«Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ»

«Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ»

Усал та йӗркесӗр ҫынсем айӑпсӑр ҫынсене хӗсӗрленине эсир курнӑ пулӗ. Усаллӑхпа тӗрӗсмарлӑх хӑҫан та пулин пӗтессе шанма пулать-и?

Хуравне 36-мӗш Псаломра тупма пулать. Ҫавӑн пекех унта усӑллӑ канашсем те пур, эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан ҫав канашсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак Псалом аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине мӗнле хуравланине пӑхӑр.

  • Хамӑра хӗсӗрлекен ҫынсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (1, 2 сӑвӑ йӗркисем.)

  • Усал ҫынсемпе мӗн пулӗ? (10-мӗш сӑвӑ йӗрки.)

  • Тӗрӗссине тӑвакан ҫынсене мӗнле пуласлӑх кӗтет? (11, 29 сӑвӑ йӗркисем.)

  • Пирӗн халех мӗн тумалла? (34-мӗш сӑвӑ йӗрки.)

36-мӗш Псалом пире ҫакна шантарса калать: Иеговӑна шанакансене тата унӑн ҫулӗпе ҫӳрекенсене пурне те чаплӑ пуласлӑх кӗтет. Сирӗн те, юратнӑ ҫыннӑрсен те ҫав пурнӑҫпа пурӑнма май пур. Иегова Свидетелӗсем ҫав тӗлӗшрен сирӗн мӗн-мӗн тумалли пирки Библире мӗн ҫырнине пӗлме хаваспах пулӑшӗҫ.