Хӑвӑр ҫипуҫпа Турра мухтав кӳрсе тӑрӑр
«Пӗтӗмпех Турра мухтаса тӑвӑр» (1 КОР. 10:31).
1, 2. Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ҫипуҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
«ПИТӖ шӑрӑхчӗ. Нумайӑшӗ куллен тӑхӑнмалли тумтирпех килнӗ». Ҫапла Нидерландире тухакан хаҫатра чиркӳ пуҫлӑхӗсен тӗлпулӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ пулнӑ. Анчах та ҫав хаҫатрах «Иегова Свидетелӗсен конгресӗнче... пачах урӑххине куратӑн» тенӗ. Статьяра палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ачасем те пиншак тӑхӑнса тата галстук ҫыхса килнӗ, хӗрачасемпе хӗрарӑмсен юбкисен тӑршшӗне пӑхсан вара, вӗсем килӗшӳллӗ, ҫав вӑхӑтрах модӑран юлмасӑр тӑхӑнма пӗлни курӑнать. Чӑнах та, «ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ» тумпа хӑйсене капӑрлатса «Турра юраса пурӑнма» тӑрӑшнӑшӑн Иегова Свидетелӗсене час-часах мухтаҫҫӗ (1 Тим. 2:9, 10). Ҫав сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене Павел апостол хӗрарӑмсем пирки каланӑ пулсан та, ҫавӑнти принципа арҫынсен те шута илмелле.
2 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫипуҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмаҫҫӗ. Эпир мӗн тӑхӑнса ҫӳрени Турӑшӑн та пурпӗрех мар (Пулт. 3:21). Ҫак тӗлӗшрен Сӑваплӑ Ҫыру та Ҫӳлти Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫипуҫ пирки нормӑсем панине уҫҫӑн кӑтартса парать. Апла пулсан, ҫак тӗлӗшрен хамӑра мӗн килӗшнине ҫеҫ мар, Иегова Турӑ мӗн шутланине те шута илмелле.
3. Израильтянсене панӑ Саккунран ҫипуҫ тӗлӗшӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
3 Израильтянсене панӑ Саккунра аскӑнланса пурӑннӑ халӑхсенчен хӳтӗлекен ӳкӗтсем пулнӑ. Тӗслӗхрен, ҫын арҫын е хӗрарӑм пулнине уйӑрса илмелле мар ҫипуҫпа ҫӳрет пулсан, ҫакӑ Иеговӑна йӗрӗнтерни Саккунран уҫҫӑн курӑнать. Паян ҫак модӑна унисекс моди теҫҫӗ. (Саккуна астутарни 22:5 вуласа пар.) Турӑ ҫипуҫ пирки панӑ хушусем ҫакна уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ: арҫын хӗрарӑмла тумланни, хӗрарӑм вара арҫынла тумланни тата ҫын ҫипуҫӗнчен вӑл арҫын е хӗрарӑм пулнине пачах уйӑрса илме ҫукки — Турӑшӑн йӗркесӗр япала.
4. Тумтир пирки тӗрӗс йышӑну тума христиансене мӗн пулӑшать?
4 Турӑ Сӑмахӗнче ҫипуҫ пирки тӗрӗс йышӑну тума пулӑшакан канашсем пур. Ҫак канашсемпе христиансем хӑш вырӑнта, хӑш халӑх хушшинче пурӑннине тата климат мӗнлине пӑхмасӑрах усӑ курма пултараҫҫӗ. Пире мӗнле тумтир тӑхӑнма юранипе юраманнине кӑтартакан список кирлӗ мар. Эпир Библири принципсене шута илсе тумланатпӑр, анчах ҫакӑ хамӑра килӗшекен тумтире суйласа илме ҫуккине пӗлтермест. Пачах урӑхла, ҫакӑ пире «Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн» пулӑшать (Рим 12:1, 2). Айтӑр хӑш-пӗр принципсене пӑхса тухар.
