Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Яшсемпе хӗрсем, Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр!

Яшсемпе хӗрсем, Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр!

«Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр — вара шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултарайӑр» (ЭФ. 6:11).

ЮРӐСЕМ: 79, 140

1, 2. а) Мӗншӗн ҫамрӑк христиансем те Сатанапа демонсене ҫӗнтерме пултараҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ПАВЕЛ христиансене вӑрҫӑра тытӑҫса ҫапӑҫакан салтаксемпе танлаштарнӑ. Эпир чӑнах та вӑрҫӑ вӑрҫатпӑр, анчах та пирӗн тӑшмансем ҫынсем мар, Сатанапа демонсем. Вӗсем вара — ҫапӑҫура пиҫӗхнӗ опытлӑ салтаксем пекех. Пӗрре пӑхсан, эпир вӗсене ҫӗнтерес ҫук пек туйӑнма пултарать, уйрӑмах, эпир ҫамрӑк пулсан. Яшсемпе хӗрсем ҫав хӑватлӑ тӑшмансене ҫӗнтерме пултараҫҫӗ-и? Паллах, пултараҫҫӗ! Иегова вӗсене хӑйӗн «хӑватлӑ вӑйӗпе» тӗреклетме пултарать. Унсӑр пуҫне, лайӑх вӗрентсе хатӗрленӗ салтаксем евӗр ҫамрӑксем «Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе» тӑхӑнаҫҫӗ. (Эфес 6:10—12 вуласа пар.)

2 Ҫав тӗслӗхе илсе панӑ чухне Павел Рим салтакӗсен вӑрҫӑ вӑрҫмалли хатӗрӗсем пирки каланӑ пулмалла (Ап. ӗҫ. 28:16). Айтӑр ҫав тӗслӗхе пӑхса тухар та ҫамрӑксене Турӑ паракан вӑрҫӑ хатӗрӗсене тӑхӑнма мӗншӗн хӑш-пӗр чухне йывӑр пулнине тата ҫав хатӗрсем мӗнле усӑ панине пӗлер.

Сирӗн вӑрҫӑ хатӗрӗсем пурте пур-и?

«ПИЛӖКӖРЕ ЧӐНЛӐХ ҪЫХӐР»

3, 4. Мӗншӗн Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха Рим ҫар ҫыннин пиҫиххийӗпе танлаштарма пулать?

3 Эфес 6:14 вуласа пар. Рим ҫар ҫыннин пиҫиххийӗ ҫинче тимӗр пластинӑсем пулнӑ, вӗсем салтакӑн пилӗкне хӳтӗленӗ. Ҫав пиҫиххие тимӗр тумтир ҫийӗн ҫыхнӑ, ҫавна пула ҫав йывӑр тумтир салтакӑн хулпуҫҫийӗ ҫине сахалтарах пусса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр пиҫиххисем ҫинче ҫирӗп зажимсем пулнӑ, вӗсем ҫине хӗҫ тата кинжал ҫакса ҫӳренӗ. Пиҫиххие ҫирӗп туртса ҫыхнӑ пулсан салтак хӑюллӑнах ҫапӑҫӑва тухма пултарнӑ.

4 Ҫавӑн евӗрлех Туррӑн Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсем пире суя вӗрентӳсенчен хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ (Иоанн 8:31, 32; 1 Иоанн 4:1). Турӑ уҫса панӑ чӑнлӑхсене эпир мӗн чухлӗ хытӑрах юрататпӑр, «тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне» тӑхӑнса ҫӳреме — Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма — ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлтарах пулӗ (Пс. 110:7, 8; 1 Иоанн 5:3). Унсӑр пуҫне, эпир Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене лайӑх ӑнлансан, вӗсене хӳтӗлеме яланах хатӗр пулӑпӑр (1 Петр 3:15).

5. Мӗншӗн пирӗн яланах тӗрӗссине каламалла?

