?