«ЭПИР КИРЕК ХӐҪАН ТА ТУРРӐН ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ПЕК ПУРӐНАТПӐР»
5, 6. Пирӗн ҫипуҫ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?
5 2 Коринф 6:4-мӗшӗнче (вуласа пар) Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе пысӑк пӗлтерӗшлӗ принцип ҫырса панӑ. Тумтир пирӗн ҫинчен нумай каласа пама пултарать. Ҫынсем ҫипуҫ ҫине пӑхса пирӗн ҫинчен япӑх е лайӑх шутлама пултараҫҫӗ (1 Патш. 16:7). Ҫавӑнпа пирӗн, Туррӑн ӗҫлекенӗсен, тумтир суйласа илнӗ чухне хамӑра килӗштӗр тата тӑхӑнса ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе ҫеҫ шутламалла мар. Турӑ Сӑмахӗнчи принципсене пӗлни пире ҫӑтӑ та уҫӑ, таса мар туйӑмсене вӑратакан тумтире тӑхӑнса ҫӳреме памӗ. Христиансен ыттисене курма юраман ӳт пайӗсем ҫине тимлеттерекен тумтире те тӑхӑнма юрамасть. Пирӗн ҫипуҫа пула ҫынсен аванмарланмалла тата пирӗн ҫинчен куҫа тартмалла ан пултӑр.
6 Тумланса эпир ыттисен туйӑмӗсене шута илетпӗр пулсан тата ҫипуҫран эпир сӑпайлӑ ҫынсем пулни курӑнать пулсан, ҫынсем пире, Иеговӑн ӗҫлекенӗсене, ытларах хисеплеме пуҫлӗҫ. Тен, вӗсен эпир пуҫҫапакан Турӑ ҫинчен нумайрах пӗлес килсе кайӗ. Унсӑр пуҫне, эпир йӗркеллӗ ҫипуҫпа ҫӳренине курса ҫынсем пирӗн организаци ҫинчен те лайӑх шутлама пуҫлӗҫ. Тата пурнӑҫа ҫӑлакан хыпара итлеме вӗсен кӑмӑлӗсем ҫаврӑнма пултарӗҫ.
7, 8. Тумтир тӗлӗшӗнчен уйрӑмах хӑҫан тимлӗ пулмалла?
7 Сӑваплӑ Турӑ ҫинчен, пухури тӑвансем ҫинчен тата пирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем ҫинчен шухӑшласа тумланатпӑр пулсан, хамӑр ҫипуҫпа Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрӑпӑр тата эпир калакан хыпар питӗ хаклӑ пулнине кӑтартӑпӑр (Рим 13:8—10). Ҫак тӗлӗшрен уйрӑмах ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене кайнӑ чухне тимлӗ пулмалла, «Турра юраса пурӑнма» тӑрӑшакан ҫынсем пек тумланмалла (1 Тим. 2:10). Паллах ӗнтӗ, пӗр-пӗр ҫӗрте йӗркеллӗ шутланакан тумтир тепӗр ҫӗрте пачах юрӑхсӑр шутланма пултарать. Ҫавӑнпа та Иеговӑн ӗҫлекенӗсен, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, ыттисен туйӑмӗсене тата вырӑнти йӑла-йӗркесене шута илсе тумланмалла.
8 1 Коринф 10:31 вуласа пар. Конгреса каяс пулсан, пирӗн тумтир унта кайма юрӑхлӑ пулмалла. Ҫак тӗнчери ҫынсем пек виҫерен тухса каймалла мар. Хӑна ҫуртне килнӗ чухне те, унтан тухса кайнӑ чухне те, ҫавӑн пекех конгресс программи умӗн е хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑта ирттернӗ чухне те пирӗн тирпейсӗр тата тӑрлавсӑр тӑхӑнмалла мар. Вара эпир Иегова Свидетелӗсем тесе пӗр вӑтанмасӑр калама пултаратпӑр тата май килнӗ чухне ҫынсене ырӑ хыпара хӑюллӑн каласа параятпӑр.