5 Пилӗке Библири чӑнлӑхпа ҫирӗп туртса ҫыхса ҫӳрени пире чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пурӑнма тата яланах тӗрӗссине калама пулӑшать. Мӗншӗн эпир суйса калаҫмастпӑр? Мӗншӗн тесен суя — Сатана усӑ куракан вӑрҫӑ хатӗрӗсенчен пӗри, вӑл унпа питӗ ӑста усӑ курать. Суя суеҫтерекене кӑна мар, ӑна ӗненсе лартакана та сиен кӳрет (Иоанн 8:44). Ҫавӑнпа, ҫитменлӗхлӗ пулсан та, пирӗн нихӑҫан та суяс мар тесе пӗтӗм вӑя хумалла (Эф. 4:25). Анчах та ҫакна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. 18 ҫулхи Абигейл акӑ мӗн калать: «Йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнас тесе улталасан лайӑхрах пулать пек туйӑнма пултарать, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне тӗрӗссине пытарас килет». Ҫав-ҫавах Абигейл яланах тӗрӗссине калать. Мӗншӗн? Вӑл ӑнлантарса парать: «Суймасӑр пурӑнни мана Иегова умӗнче совеҫе таса упрама пулӑшать. Аттепе анне тата туссем вара мана шанма юранине пӗлеҫҫӗ». 23 ҫулхи Виктория ҫапла калать: «Тӗрӗссине каланӑ чухне тата хӑв мӗне ӗненнине ҫирӗп тытса тӑнӑ чухне ыттисем санран тӑрӑхласа кулма пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ чухне нумай пиллӗх илетӗн: хӑюллӑрах пулса тӑратӑн, Иеговӑпа ҫывӑхланатӑн тата сана юратакан ҫынсем хӑвна хисепленине туятӑн». Чӑнах та, чӑнлӑх пиҫиххине салтмасӑр ҫӳрени ҫав тери кирлӗ.

Чӑнлӑх пиҫиххийӗ (3—5 абзацсене пӑхӑр.)

«ТӲРӖЛӖХӖН ҪАПСА ВИТЕРМЕ ҪУК ТУМТИРӖ»

6, 7. Мӗншӗн тӳрӗлӗхе Рим салтакӗн тимӗр тумтирӗпе танлаштарма пулать?

6 Рим ҫар ҫыннисем усӑ курнӑ тимӗр тумтире горизонтальлӗ пластинӑсенчен тума пултарнӑ, ун пек чухне пӗр пластинӑн хӗрри тепӗр пластинӑн хӗррине витсе тӑнӑ. Ҫав пластинӑсем авӑнчӑк пулнӑ тата салтакӑн кӑкӑрӗпе ҫурӑмне те, аякӗсене те хупӑрланӑ. Пластинӑсене пӗр-пӗринпе пӗрлештерме-ҫыхӑнтарма крючоксемпе, тӑхасемпе тата ансӑр чӗн пиҫиххисемпе усӑ курнӑ. Салтакӑн хулпуҫҫине те чӗн пиҫиххисем ҫине ҫаклатнӑ тимӗр пластинӑсем хӳтӗленӗ. Ҫакӑн пек тимӗр тумтир тӑхӑнсан алла хускатма тата ҫаврӑнкаланма йывӑртарах пулнӑ. Унсӑр пуҫне, салтакӑн хӑй ҫинчи пластинӑсем ҫирӗп тытӑнса тӑнипе тӑманнине тӗрӗслесех тӑмалла пулнӑ. Анчах та ҫав тумтир ҫар ҫыннин чӗрине тата ытти органӗсене ухӑ йӗпписенчен тата хӗҫпе амантасран хӳтӗленӗ.

7 Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем пирӗн сӑнарлӑ чӗрене хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ (Ытар. 4:23). Ҫар ҫыннине тимӗртен тунӑ тумтир вырӑнне ҫирӗпех мар металран тунӑ тумтире сӗнес пулсан, вӑл нихӑҫан та ӑна тӑхӑнма килӗшмӗччӗ. Ҫавӑн евӗрлех эпир те Туррӑн тӳрӗлӗх нормисемпе пурӑнас вырӑнне нихӑҫан та хамӑр пӗлнӗ пек пурӑнмӑпӑр. Хамӑр чӗрене хӳтӗлеме пирӗн ҫителӗклӗ таран ӑслӑлӑх ҫук (Ытар. 3:5, 6). Ҫавӑнпа Иегова панӑ «тимӗр тумтир» хамӑрӑн чӗрене лайӑх хӳтӗленипе хӳтӗлеменнине пирӗн пӗрмаях тӗрӗслесе тӑмалла.

8. Мӗншӗн Иеговӑн нормисене тытса тӑмалла?

8 Тен, хӑш-пӗр чухне сана Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма ытла йывӑр пек тата вӗсене тытса тӑрсан хӑв мӗн тӑвас тенине тума пултараймастӑн пек туйӑнма пултарать. 21 ҫулхи Дэниел ятлӑ арҫын тӑван калать: «Библи нормисемпе пурӑннӑшӑн пӗрле вӗренекенсем тата учительсем манран тӑрӑхласа кулатчӗҫ. Пӗр вӑхӑтлӑха ман ал усӑнчӗ». Ҫав йывӑр туйӑмсене вӑл мӗнле ҫӗнтернӗ? «Каярахпа эпӗ Иеговӑн нормисене тытса тӑни мӗншӗн чылай лайӑхрах пулнине ӑнланса илтӗм,— тет Дэниел.— Манӑн хӑш-пӗр „туссем“ наркомансем пулса тӑчӗҫ, теприсем шкула ҫӳреме пӑрахрӗҫ. Вӗсен пурнӑҫӗ кутӑн кайнине курса тӑма йывӑр пулчӗ. Иегова чӑнах та пире хӳтӗлесе тӑрать». 15 ҫулхи Мадисон вара акӑ мӗн калать: «Мана Иеговӑн нормисене тытса тӑма тата чӑнкӑ е кулӑшла пек курӑнакан ӗҫсенчен пӑрӑнма ҫӑмӑл мар. Маншӑн ку чӑн-чӑн кӗрешӳ». Ӑна мӗн пулӑшать-ши? Мадисон калать: «Эпӗ хама Иегова ячӗпе ҫӳрени ҫинчен тата илӗртӳсем Сатана мана тӗллесе пенӗ ухӑ йӗпписем пекех пулни ҫинчен аса илтерсе тӑратӑп. Кӗрешӳре ҫӗнтернӗ чухне эпӗ хама хӑюллӑрах туятӑп».

Тӳрӗлӗхӗн тимӗр тумтирӗ (6—8 абзацсене пӑхӑр.)

«КАНӐҪЛӐХ ҪИНЧЕН ЫРӐ ХЫПАР ПӖЛТЕРМЕШКӖН УРӐРА СЫРСА ХАТӖР ТӐРӐР»

9—11. а) Христиансен мӗнле сӑнарлӑ ура сырри пулмалла? ӑ) Ырӑ хыпара хӑюллӑн сарма мӗн пулӑшма пултарать?

9 Эфес 6:15 вуласа пар. Рим салтакӗ урине сырман пулсан вӑл ҫапӑҫӑва тухайман пулӗччӗ. Ура сырри сандали евӗр пулнӑ, унӑн тӗпне виҫӗ тир татӑкне пӗрле ҫӗлесе сыпӑнтарса тунӑ пулнӑ. Ҫакӑ салтака ура ҫинче ҫирӗп тӑма май панӑ. Ҫавӑн пек ура сырри ҫирӗп те ҫӳреме меллӗ пулнӑ.

10 Сӑнарлӑ ура сырри христиансене канӑҫлӑх ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме пулӑшать (Ис. 52:7; Рим 10:15). Ҫав-ҫавах ҫавна тума вӗсене хӑш-пӗр чухне хӑюлӑх кирлӗ. 20 ҫулхи Бо акӑ мӗн калать: «Вӑтанчӑк пулнӑран пулӗ эпӗ пӗрле вӗренекенсене ырӑ хыпар калама хӑраттӑмччӗ. Каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ май эпӗ ӑнланатӑп: ун чухне вӑтанма ман нимле сӑлтав та пулман. Эпӗ халӗ хампа пӗр ҫулхисене хаваспах Турӑ ҫинчен каласа паратӑп».

11 Ҫамрӑк христиансем нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ыттисене ырӑ хыпар пӗлтерме маларах хатӗрленни хӑюллӑрах пулма пулӑшать. Мӗнле хатӗрленме пулать? 16 ҫулхи Джулия каласа парать: «Манӑн сумкӑра ялан мӗнле те пулин литература пур. Унсӑр пуҫне, пӗрле вӗренекенсем хӑйсен шухӑшӗсене е хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен каланӑ чухне эпӗ питӗ тимлӗ итлетӗп. Кайран вара хам вӗсене мӗнле пулӑшма пултарасси ҫинчен шухӑшлатӑп. Хатӗрленсен эпӗ вӗсен чӗрине пырса тивме пултаракан сӑмахсене калама пултаратӑп». 23 ҫулхи Макензи калать: «Тантӑшсемпе хӑвна ырӑ тытатӑн пулсан тата вӗсене тимлӗ итлетӗн пулсан эсӗ вӗсен йывӑрлӑхӗсене ӑнланма пуҫлатӑн. Эпӗ пирӗн организаци ҫамрӑксем валли кӑларнӑ публикацисене пурне те вулама тӑрӑшатӑп. Ҫавна пула эпӗ хамӑн тантӑшсене вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркине тата вӗсене усӑллӑ пулма пултаракан хамӑрӑн интернет-материалсене кӑтартма пултаратӑп». Ҫак ҫамрӑк тӑвансен сӑмахӗсем ҫакна кӑтартаҫҫӗ: ырӑ хыпар пӗлтерме мӗн чухлӗ лайӑхрах хатӗрленетӗн, сӑнарлӑ сандали ура ҫинче ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах ларать.