9, 10. Тумтир суйласа илнӗ чухне мӗншӗн Филиппӑ 2:4-мӗшӗнчи принципа шута илмелле?
9 Филиппӑ 2:4 вуласа пар. Христиансен хӑйсен ҫипуҫӗ пухури тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшламалла. Мӗншӗн? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Туррӑн ӗҫлекенӗсем «ҫӗр ҫинчи ӗҫсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха» пӗтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ (Кол. 3:2, 5). Пире пула пухури тӑвансене ҫакна тума йывӑртарах ан пултӑр тетпӗр. Хӑшӗ-пӗрисем унччен аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ, тен, вӗсене халӗ те ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешме тивет (1 Кор. 6:9, 10). Паллах ӗнтӗ, тӑвансен ҫак кӗрешӗвне пирӗн йывӑрлатса ярас килмест.
10 Тӑвансем хушшинче чухне — пухӑвӑн 1 Петр 1:15, 16). Чӑн-чӑн юрату «пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть» (1 Кор. 13:4, 5).
тӗлпулӑвӗсенче е пӗрле каннӑ чухне — пирӗн ҫипуҫран эпир нравственность нормисене тытса тӑракан халӑх пулни курӑнса тӑмалла. Паллах, мӗнле тумланмаллине эпир хамӑр суйласа илме пултаратпӑр. Анчах пирӗн пурсӑмӑрӑн та яваплӑх пур — хамӑрӑн ҫипуҫпа ыттисене нравственность нормисене тытса тӑма тата шухӑшсемпе, сӑмахсемпе, ӗҫсемпе Турӑ умӗнче юрӑхлӑ тӑрса юлма пулӑшасси (ЛАРУ-ТӐРӐВА ШУТА ИЛСЕ ТУМЛАНАТПӐР
11, 12. Тумтир суйласа илнӗ чухне мӗн шута илмелле?
11 Мӗнле тумтир тӑхӑнмалли пирки йышӑну тунӑ чухне Туррӑн ӗҫлекенӗсем «ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур» тенине асра тытаҫҫӗ (Еккл. 3:1, 17). Паллах ӗнтӗ, тумтире эпир климата кура тата ҫанталӑка пӑхса тӑхӑнатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир мӗн тӑхӑнасси лару-тӑруран та, пурнӑҫ условийӗсенчен те килет. Анчах та Иеговӑн нормисем ҫанталӑкпа пӗрле улшӑнмаҫҫӗ (Мал. 3:6).
12 Климат шӑрӑх пулсан, тумтире ӑслӑ-тӑнлӑ тата ыттисен туйӑмӗсене шута илсе суйласа илме йывӑртарах пулма пултарать. Ҫавӑнпа эпир ыттисене аванмарлатса яракан ытлашши ҫӑтӑ е ытлашши уҫӑ тумтир тӑхӑнманшӑн пухури тӑвансем питӗ пархатарлӑ (Иов 31:1). Ҫавӑн пекех, пляжа е бассейна кайсан та пирӗн шыва кӗмелли тум йӗркеллӗ пулмалла (Ытар. 11:2, 20). Шыва кӗмелли тум нумайӑшӗн ытла уҫӑ пулсан та, эпир, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, чи малтанах хамӑрӑн сӑваплӑ Турра мухтав кӳресси ҫинчен шутлатпӑр.
13. Тумтир суйланӑ чухне мӗншӗн пирӗн 1 Коринф 10:32, 33-мӗшӗсенчи принципа шута илмелле?