Ырӑ хыпар сармалли ура сырри (9—11 абзацсене пӑхӑр.)

«ӖНЕНӖВӖН ХУЛКАНӖ»

12, 13. Мӗнле «хӗртсе яракан» ухӑ йӗпписемпе Сатана усӑ курать?

12 Эфес 6:16 вуласа пар. Рим салтакӗн пысӑк хулканӗ, е щичӗ, тӳркӗтеслӗх пек пулнӑ тата вӑл салтака хулпуҫҫийӗнчен пуҫласа чӗркуҫҫийӗ таран хупланӑ. Ҫакӑ ҫар ҫыннине хӗҫрен, сӑнӑран тата ухӑ йӗпписенчен хӳтӗленӗ.

13 «Шуйттанӑн хӗртсе яракан» ухӑ йӗпписенчен пӗри Иегова ҫинчен суя калани, тӗслӗхрен, Турӑ пирӗн пирки пӗртте шутламасть тата пире юратмасть тени. Акӑ 19 ҫулхи Идӑн тӗслӗхӗ. Вӑл хӑш-пӗр чухне хӑйне ниме тӑман ҫын пек туять. Ида калать: «Мана час-часах Иегова манран питӗ аякра пек тата вӑл манӑн тус пуласшӑн мар пек туйӑнать». Ҫакӑн пек «ухӑ йӗпписенчен» хӳтӗленме Идӑна мӗн пулӑшать? «Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем манӑн ӗненӗве питӗ ҫирӗплетеҫҫӗ,— тет вӑл.— Малтан эпӗ шӑпӑрт лараттӑмччӗ, комментарисем памастӑмччӗ. Эпӗ мӗн шутлани никама та интереслӗ мар тесе шутлаттӑм. Халӗ вара эпӗ пухусене хатӗрленетӗп тата икӗ-виҫӗ хурав пама тӑрӑшатӑп. Ҫакна тума ҫӑмӑл мар, анчах та кайран эпӗ хама лайӑхрах туятӑп. Тӑвансем вара мана епле хавхалантараҫҫӗ! Кашни тӗлпулу хыҫҫӑн Иегова мана юратнине туятӑп».

14. Идӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

14 Идӑн сӑмахӗсем питӗ кирлӗ чӑнлӑха ҫирӗплетсе параҫҫӗ: Рим салтакӗн хулканӗпе танлаштарас пулсан, «ӗненӗвӗн хулканӗ» пысӑкланма та, пӗчӗкленме те пултарать — ҫакӑ вара пирӗнтен килет (Матф. 14:31; 2 Фес. 1:3). Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑмалла.

Ӗненӗвӗн пысӑк хулканӗ (12—14 абзацсене пӑхӑр.)

«ҪӐЛӐНӐҪӐН КАЛПАКӖ»

15, 16. Мӗншӗн шанчӑка шлемпа танлаштарма пулать?

15 Эфес 6:17 вуласа пар. Рим салтакӗсен шлемӗ пуҫа, мӑя тата пит-куҫа хӳтӗленӗ. Салтак ӑна алра йӑтма пултартӑр тесе хӑш-пӗр шлемсене хӑлӑплӑ тунӑ.

16 Шлем ҫар ҫыннин пуҫне хӳтӗленӗ пекех «ҫӑлӑнас ӗмӗт» те пирӗн ӑс-тӑна хӳтӗлет (1 Фес. 5:8; Ытар. 3:21). Шанчӑк пире Турӑ сӑмах панисене асра тытма тата йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать (Пс. 26:1, 14; Ап. ӗҫ. 24:15). Анчах та «ҫӑлӑнӑҫӑн калпакӗ» пире хӳтӗлетӗр тесен пирӗн ӑна алра йӑтмалла мар, пуҫ ҫине тӑхӑнмалла.

17, 18. а) Сатана пире «ҫӑлӑнӑҫӑн калпакне» хывтарас тесе мӗн тӑвать? ӑ) Эпир Сатанана хамӑра улталама паманнине мӗнле кӑтартатпӑр?