13 Юрӑхлӑ тумтир суйласа илме тепӗр принцип та пулӑшать. Пирӗн ыттисен совеҫне, вӗсем Свидетельсем мар пулсан та, шута илмелле. (1 Коринф 10:32, 33 вуласа пар.) Ыттисене такӑнтарма пултаракан тумтире тӑхӑнмалла маррине ялан асра тытмалла. Павел апостол ҫырнӑ: «Пирӗн пурсӑмӑрӑн та ҫывӑх ҫыннӑмӑра ырӑ тумашкӑн, ӑна усӑ кӳмешкӗн тӑрӑшмалла». Унтан вӑл: «Христос та Хӑйне юраса пурӑнман»,— тесе ӑнлантарнӑ (Рим 15:2, 3). Ҫапла, Иисус чи малтан хӑй ҫинчен мар, ыттисене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен тата Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫавӑнпа пӗр-пӗр тумтир пире тем пек килӗшсен те, вӑл ыттисене аванмарлантарса ярать пулсан тата ырӑ хыпара итлеме чӑрмантарать пулсан, эпир ӑна тӑхӑнса ҫӳремӗпӗр.
14. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене хӑйсен ҫипуҫӗпе Турра мухтав кӳме мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ?
14 Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене Библири принципсемпе усӑ курма вӗрентмелле. Тӗслӗхрен, хӑйсен те, ачисен те ҫипуҫӗ Турра килӗшнипе килӗшменнине вӗсен тӗрӗслесе тӑмалла (Ытар. 22:6; 27:11). Ачисем сӑваплӑ Турра тата унӑн нормисене хисеплеме пултарччӑр тесе, ашшӗ-амӑшӗсен вӗсене ҫак тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла тата юратса вӗрентмелле. Вӗсем хӑйсен ачисене тумтире ӑҫта тата мӗнле суйласа илмеллине вӗрентеҫҫӗ пулсан, мӗн тери лайӑх! Ҫакӑ хамӑра килӗшекен япаласене ҫеҫ мар, Иеговӑн ӗҫлекенне тивӗҫлӗ тумтире суйласа илме вӗрентмеллине пӗлтерет.
СУЙЛАСА ИЛМЕ ПАНӐ ИРӖКПЕ ПӖЛСЕ УСӐ КУРӐР
15. Тумтир суйланӑ чухне мӗн шута илмелле?
15 Турӑ Сӑмахӗнче тӗрӗс йышӑнусем тума тата Турра мухтав кӳме пулӑшакан канашсем пур. Апла пулин те, тумтир суйласа
илесси час-часах кашнине мӗн килӗшнинчен тата укҫа мӗн чухлинчен килет. Анчах та пирӗн ҫипуҫ кирек хӑҫан та тирпейлӗ те йӗркеллӗ пулмалла тата ӑна ӑҫта тӑхӑнса каймаллине те, вырӑнти йӑла-йӗркесене те шута илсе суйламалла.16. Юрӑхлӑ тумтир тупма мӗншӗн вӑйпа вӑхӑта шеллемелле мар?
16 Чӑнах та, тӗплӗн шухӑшласа, пурне те шута илсе тӗрӗс йышӑну тума хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар. Магазинсенче нумайӑшӗнче юлашки модӑпа ҫӗленӗ япаласем ҫеҫ сутаҫҫӗ. Ҫавӑнпа йӗркеллӗ юбка, кӗпе, блузка е арҫынсене валли ҫӑтӑ мар костюм тупса илме хушӑран нумай вӑхӑт кирлӗ. Анчах та пухури тӑвансем эсир хитре те Турра юрӑхлӑ ҫипуҫ тупса илме тӑрӑшнине асӑрхамасӑр хӑвармӗҫ тата ҫавӑншӑн сире мухтаса та илӗҫ. Христиансене юрӑхлӑ ҫипуҫ шыраса тупас тесе нумай вӑй хума тивет пулин те, хамӑрӑн пӗлӗтри Аттене мухтав кӳресси питӗ нумай савӑнӑҫ парать.
17. Сухал ӳстересси пирки йышӑну тунӑ чухне арҫын тӑвансен мӗн шута илмелле?
17 Арҫын тӑвансен сухал ӳстерсе яма юрать-и? Моисей саккунӗнче арҫынсен пурин те сухалпа ҫӳремелле тенӗ пулнӑ. Анчах та христиансен ҫав Саккун тӑрӑх пурӑнмалла мар (Лев. 19:27; 21:5; Гал. 3:24, 25). Хӑш-пӗр вырӑнта хитрен касса тикӗсленӗ сухалпа ҫӳрени йӗркеллӗ япала шутланать, ҫавӑнпа та арҫын тӑван сухал ӳстерсе ярать пулсан, ҫакӑ ҫынсене ырӑ хыпар итлеме чӑрмантармасть. Ҫавӑнпа пухури хӑш-пӗр яваплӑ арҫын тӑвансем те сухал ӳстерсе яраҫҫӗ. Анчах та теприсем сухал ӳстерес темеҫҫӗ (1 Кор. 8:9, 13; 10:32). Хӑш-пӗр вырӑнсенче вара сухалпа ҫӳрес йӑла ҫук, ҫавӑнпа унти христиансемшӗн сухал ӳстерни вырӑнлӑ мар. Арҫын тӑван ҫавна пӗлнӗ ҫӗртенех сухалпа ҫӳрет пулсан, вӑл «айӑпсӑр» тата Турра мухтав кӳрет тесе калаймӑн (1 Тим. 3:2, 7; Рим 15:1—3).
18, 19. Михей 6:8-мӗшӗнчи сӑмахсем пире хамӑрӑн ҫипуҫпа Турра мухтав кӳме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
18 Эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӑл христиансен мӗнле тумтир тӑхӑнса ҫӳремелли пирки вак-тӗвек таранах ҫырса парса пирӗн пурнӑҫа йывӑрлатман. Вӑл пире Библири принципсене шута илсе хамӑрах йышӑну тума ирӗк парать. Апла пулсан, эпир хамӑр ҫипуҫпа та «Турӑ умӗнче йӑваш ӑслӑ» ҫӳренине кӑтартма пултаратпӑр (Мих. 6:8).
19 Йӑваш ӑслӑ пулса эпир Иегова таса та сӑваплӑ Турӑ пулнине тата унӑн нормисем чи лайӑх йышӑнусем тума пулӑшнине йышӑнатпӑр. Унсӑр пуҫне, сӑпайлӑ ҫын ыттисен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене шута илет. Ҫавӑнпа Иеговӑн таса нормисем тӑрӑх пурӑнсан тата хамӑр таврари ҫынсен туйӑмӗсене шута илсен эпир хамӑрӑн «Турӑ умӗнче йӑваш ӑслӑ» ҫӳрӗпӗр.
20. Пирӗн ҫипуҫ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?
20 Пирӗн ҫине пӑхсан ҫынсен эпир Иегова Свидетелӗсем пулни пирки пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар. Пухури тӑвансемшӗн те, ытти ҫынсемшӗн те эпир тӳрӗлӗх Турришӗн ӗҫлеме тивӗҫлӗ ҫынсем пулни яр уҫҫӑн курӑнса тӑмалла. Вӑл пире нравственность нормисене панӑ, эпир вара вӗсене хаваспах тытса тӑма тӑрӑшатпӑр. Лайӑх ҫипуҫпа тата хӑйсене лайӑх тытнипе тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Библири чӑнлӑха йышӑнма пулӑшакан, Иеговӑна мухтав кӳрекен тата унӑн чӗрине савӑнтаракан тӑвансене мухтас килет. Тумтире тӗплӗн шухӑшласа суйласа илсен эпир «мухтавлӑхпа аслӑлӑх тӑхӑннӑ» Турра малашне те мухтав кӳрсе тӑрӑпӑрах (Пс. 103:1, 2).