17 Сатана пире «ҫӑлӑнӑҫӑн калпакне» хывтарас тесе мӗн тӑвать? Иисуспа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Турӑ Иисуса пӗтӗм ҫӗре ертсе пыма власть парасси пирки Сатана пӗлнӗ паллах. Анчах та малтан Иисусӑн асапланса вилмелле пулнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара Патша пулса тӑма унӑн Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑта кӗтмелле пулнӑ. Ҫавӑнпа Сатана Иисуса кӗскерех те ҫӑмӑлтарах ҫулпа кайма сӗннӗ: мана пӗрре пуҫҫапсанах веҫех хӑв аллуна илетӗн тенӗ (Лука 4:5—7). Иегова пире ҫӗнӗ тӗнчере шутсӑр нумай парне парасси пирки Сатана пӗлет. Анчах та пирӗн ҫав вӑхӑта кӗтмелле, кӗтнӗ май вара, тен, йывӑрлӑхсене те тӳсмелле пулӗ. Ҫавӑнпа Сатана пире халех хӑтлӑ пурнӑҫпа пурӑнма сӗнет. Вӑл пире пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн мар, ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнассишӗн тӑрӑшма хистет (Матф. 6:31—33).

18 Ытти ҫамрӑк христиансем нумайӑшӗсем пекех 20 ҫулхи Киана та хӑйне улталама памасть. Вӑл калать: «Пирӗн йывӑрлӑхсене пурне те Турӑ Патшалӑхӗ кӑна татса парасси пирки эпӗ пӗлетӗп». Ҫак ҫирӗп шанчӑк Кианӑн шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Рай пуласса шанса тӑни мана ҫак тӗнче мӗн-мӗн сӗнни ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать. Эпӗ хамӑн пултарулӑхсемпе усӑ курса ытларах укҫа тӑвас тесе е карьера тӑвас тесе тӑрӑшмастӑп. Ун вырӑнне эпӗ хамӑн вӑхӑтпа тата вӑйпа Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе усӑ куратӑп».

Ҫӑлӑнӑҫ калпакӗ (15—18 абзацсене пӑхӑр.)

«ХӖҪ — ТУРӐ СӐМАХӖ»

19, 20. Турӑ Сӑмахӗпе ӑста усӑ курма вӗренес тесен мӗн тумалла?

19 Рим ҫар ҫыннисен хӗҫӗсен тӑршшӗ 50 сантиметра яхӑн пулнӑ, вӗсемпе тӑшманпа тытӑҫса ҫапӑҫнӑ чухне усӑ курнӑ. Рим салтакӗсем хӗҫпе питӗ ӑста ҫапӑҫнӑ, мӗншӗн тесен хӑйсен ӑсталӑхне аталантарма кашни кун вӑй хунӑ.

20 Павел апостол Турӑ Сӑмахне Иегова панӑ хӗҫпе танлаштарнӑ. Анчах та хамӑр мӗне ӗненнине хӳтӗлес тесе е хамӑрӑн тӗрӗс мар шухӑшсене пӗтерес тесе пирӗн ҫак хӗҫпе ӑста усӑ курма вӗренмелле (2 Кор. 10:4, 5; 2 Тим. 2:15). Хамӑрӑн ӑсталӑха ӳстерес тесе мӗн тума пулать? 21 ҫулхи Себастиан акӑ мӗн калать: «Библи вуланӑ чухне эпӗ кашни сыпӑкӗнчен пӗр сӑвӑ йӗркине ҫырса илетӗп. Ҫапла эпӗ юратнӑ сӑвӑ йӗркисене пухатӑп. Ҫакӑ мана Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренме пулӑшать». Ҫӳлерех асӑннӑ Дэниел вара ҫапла калать: «Библи вуланӑ май эпӗ ҫынсене пулӑшма пултаракан сӑвӑ йӗркисене палӑртатӑп. Ҫакна та асӑрхарӑм: ҫынсем эпир вӗсене пулӑшасшӑн пулнине курсан тата эпир Библи ҫинчен хавхалануллӑн калаҫсан лайӑхрах итлеҫҫӗ».

Туррӑн сывлӑшӗ паракан хӗҫ (19, 20 абзацсене пӑхӑр.)

21. Мӗншӗн пирӗн Сатанапа демонсенчен хӑрамалла мар?

21 Ҫак статьяра асӑннӑ яшсемпе хӗрсен тӗслӗхӗсем Сатанапа демонсенчен хӑрамалла маррине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫак тӑшмансем хӑватлӑ, анчах та вӗсене ҫӗнтерме пулать. Унсӑр пуҫне, вӗсем вилӗмсӗр мар. Кӗҫех, Христос пин ҫул хушши ертсе пыма пуҫласан, вӗсем тӗрмери пек пулӗҫ, вара ҫынсем ҫине витӗм кӳреймӗҫ. Пин ҫул иртсен вара вӗсем тӗп пулӗҫ (Ӳлӗм. 20:1—3, 7—10). Эпир хамӑрӑн тӑшмана та, унӑн тактикипе тӗллевӗсене те питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Иегова пире ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме пулӑшатех!